15 августа 2009 г.
Кăçалхи çур çулта районти административлă комисси йĕркелĕхе пăснипе çыхăннă 112 ĕç пăхса тухнине, вĕсенчен 91-шĕ хула, ял тăрăхĕсенче тирпей-илем нормисене тытса пыманнипе çыхăннисем пулни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ. Чылай чухне çакă çынсем административлă право нормисене пĕлменнипе те çыхăннă. «Пĕр пĕчĕк хăйăр купи пур та», «ик каска çурт умĕнче выртать ĕнтĕ» теççĕ хăш чухне. Ĕлĕкрех урамра тем япали те тытнă та, халĕ те çаплах теççĕ пулмалла. Анчах пурнăç улшăнать, саккунсем те улшăнаççĕ. Ытарлăрах каласан, хăвăн çĕрÿ çинче Китай стени çÿллĕш баррикада купаласа хума пултаратăн, урамра вара – вăл обществăлла вырăн шутланать – Чăваш Республикин «Административлă право йĕркине пăснăшăн» саккунĕн 10-мĕш статйипе пĕр витре хăйăршăн та явап тытма пулать.
Асăннă статья хуласемпе ялсен территорийĕсен тирпей-илем йĕркине пăснăшăн асăрхаттарса хăварма е административлă штраф хума ирĕк парать: уйрăм çынсем çине 200 тенкĕрен пуçласа 1 пин тенкĕ таран; должноçри çынсем çине 500 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ таран, предприяти-организацисем (юридици сăпатлисем) çине 10000 тенкĕрен пуçласа 20000 тенкĕ таран.
Çапла вара ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе пĕр кĕрекере ларатпăр та, мана нимĕн те тăваймĕç тееймĕн. Кун пек чухне «Платун юлташ та, чăнлăх хаклăрах» тени тĕрĕсрех пулать. Çурт-йĕр хăпартма шут тытнисем тĕлĕшпе кăштах çăмăллăхсем пур. Хăйăрне, кирпĕчне, хăмине – кирлĕ япаласене кÿрсе килсен хума та вырăнĕ нумай кирлĕ-çке. Стройка пыни çинчен вырăнти ял тăрăх пуçлăхĕ справка парсан вара милици сотрудникĕсем вăхăтлăх килсе чăрмантармĕç. Автомашина пуррипе никама та тĕлĕнтереймĕн ĕнтĕ халĕ. Çавăнпа та Саккунăн 11-мĕш статйипе те пурин те паллашсан лайăх пулмалла. Унпа килĕшÿллĕн транспорт тытнипе е юсанипе ялпа хула территорийĕсене вараланăшăн; нумай хутлă çуртсем умĕнче тата урампа симĕс зонăри чикĕсенче – вăл шута парксемпе скверсем те кĕреççĕ – çунăшăн; ача-пăча площадкисемпе газонсем çинче тата курăк-чечек ÿсекен çĕрте, тасатма тата каяш илсе тухма чăрмантаракан хăш-пĕр вырăнта транспорта лартса хунăшăн; ятарласа уйăрман вырăнта çÿремен транспорта тытнăшăн асăрхаттарса хăвараççĕ е административлă штраф хураççĕ: уйрăм çынсем çине 200 тенкĕрен пуçласа 500 тенкĕ таран; должноçри çынсем çине 1000 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ таран, предприяти-организацисем (юридици сăпатлисем) çине 10000 тенкĕрен пуçласа 30000 тенкĕ таран. Ку статьяпа комисси ларăвĕсенче 2 ĕç пăхса тухнă.
Хусанпа юнашар пурăнни Вăрмарсемшĕн питĕ меллĕ – килти хуçалăхра туса илекен пур продукцие те йышăнать пысăк хула – сĕчĕ, çăвĕ, тăпăрчĕ, улми-çырли, çĕр улми ... Анчах пурте унта çитиех çÿреймеççĕ. Вăрмар пасарĕ те эрне кун суту-илÿ ярмăрккинчен пĕрре те кая мар, сутакансен йышĕнче ентешсем те йышлă. Саккунăн 17-мĕш статйине пĕлни вĕсене уйрăмах кирлĕ. Çак статьяпа килĕшÿллĕн урамра, площадкăра, парксемпе скверсенче, обществăлла ытти вырăнта ирĕк илмесĕр ваккăн сутсан (палаткăра, киоскра, сентре çинче, машинăра) асăрхаттарса хăварма е административлă штраф хума ирĕк пур: уйрăм çынсем çине 300 тенкĕрен пуçлас 500 тенкĕ таран; должноçри çынсем çине 2000 тенкĕрен пуçласа 4000 тенкĕ таран, предприяти-организацисем (юридици сăпатлисем) çине 20000 тенкĕрен пуçласа 30000 тенкĕ таран. Çак статьяпа çур çул хушшинче 13 ĕç тишкернĕ.
Хăратас тесе çырмастпăр ку йĕркесене. Пачах урăхла, лăпкă пурăннă чухнех хамăра валли пĕр кĕтмен çĕртен инкек шыраса тупасран асăрхаттарас тесе кăна. Асăрханакана вара Турă та хÿтĕлет.