АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк коллективăн çитĕнĕвĕ

15 августа 2009 г.

Районти хуçалăхсенче халĕ çитĕнтернĕ тыр-пула кĕске вăхăтра тата пĕр тăкаксăр пухса кĕртессишĕн мĕн пур вăй-хала параççĕ пулсан, «Чăвашвторчермет» акционерсен уçă обществи вара хуçалăхсенчен тата уйрăм çынсенчен тимĕр-тăмăр пухас енĕпе тăрăшать.

- Кăçалхи февраль уйăхĕнчен пуçласа июль уйăхĕччен пурĕ 737 тонна тимĕр-тăмăр йышăнтăмăр. Июль уйăхĕнче кăна 147 тонна илсе килчĕç, Шупашкара вара 228 тонна тиесе ăсатрăмăр. Çак чĕртавара Сĕве хулинчен, Куславкка, Тăвай районĕсенчен, хамăр районти Шăхаль, Арапуç, Кивĕ Вăрмар тата ытти ялсенчен ытларах килсе параççĕ, - тет Алена Вячеславовна Сергеева весовщица. Алена иртнĕ çул Шупашкарта Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Дипломлă çамрăк специалист хăйĕн ĕçне тĕплĕн тума тăрăшать.

Эпир пынă кунхине унта Кĕтеснерти И.Иванов тата Комсомольски районĕнчен В.Юманов автомашинăсемпе тимĕр-тăмăр тиесе килчĕç. Пысăк мар коллективри Н.Филиппов крановщик, тимĕр-тăмăра газпа касса тирпейлекен А.Сидоров, В.Таратин, В.Егоров хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса вăй хураççĕ.

Ку коллектива нумай çул Вячеслав Николаевич Сергеев ертсе пырать. Ăна халĕ вăхăтлăха «Чăвашвторчермет» УАОн Çĕмĕрлери участокне ертсе пыма шаннă.

Вăрмарти участокра халĕ начальник пулса унăн ывăлĕ - Сергей тăрăшать. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлассишĕн хăйĕн мĕн пур тăрăшулăхне парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика