АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чапшăн мар, чĕре ыйтнипе

22 августа 2009 г.

Татьяна Александровна Чернова тăхăрвун иккĕрен иртрĕ. Çулĕсем чылай пулин те вăл кил тĕрĕшре кăштăртатать. Пурнăç çулĕ такăр пулман çак хĕрарăмăн. «Кашни çыннăн хăйĕн шăпи», – тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Эпир Татюк аппапа чылайччен шăкăлтатса лартăмăр, вăл хăйĕн пурнăçне аса илчĕ.

Татьяна Александровна Чернова 1917-мĕш çулта вăтам хресчен çемйинче кун çути курнă. Çемье йышлă пулнă: икĕ хĕр те тăватă ывăл ÿснĕ. Ачасене ĕçсĕр ларма паман, вĕсене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Çавна пулах пĕчĕк Татюк пĕрремĕш класа çÿреймен, иккĕмĕшне çине тăрсах кайнă вĕренме, пĕлÿ пухас килнĕ хĕрачан. Çапла, вăл çичĕ çул хушши ăс пухнă малалла. Татюк ашшĕ амăшĕпе пĕрле «Хĕрлĕ Шăхаль» ятлă коллективлă хуçалăхра вăй хунă, çимелĕх çăкăр ĕçлесе илме тăрăшнă.

– Пире, çамрăксене, сÿрелеме шанатчĕç, сухалама та тивнĕ, тырă вырма çÿренĕ. Ирех тăрса аслисемпе тавлашса ĕçлеттĕмĕрччĕ. Пуçа çĕклемесĕр тăрăшнă çирĕм пилĕк тĕм тăвас тесе. Сăмахран, пилĕк кĕлте – 1 тĕм шутланнă. Çак нормăна тусан, пĕр ĕç кунĕ çырнă. Татьяна Александровнăн малалла вĕренме кăмăл пулнă, çакна кура колхоз пуçлăхĕ ăна пилĕк уйăхлăх курса пĕлÿ илме ярать. Виçĕ çул хушши агротехникумра вĕренет, ун хыççăн пахча çимĕç ÿстерекенĕн профессине алла илет. 1940-мĕш çулта çамрăк хĕр хăй кăмăлланă йĕкĕте качча тухать. Тин кăна чăмăртаннă çамрăк çемье пĕр-пĕрне килĕштерсе телейлĕ пурăннă, анчах та вĕсен çутă ĕмĕчĕсене тискер вăрçă аркатнă. Часах фронта каймалли йыхрав хучĕ килнĕ, унăн мăшăрĕ В.Иляхунов Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ пулин те Татюк аппан куçĕсем шывланчĕç. Вăл калаçăва малалла тăсрĕ. Çак йывăр хыпара илтсен, Татюк аппашăн кун çути çухалать. Вăл пуçĕпех ĕçе каять, вăй-халне шеллемесĕр мĕн пур вăхăтне иртен пуçласа каçчен ĕçре ирттерет. Колхоз пахчинче бригадир пулса вăй хурать. Унсăр пуçне окоп чавма та кайнă, вăрман та турттарнă çывăхри заводсем ан чарăнччăр тесе. Ырми-канми тăрăшнă, çĕнтерÿ кунне çывхартнă.

Ĕçне кура хисепĕ. Татьяна Александровнăн ĕçне Тăван çĕршыв пысăка хурса хакланă. 1947 çулта СССР Аслă Совечĕн Президиумĕн Указĕпе Т.Антонована (хĕр чухнехи хушамачĕ) «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе, 1974 çулта «Социализмла ăмăрту çĕнтĕрÿçи» паллăпа чысланă, колхозра куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялава илме тивĕçлĕ пулнă. Тепĕр çулхине вăл «Пысăк тухăçлă пахча çимĕç ăсти» хисеплĕ ята илнĕ. Татюк аппа тивĕçлĕ канăва кайичченех колхоз пахчинче тăрăшса ĕçленĕ: купăста, сухан, кишĕр, помидор, хăяр, хĕрлĕ кăшман çитĕнтернĕ. Яланах плансене вăхăтра тултарнă. Колхоз столовăйне те пахча çимĕçпе тивĕçтернĕ, Шупашкар пасарне те машинĕ-машинĕпех сутма ăсатнă.

Вăрçă пĕтнĕ хыççăн каярахпа вăл тепĕр хут çемье çавăрчĕ. И.Черновпа чĕрĕк ĕмĕр хушши шăкăл-шăкăл калаçса пурăнчĕç. Паяхи кун пĕчченех кун кунлать. Татьяна Александровна ĕмĕрне ĕçлесе ирттернĕ. Чапшăн мар, чĕре туртнипе юратнă ĕçне тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика