22 августа 2009 г.
Пушă вăхăт тупсанах хаçат-журнал, кĕнеке вулама юрататăп. Вулавăшран илнĕ пур кĕнекене те «шĕкĕлчесе» тухрăм. Татах çĕннине пĕлес килет. Çав сăлтавпах эпĕ паян Пысăк Енккассинчи тĕслĕх библиотекине çул тытрăм.
Тата çанталăкĕ те мана çула тухма йыхăрчĕ. Паян ир-ирех хĕвел хăйĕн çутă пайăркисене таврана сапалать, ман çине ăшшăн йăл кулса пăхать. Çывăхри вăрманта кайăк-кĕшĕк илемлĕ юррине шăрантарать. Тăри те вĕçĕмсĕр хăйĕн кĕввипе çынсене çĕнĕ кунпа саламлать тейĕн.
Вулавăшра кĕнекесене тирпейлĕн сумкăна чикнĕ хыççăн библиотекарьпе сыв пуллашса автобус чарăнăвне уттартăм.
Кунта почтальон, Аля аппа, автобус кĕтет-мĕн. Ăна сывлăх сунтăм. Савăнтăм. Ара, яла кĕме пĕччен кичем пулмĕ.
Алевтина Анатольевна Григорьевăпа яланах тем çинчен те пуплеме пулать. Вăл вунă çул ытла почтальонкăра вăй хурать. Ир-ирех Пысăк Енккассинчи çыхăну уйрăмне хаçат-журналсен çĕнĕ кăларăмĕсене илме васкать. Пĕчĕк чухне те Аля аппа амăшне, Юлия Ильинична Ефремовăна, пайтах хаçат-журнал валеçме пулăшнă. Унăн амăшĕ те почтальонкăра 19 çул вăй хунă. Халĕ вара Аля аппан амăшĕ тивĕçлĕ канура.
Тĕлĕнсе шухăша путатăп. Аля аппа Шутнерпуç тата Уйкас çыннисене хаçат-журналпа, çырупа савăнтарас тесе миçе çухрăм утман-ши? Урамри йытăсем те мĕн чухлĕ сехĕрлентермен-ши ăна? Паллах, çăмăл мар ăна халĕ те йывăр сумкине çакса çил тăманра та, çумăрта та, пылчăкра та çÿреме. «Урасем те ыратма пуçларĕç», – тет почтальон тутăра майлаштарса çыхнă май. Ял халăхĕ, ĕлĕкхипе танлаштарсан, юратнă кăларăмсене сахал çырăнса илни пăшăрхантарать ăна. Аля аппана тăрăшса ĕçленĕшĕн нумай хутчен те хаклă парнесемпе, грамотăсемпе савăнтарнă. Почтальонка ĕçне суйланăшăн вăл вара пĕрре те ÿкĕнмест.