22 августа 2009 г.
Малтанхи вăхăтра Вăрмар поселокĕнчи Иван Иванович Иванова нумайăшĕ сад ĕрчетнипе лайăх пĕлетчĕç. Çĕр ĕçне чунтан парăннăскер тăван тавралăха юратать вăл, унăн илемĕшĕн тăрăшать. Йышлă çемьере ÿснĕскер (6 ывăл та 3 хĕр пулнă вĕсен) мĕн çамрăклах ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Ытти çамрăксемпе пĕрле колхоз ĕçне хутшăннă. Шкулта вĕреннĕ чухнех районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат çине заметкăсем çырса тăнă. Вăрмарти каçхи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн ăна редакцие секретарь-машинисткăра ĕçлеме илеççĕ, унтан кунтах корректора куçать, парти пайĕн литература сотрудникĕнче вăй хурать. И.Волков редактор ăна Хусана фотокорреспондента вĕренме кайма сĕнет. Çамрăк каччă хаваспах килĕшет. Пĕр çулталăк сисĕнмесĕрех иртсе каять. Çапла вара 1973 çулхи апрель уйхĕнчен пуçласа 1999 çулхи март уйăхĕччен вăл фотокорреспондентра тăрăшать.
«Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче пурĕ 33 çул ĕçлет. Çак тапхăрта районти кашни хуçалăхра, предприятисемпе организацисенче, шкулсенче миçе хут пулса тĕрлĕрен сăн ÿкерчĕксем туман-ши вăл; Район хаçатне производствăра малта пыракансен сăн ÿкерчĕкĕсемпе илемлетме тăрăшнă, курнă çитменлĕхсене те хаçат урлă сăнласа панă. Вăл Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ.
Çак кунсенче ун патĕнче пулма тÿр килчĕ. Сад пахчипе паллашнă май, чăннипех те тĕлĕнетĕн. Мĕнле кăна улма-çырла йывăççисем çук-ши унăн сад пахчинче. Улмуççи, груша, слива, айва, облепиха, алыча, хурлăхан, крыжовник, чие, маньчжури мăйăрĕ, фундук мăйăр, боярышник, чернослив, хĕрлĕ тата хура çĕмĕрт, пилеш, каштан, лимонник тата ытти йывăçсем тухăçпа савăнтараççĕ. Хăш-пĕр йывăçсен темиçе сорт та пур. Çĕр улмин виçĕ сортне, хăяр, помидор, ыхра, сухан, кишĕр, купăста тата ыттине çитĕнтерет сад ăсти. Эмел курăкĕсем те кунтах вырăн тупнă. Çакă та интереслĕ: пахча çимĕç культурисен вăрлăхĕсене вăл Мускавранах çырăнса туянма та ÿркенсе тăмасть.
- Почта урлă çырăнса илекен тĕрлĕрен вăрлăхсем пирĕн патăрти климата килĕштереççĕ, тухăçлă çитĕнеççĕ - калаçăва малалла тăсать Иван Иванович. Çĕр çинче пурăнатăн пулсан, санăн унăн хуçи пулмалла. Пĕр вăхăт вăл лаша та усрарĕ. Çĕр улми туса илме е ытти ĕçсене пурнăçлама ĕç вăйĕ кирлĕ-çке. Лашапа вăл аванах усă курчĕ. Хăйĕншĕн çеç мар, çынсене те пулăшрĕ.
- Лашана сутас, хурт-хăмăр ĕрчетме пуçлас терĕм, - тет вăл йăл кулса.
Тивĕçлĕ канăва тухсан, хурт-хăмăр ĕрчетме тытăнать. Малтанах икĕ пуç вĕлле çеçчĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕллесен шучĕ те хушăнсах пырать.
- Районти библиотекăра хурт-хăмăр çинчен çырнă кĕнекесене пĕтĕмпех вуласа тухрăм. «Пчеловодство» журнал тата «Пасека России» хаçат çырăнса илетĕп, - пĕлтерет вăл. Хаçат-журналсем вуланисĕр пуçне вăл хăйĕн пĕлĕвне районта хурт-хăмăр ĕçчетекенсемпе ирттерекен семинарсене хутшăнса ÿстерет. Садпа хурт-хăмăр ĕçĕсемпе кăсăкланакансене пĕтĕм кăмăлтан хăйĕн пуян опычĕпе паллаштарать.