19 августа 2009 г.
Кăçал Республика кунĕнче Вăрмар поселокĕнче «Илем» физкультурăпа спорт комплексне уçни халĕ те асра. Пухăннисене чи малтанах ЧР Президенчĕ Н.Федоров саламларĕ, тĕнче шайĕнчи, нумай заллă, икĕ бассейнлă кермен районта пурăнакансемшĕн пысăк парне пулни çинчен пĕлтерчĕ. Комплексăн пысăк уççине вара директор ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан С.Архипова тыттарчĕç. Пирĕн А.Хованский корреспондент унпа тĕл пулса калаçнă, хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.
- Сергей Витальевич, районта пурăнакансем физкультурăпа спорт комплексĕ уçăласса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ тата мĕнле уйрăмсем пулассине пĕлесшĕн?
- Пурте йĕркеллĕ пулсан, вак-тĕвек çитменлĕхсене туса пĕтерсен, кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ, вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле хута ярасшăн. Унта шывра ишмелли бассейнсем иккĕ, велосипед, аэробика, кĕрешÿ (бокс, карате), сĕтел çинчи теннис, тренажер залĕсем пулаççĕ. Бассейнра шыва кĕнĕшĕн тÿлемелли тарифсене те çирĕплетнĕ.
- Комплекса уçни Вăрмар поселокĕнчи Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулпа ача сачĕсемшĕн кăна мар, районти шкулсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Ку енĕпе мĕн калама пултаратăр?
- Ку чăнахах та çапла. «Илем» керменпе пурин те анлăн усă курмалла. Графике çирĕплетнĕ хыççăн кашни шкул, физкультура учителĕсем ертсе пынипе, шкул автобусĕпе ачасене илсе килсе занятисем ирттермелле, бассейнра ишме вĕрентмелле е ытти вăйăсем йĕркелемелле. Заняти вăхăтĕнче бассейнпа усă курнăшăн укçа тÿлемелле мар. Ача садне çÿрекенсем пирки те çаплах. Ку ĕçе воспитательсем йĕркелеççĕ.
- Бассейнпа усă курмалли йĕркесем еплерех-ха?
- Бассейнсем иккĕ терĕмĕр. Пысăккин тăршшĕ 25 метр, тарăнăшĕ 1,20-1,50 метр. Ишмелли тăватă çул пулать. Пĕчĕккин тăршшĕ 15 метр, тарăнăшĕ 70 сантиметр, сарлакăшĕ 8 метр. Бассейнпа усă курнăшăн 17 сехетчен пĕр тĕрлĕ хак, ун хыççăн хаклăрах пулать. Çитĕнсе çитнисем ишме вĕренес теççĕ пулсан, вĕсемпе занятисем тÿлевлĕ ирттереççĕ. Пĕчĕк ачасемпе инвалидсене тата пенсионерсене шыва кĕмелли хаксем йÿнĕрех пулаççĕ. Бассейна пĕр уйăхлăха килсе çÿреме абонент илме пулать. Бассейнра шыва кĕрес тесен ятарлă медицина справки пулмалла, ăна районти поликлиникăран илмелле.