19 августа 2009 г.
Юлашки вăхăтра çулсем çинче инкексем нумай пулни, вĕсенче чылай çынсен пурнăçĕ татăлни пурне те хытах пăшăрхантарать. Ахальтен мар ĕнтĕ çул çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвне Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.Медведев ятарлă канашлура çĕклерĕ. «Пирĕн çирĕп мерăсем йышăнма лекет, кирлех пулсан, хăш-пĕр енĕпе татăклă улшăнусем тума», - тенĕ А.Медведев. Çынсем нумай вилни кăна мар, çĕршыв экономикине те пысăк сиен кÿрет. «Экспертсен хаклавĕпе юлашки пилĕк çул хушшинче çулпа транспорт инкекĕсем çĕршыв экономикине 5,5 триллион тенкĕ тăкак кÿнĕ. Танлаштарса пăхас пулсан çак тапхăрта сывлăх сыхлавне çавăн чухлĕ тăкакланă», - пĕлтернĕ Медведев.
Патшалăх пуçлăхĕ çапла шутлать: çулпа çÿремелли пĕтĕм системăн пур аспектчĕсен ĕçне те тепĕр хут пăхса тухмалла пулать. Сăмахран, ГИБДД тата Шалти ĕçсен министерстви хăйсен сотрудникĕсен ĕçне сăнаса тăмалла. «Тĕп претензи çакăнта: вĕсем право йĕркине пăсассинчен асăрхаттарассишĕн тăрăшмаççĕ, тунă преступленишĕн айăплама тăрăшаççĕ», - тенĕ президент.
Çапла вара Президент сăмахĕсем пире хамăрăн ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме, ĕçри яваплăха ÿстерме, дисциплинăна çирĕплетме хушаççĕ.
Пирĕн районта автомобиль çулĕсем - 206,4 километр. Çав шутра федераллă пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсем - 2,4 километр, республика пĕлтерĕшлисем - 50 километр, вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсем 154 километр, 2 чукун çул переезчĕ.
Кăçалхи 7 уйăхра 14 автоçула, автобус маршручĕсене - 9, чукун çул переездне 3 тĕрĕсленĕ.
Топографи анализĕ тăрăх çулпа транспорт инкекĕсем пирĕн районта 4 вырăнта ытларах пулнине палăртнă: «Аниш» автоçул çинче - 5-6 тата 13-15 километрсенче, Вăрмар - Кивĕ Вăрмар автоçул çинче тата Энĕшпуçĕнчи чукун çул переезчĕ - 695-мĕш километрта.
Çак тапхăрта ГИБДД сотрудникĕсем районти шалти ĕçсен тата республикăри Шалти ĕçсен министерствин планĕсемпе килĕшÿллĕн çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе пурĕ 36 профилактикăлла рейдсем, «Автобус», «Хăвăртлăх», «Ача-пăча», «Çуран çÿрекен», «Чукун çул переезчĕ» операцисем ирттернĕ çĕре хутшăннă.
Кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче районта çул-йĕрпе транспорт инкекĕсем 14 пулнă. Çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен ытларах. 5 çын вилнĕ, 15 çын аманнă. Инкексен сăлтавĕ - водительсем тимсĕр пулнинче. Кăçалхи июнĕн 13-мĕшĕнче 7 сехет тĕлнелле Эçпепе ялĕ çывăхĕнчи автомобиль çулĕ çинче А.Иванов руле йĕркеллĕ тытса пыманнипе ВАЗ-21099 автомашинăпа канава çаврăнса ÿкнĕ, район больницинче выртмаллах аманнă.
Июлĕн 9-мĕшĕнче 23 сехет те 30 минут тĕлнелле Пинерте пурăнакан Ю.Андреев Энтрияль ялĕн хĕрринче паллă мар çын тытса пынă мотоцикла çапса хăварнă.
Июлĕн 28-мĕшĕнче 21 сехет те 30 минут тĕлнелле «Аниш» автоçулăн 16-мĕш километрĕнче Энĕшпуçĕнче çуралса ÿснĕ, Шупашкарта пурăнакан В.Романов ВАЗ-2107 автомашинăн малти сылтăм енчи кустăрми çурăлнипе канава çаврăнса ÿкнĕ, район больницинче тăна кĕреймесĕрех вилсе кайнă.
Хисеплĕ водительсем, руль умĕнче тимлĕрех пуласчĕ, хăвăртлăха палăртнă нормăран ÿстерес марччĕ, çул çÿремелли правилăсене çирĕп пурнăçласа пырасчĕ.