АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патриарх наградине пачĕç

19 августа 2009 г.

Районти Михаил Архистратиг чиркĕвне Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава килнине хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Ăна "Вăрмар кукрине" кайса район пуçлăхĕ В.Кириллов, райпо Канашĕн председателĕ К.Никитин, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов, районти Культурăпа кану центрĕн директорĕ Т.Викторова тата ыттисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Михаил Архистратиг чиркÿ умĕнче Чăваш Митрополитне Мария матушка çăкăр-тăварпа хирĕç тухрĕ. Чиркÿ умнех çитекен çемçе кавир çийĕн Тура ĕненекенсем харпăр-хăй япалисене Варнава ури пусакан вырăна тирпейлĕн хурса тухрĕç. Çапла пулмасăр, пурин те Варнавăран пил илес килет-çке-ха. Чăваш Митрополичĕ кунта килнишĕн хĕпĕртенине палăртса Турра ĕненекенсем çулăн икĕ айккипе йĕркеленсе тăнă.

Чиркĕве кĕрсен аслă кĕлĕ пуçланчĕ. Варнава сасси кунта пуçтарăннă халăх çийĕн саланса вĕсен чунне тыткăнларĕ. Варнава пушă алăпа килмен, патриарх наградипе çитнĕ. Вăл ăна çак чиркÿ настоятельне Владимир Александрович Байгушева пысăк кĕлĕ вăхăтĕнче чаплă лару-тăрура пачĕ. Ку награда - пачăшкăсен мăйне çакса çÿремелли илемлетнĕ Хĕрес тата Палица (Турă хĕçĕ). Ăна 20 çул тата ытларах та Турă вĕрентĕвне халăх хушшинче сарнăшăн параççĕ. Çак наградăна панă чухне Варнава Аксиос (тивĕçлĕ) терĕ. Унпа пĕрле кĕлĕне хутшăннă священниксем те "Аксиос" тесе юрларĕç. Кĕлĕре тăракан пур халăх та Владимир аттене çакăн пек хисеп тунăшăн савăнчĕ.

Сăмах май каласан, Владыка 2004 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче Михаил Архистратиг чиркĕвне хăпартнă вăхăтра килсе пил панă пулнă. Ун чухне вăл Владимир аттене сăваплă, халăх ырлăхĕшĕн пуçăннă ĕçе вĕçлеме ырлăх-сывлăх, чăтăмлăх пилленĕ. Ку вара пурнăçланнă. 2005 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче Савватий Епископ çĕнĕ чиркĕве килсе çветтит тунă. Унтанпа кунта Турра ĕненекенсем хăйсен чунĕсемшĕн кĕл тума çÿреççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика