22 августа 2009 г.
ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн «Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указа районти культура учрежденийĕсем тĕллевлĕ пурнăçласа пыраççĕ. Çавна май хальхи вăхăтра культура çурчĕсене çĕнетес ĕç пырать. Модернизаци программи çапла палăртать: республика культурăпа кану учрежденийĕсене сасă вăйлатакан, çутă, видеопроекци оборудованийĕпе, музыка произведенийĕсене аранжировка тумалли программăллă компьютерсемпе, лазерлă принтерпа, сканерпа, сцена валли костюмсен комплекчĕпе, сцена тумĕпе тивĕçтерет, вырăнсенче вара клуб учрежденийĕсене тĕпрен юсаççĕ, газификацилеççĕ, телефон кĕртеççĕ, çуртсемпе пÿлĕмсене реконструкцилеççĕ, сĕтел-пукан туянаççĕ, территорие илем кĕртеççĕ. Кăçал пирĕн районти Арапуç ялĕнчи клуб - культурăпа кану центрĕ пулса тăчĕ. Республика кунĕ умĕн поселокри культурăпа кану центрĕ уçăлни Вăрмарсемшĕн тепĕр парне пулчĕ. Ăна тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама 2 миллион ытла укçа-тенкĕ тăкакланă. Сцена çинчи ăсталăха кăтартас, çамрăксен канăвне йĕркелес тĕллевпе Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерстви сасă вăйлатакан аппаратура валли - 250, художествăлла пултарулăх коллективĕсем тата сцена костюмĕсем валли пурĕ 500 пин тенкĕ уйăрнă. Вĕсемпе халĕ поселокри çĕнетнĕ культура учрежденине тивĕçтернĕ.
Ялсенчи культура çурчĕсене модернизацилени халăхăн социаллă культурине ÿстерни пулнине эпир лайăх ăнланатпăр. Унпа пĕрлех çĕнĕ технологисемпе усă курса культурăна кунран-кун аталантарса пыма тăрăшатпăр. Ялти клубсене те тĕпрен юсаса çĕнетме тытăнтăмăр. Клуб учрежденийĕн паянхи тĕнче йышăннă çĕнĕ моделĕсене туса хума май панă. Çапла майпа кăçалхи май уйăхĕнче Арапуç ялĕнче культурăпа кану центрĕ уçăлчĕ. Вĕсем те çĕнĕ технологисен пур йышши оборудованине, сцена костюмĕсен свидетельствине (пурĕ 500 пин тенкĕлĕх) илчĕç. Арапуçĕнчи культурăпа кану центрне тĕпрен çĕнетме пурĕ 1,5 миллион тенкĕ тăкакланă.
Хальхи вăхăтра пирĕн районта культурăн 6 учреждени (поселокри, Арапуçĕнчи, Кĕтеснерти, Чулкасри, Аслă Чакри, Пысăк Енккассинчи культурăпа кану центрĕсем) юридици сăпатне кĕнĕ. Чулкасри тата Кĕтеснерти культура учрежденийĕсене çĕнетес ĕç пырать. Культурăпа кану учрежденийĕсен ĕçченĕсем хăйсен вăйĕпе юсав ĕçĕсене пуçлани, ялти активлă çынсене явăçтарни республикăра, пирĕн районта та сахал мар. Модернизаци программине ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хутшăнни те вырăнлă пулĕ.
Нумаях пулмасть Министрсен Кабинечĕ ирттернĕ ларура автоклубсем туянма укçа уйăрас ыйтăва тишкернĕ. Культура министрĕ Р.Лизакова пĕлтернĕ тăрăх, Мускав 2,9 миллион тенкĕ парать. Республика хăй хушакан укçа - тата 2,5 миллион. Ку укçа-тенкĕ клубсем çук - çав тăрăхсем валли «кустăрмаллă клубсем» туянма кирлĕ. Анчах районсен хăйсен те укçа-тенкĕ уйăрмалла - 600 пин тенкĕ таран. Пирĕн район кăçал Республика кунĕ ирттерме укçа-тенкĕ чылай тăккаларĕ. Çавăнпа та автоклубсем туянма кăçал вăй çитеймĕ. Çитес çул вара вĕсене туянма планлатпăр.