АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутат пире нишлĕхе кĕртесшĕн-и?

22 августа 2009 г.

«Маттур-çке» пирĕн Аксаков халăха пăлхантаракан, тĕрĕссипе, ăна хирĕçле сĕнÿпе иккĕмĕш хут палăрчĕ. Чăваш Республикинчен «Справедливая Россия» парти списокĕпе Раççей Патшалăх Думин депутачĕн мандатне илнĕ Анатолий Геннадьевич кăшт маларах кăна потребитель кредичĕсене (телевизор, холодильник, кил-тĕрĕшре усă курмалли ытти техника туяннăшăн) вăхăтра тавăрса пама пултарайманнисене уголовлă статьяпа явап тыттарассишĕн çунса хыпкаланчĕ. Укçа хакĕ унсăр та чакса пынине (инфляцие) шута хумасăр. «Тÿлеймерĕн, парăма татаймарăн - сан вырăну тĕрмере» - çак шухăш-кăмăл «хуçаланчĕ-тĕр» хисеплĕ депутат господин ĕçĕнче ун чухне. Тĕрлĕ шайри депутатăн (ахальтен мар ăна иртнĕ ĕмĕртенпех «халăх тарçи» тенĕ) тĕп тивĕçĕ халăхпа тата халăхшăн ĕçлесси пулнă. Думăри «Справедливая Россия» фракци членĕ, регионсенчи коммерци банкĕсен ассоциацийĕн пуçлăхĕ А.Г.Аксаков хальхинче вара тата «маларах» кайрĕ? тенкĕ хакне тата 30-40 процент таран йÿнетме сĕнсе «пуçару» турĕ - халăхăн тенкĕ çумне тенкĕ хушса пухнă пурлăхне йÿнетесшĕн пулчĕ.

Ентеш депутатăн çак «пуçарăвĕ» чăннипех камшăн лайăх; Паллах, халăхшăн мар. Укçа хакĕ чакни чи малтанах ĕçлекен халăха, пенсионерсене, вĕренекен çамрăксене пырса тивет. Тар юхтарса ĕçлесе илнĕ шалăвăн, нушапа тивĕçнĕ пенси, ахаль те хĕссе тытакан пособипе стипендин, перекет банкне хывнă кашни тенкĕн хакĕ çуррине яхăн пĕтет вĕт-ха. Банк хуçисемпе олигархсен пуяс кăмăлне татах тивĕçтерес тĕллевпе çĕклерĕ, ахăртнех, çак ыйтăва Аксаков депутат. «Ахăртнех» сăмах та вырăнсăр кунта, налук тÿлекен çинчен шухăшламасăр, унăн шучĕпе укçа миххисем çинче ларакансен çăтмах пурнăçне тата ырăрах, пуянрах тăвас, вĕсен умĕнче ырă пулнă пек курăнас килнĕрен тейĕттĕм.

Владимир Романов, Шупашкарти хăватлă тракторсен заводĕнчи автоматлă станоксен наладчикĕ:

- Тĕлĕнме пăрахаймастăп: чăвашран тухнă çын тăван халăхăмăршăн тăрăшмалла, ăна пулăшас темелле, пурнăçне лайăхлатма пĕтĕм вăй-халне памалла пек. Çук вĕт, унăн шанăçĕпе пысăкрах вырăн йышăнсанах темшĕн-çке çуратса ÿстернĕ халăха манăçа кăларать çавăн йышши депутат. Аксаков пирки çак сăмахсенех каланă пулăттăм. 1988 çулхи «хура ытлари кун» халĕ те пирĕн асăмрах. Ун чухне ĕç халăхĕ самантра нимсĕр тенĕ пек тăрса юлчĕ: лăш курмасăр ĕçлесе пухнă укçи-тенки «çунса» кайрĕ. Çав вăхăтрах чылайăшĕ çĕрме пуянсен шутне кĕчĕ. Депутатăн халăх çинчен шухăшламалла, уншăн тăрăшмалла - çакă унăн тÿрĕ тивĕçĕ.

Роза Герасимова, «Суту-илÿ çурчĕ» универмаг сутуçи:

-Ăнланма йывăр: мĕншĕн халăха хирĕç каймалла унăн, ахаль те нушаланакан çынсене тата пысăкрах нишлĕхе тĕксе ямалла; Çавăншăн суйланă-и эпир Аксакова, çавăншăн уçса пынă-и вăл хăйĕн Мускава хывăнакан çулне? Çапла тав тумалла-и унăн халăха?

«Единая Россия» партин ĕç тăвакан Тĕп комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, «Единая Россия» партин Тĕп Канашĕн Президиумĕн секретарĕ, РФ Патшалăх Думин вице-спикерĕ Вячеслав Володин Раççейри регионсенчи банксен ассоциацийĕн пуçлăхĕ, «Справедливая Россия» партин ертÿçисенчен пĕри Анатолий Аксаков Раççей тенкине 40 процент таран йÿнетме сĕннине тишкерсе çапла каланă: «Единая Россия» Анатолий Аксаков тĕллевне пĕр сăмахсăр хирĕç пулать. Пирĕн шухăшпа, çакă - халăха хирĕçле сĕнÿ.

Кун çинчен «Справедливая Россия» элчи Анатолий Аксаков пĕрре кăна мар калать. Сăмахран, унччен вăл потребитель кредитне (холодильник, телевизор туянма илнĕ укçа-тенкĕ) кризиса пула вăхăтра тавăрайманнисене уголовлă йĕркепе явап тыттарма. «Единая Россия» кунашкал пуçарусене чăтма пултараймасть. Патшалăх Думи канăва вĕçлесенех эпир Регионри банксен ассоциацийĕн ертÿçине Анатолий Аксакова Банксен наци канашĕнчи ĕçрен хăтарма сĕнÿ тăрататпăр».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика