АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял-йыш ăна манмасть

15 августа 2009 г.

«Путь Ильича» колхоза нумай çул ăнăçлă ертсе пынă, пултаруллă организатор Иван Михайлович Михайлов пурăннă пулсан кăçалхи августăн 10-мĕшĕнче 80 çул тултармаллаччĕ. Питех те шел, вăл пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ, 70 çула та пурăнса çитереймерĕ. Хисепе тивĕçлĕ руководителĕн асăну кунне ирттерме хутшăннă район пуçлăхĕ В.Кириллов, Шупашкартан килнĕ хаклă хăнасем, тĕрлĕ çулсенче района ертсе пынă А.Борцов, В.Алексеев, В.Петров, М.Садовников тата «Арабоси» агрофирма пуçлăхĕ Г.Тимофеев, Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Иванов тата ыттисем малтан ялпа юнашарах вырнаçнă масар çинче пулчĕç, И.Михайлов вил тăприйĕ умĕнче пуç тайрĕç, унăн пархатарлă ĕçне ырăпа асăнчĕç.

Ялти историпе краеведени музейне ветерансем йышлăн пухăннă. Вĕсем кунта И.Михайлова асăнса ирттерекен каçа килнĕ. Мероприятие музей заведующийĕ Т.Белова уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Чи малтанах сăмах Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхне Ю.Иванова пачĕ.

- Иван Михайлович пирĕнтен ытла та ир уйрăлса кайрĕ. Ял тăрăхĕн территорийĕнче халĕ унпа пĕр çулхисем - 11, 80 çул урлă каçнисем 36 çын пурăнаççĕ. Председательте ĕçленĕ вăхăтра вăл пире районта чи малтан çут çанталăк газĕпе, асфальтлă çулпа тивĕçтерчĕ, вăрман тăрăхĕсем нумай ларттарчĕ, пĕвесем нумай тутарчĕ. Çавăншăн унăн пархатарлă ĕçне ял-йыш нихăçан та манмĕ, - терĕ Юрий Апполонович.

Хуçалăха аталантарассишĕн, халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн вăл мĕн пур вăй-халне пани çинчен Шупашкартан килнĕ А.Борцов, В.Петров, М.Садовников, В.Алексеев тата «Арабоси» агрофирма пуçлăхĕ Г.Тимофеев тухса калаçрĕç.

И.Михайлов ертсе пынипе колхозра пĕрле ĕçленĕ Т.Лоцман, Л.Кузнецова, А.Белова, М.Горячева, М.Федотов, В.Никитин колхозниксем вăл хăйĕн пĕтĕм вăй-халне колхозшăн, халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн панине, унăн çутă сăнарĕ яланах ял-йышсен асĕнче пулнине палăртрĕç. Иван Михайловичăн Николай ывăлĕ ашшĕне çавăн пек чыс тунăшăн асăну каçне пухăннисене тав турĕ.

«Иван Михайловичăн пархатарлă кун-çулĕ, вăл халăхшăн чунне парса ĕçлени пирĕн асăмра нихăçан та тухмĕ, çамрăксемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрĕ, унăн çутă сăнарĕ ял-йышшăн чăннипех те чаплă палăк вырăнне пулĕ», - терĕç историпе краеведени музейне пухăннă ветерансем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика