15 августа 2009 г.
Энĕшпуçĕнче çемье врачĕн офисĕ уçăлнине хаçата вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Вăл Республика кунĕнче пулса иртнĕччĕ. Ăна уçма ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ И.Лисенкова, район больницин тĕп врачĕ Н.Васильева та килнĕччĕ. Унтанпа вăхăт нумаях иртмен пулин те кунта çитсе куртăм. Ку çуртра тахçан юнашар ялсенчен шкула çÿрекен ачасем валли интернат пулнă. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл юхăнсах пĕтнĕччĕ. Халĕ вара çав çурта паллама та çук. Хăтлă та илемлĕ кунта. Кашни пÿлĕмĕ тап-таса та çутă, ĕçлекенĕсем вара çав тери тарават. Юхăннă çуртран кермен туса хунă тесе каласан мана вулакан айăпламĕ пулĕ тесе шутлатăп. Çак шая çитме ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕн О.Ивановăн тăрăшулăхĕ çав тери нумай пулăшнă.
2002 çултан пуçласа Чăваш Республикинче ятарлă медицина центрĕсем уçма пуçлани, ялти медицина системине çĕнетсе пырассин ĕçĕ пирĕн районти Энĕшпуç ялне çитрĕ. Çакă вара ку тăрăхра пурăнакан çынсен сывлăхне самаях лайăхлатма май парĕ. Çынсене кÿрекен амбулатори пулăшăвне те ÿстерме пулăшĕ. Малашне ял тăрăхне кĕрекен ялсенче пурăнакансен район центрне каймасăрах сипленме май пур. Çемье врачĕн офисне уçнă кун 500 пин тенкĕлĕх сертификат та панă. Кунта чирлĕ е профилактикăлла пулăшу кирлĕ çынсене йышăнма пур условисем те çителĕклĕ.
Офис врачĕ – Надежда Германовна Николаева. Вăл ку енĕпе ятарласа кайса вĕреннĕ, ĕçри опычĕ те пуян унăн, ватă çынпа ватăлла, çамрăкпа çамрăкла калаçма пĕлет, çав тери тарават. Зоя Зиноновна Изосимова та кунта çĕнĕ çын мар. Мĕн ачаран ялта çитĕнсе халĕ кунти çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшать, мĕншĕн тесен уншăн тăван вырăн, тăван ял чи хакли. Вăл ялти шкултан вĕренсе тухсан Канашри медицина училищине вĕренме кĕрет. Ăна ăнăçлă пĕтерсе алла диплом илсен пуçлать вăл тăван ялта вăй хума. Унтанпа 24 çул хыçа юлнă ĕнтĕ, ял çыннисемшĕн вăл яланах чи хаклă çын.
Тепĕр медицина сестри - Людмила Николаевна Исаева, вăл малтанхи вăхăтра районти тĕп больницăра терапи уйрăмĕнче медицина сестри пулса ĕçленĕ. Çак ялсем пулнине кура куçнă пулĕ вăл кунта. Аякка кайса çÿриччен çывăх ĕç, çыннисем те ют мар. Иккĕшĕ те вĕсем ял тăрăхĕн çыннисемшĕн яланах кĕтнĕ çыннисем. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем ялсенчи çÿреймен ватăсем, чирлĕ çынсем патне тăтăшах килĕрен кайса çÿреççĕ.
Çемье врачĕн офисĕнче выртса сывалмалли кăнтăрлахи уйрăм та пур. Çынсем кунта ытларах чĕре чирĕпе, юн пусăмĕ хăпарса, чакса кайнине пула аптракансем, шăм-шак ыратнипе нушаланакансем тата ыттисем те килеççĕ. Хăшĕ-пĕрисене тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла, мĕншĕн тесен пĕр-пĕр чире пула учетра тăракансем те пур.
Çак çуртри тасалăха Любовь Ивановна Сергеева тытса тăрать. Тума пĕлмен пĕр ĕç те çук унăн, мĕн ыйтнине, хăйĕнчен мĕн килнине яланах тĕплĕн пурнăçлать. Çавăнпа та кунта тирпейлĕхпе тасалăх хуçаланать.
«Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов пирĕн ĕçпе тăтăшах интересленсех тăрать, килсех çÿрет», - теççĕ кунта вăй хуракансем. Çапла пулмасăр, район центрĕнчен аякри ялта çемье врачĕн офисĕ уçăлма пултарчĕ пулсан, ăна йĕркелесе тытса тăмалла, унпа халăх туллин усă курма пултартăр тесе çине тăмалла.