15 августа 2009 г.
Çу вăхăчĕсем иртсе пыраççĕ. Çавна май ачасен савăнăçлă каникулĕ те кĕскелет. Районти шкулсенче вара ĕç вĕресе тăрать тесен те йăнăш пулмасть. Вĕсем 2009-2010 вĕренÿ çулне хатĕррине тĕрĕслеççĕ. Район пуçлăхĕн В.Кирилловăн хушăвĕпе ятарласа комисси йĕркеленĕ. Унпа килĕшÿллĕн нумаях пулмасть райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Н.Иванова, «Вăрмарти электричество сечĕсем» муниципаллă унитари предприятийĕн тĕп инженерĕ В.Вазанов, Чăваш Республикин Роспотребнадзор управленийĕн Çĕрпÿри территори уйрăмĕн специалист-эксперчĕ О.Кузьмин, Госпожнадзорăн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Хованский Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам, Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп, Кивĕ Вĕренерти пуçламăш классене вĕрентекен шкулсенче пулса унти лару-тăрупа тĕплĕн паллашрĕç. Ĕçлĕ çул çÿрев чи малтанах Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пулчĕ. Çакна палăртмалла: пĕтĕмĕшле илсен шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнĕ. Классене, спортзала сăрланă, пуçламăш классем валли çĕнĕ партăсем илнĕ. Лайăххипе пĕрлех çитменлĕхсене те палăртса хăварчĕç комисси членĕсем. Акă спортзалра душ кĕмелли пÿлĕм ĕçлемест. Спортзалра тата ытти классенче те ăшă пыракан пăрăхсене ятарласа йывăçран хатĕрленĕ решеткепе хупламан. Классенче софитсем (доска умне çакмалли çутă паракан хатĕр) çук. Çутă паракан лампăсене кирлĕ пек вырнаçтарман. Биологи, вырăс литературине вĕрентекен тата пуçламăш классенче шыв çук. Шкула пĕтĕмĕшле пăхса çаврăннă май комисси членĕсем çÿлерех палăртнă çитменлĕхсене кĕске вăхăтра пĕтермеллине палăртрĕç.
Унтан Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула та çитсе курчĕç. Иртнĕ çулсемпе танлаштарсан кăçал ку вĕренÿ учрежденийĕнче чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Кашни класа, коридорсене, урайне çĕнĕ сăн кĕртнĕ, софитсем илме заказ панă. Шкул директорĕ Т.Алексеева каланă тăрăх, çитес вăхăтра вĕсем столовăй валли вĕри шыв тума планлаççĕ. Çитменлĕхсем пирки калас пулсан комисси членĕсем кашни класрах алă çумалли хатĕрсем, информатика кабинетĕнче компьютер сĕтелĕ икĕ сийлĕ пулмаллине, химипе биологи кабинечĕсенче вĕренекенсен сĕтелĕсене комплектласа çитерменнине палăртрĕç. Кунти ача садĕнче пулнă май, апат-çимĕç хатĕрлекен вырăнта вĕри шыв çуккине каларĕç. Кĕске вăхăтра ку çитменлĕхсене пĕтерме хушрĕç. Кивĕ Вĕренерти пуçламăш классене вĕрентекен шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе илме хатĕр темелле. Кунта кăçал 5 ача вĕренме тытăнĕ. Класра софитсем çитменнине каларĕç комисси членĕсем. Пĕтĕмĕшле каласан çÿлерех асăннă шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр. Комисси членĕсем çак шкулсенче çитменлĕхсене пĕтерсе ачасене йышăнма пултарнине палăртса хăварчĕç.