15 августа 2009 г.
Апрелĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕнче, Чăваш наци радиовĕ ĕçлеме пуçларĕ. Тăван чĕлхепе «калаçакан» радио сассине пĕтĕм республика территорийĕнче итлеме пулать.
Наци радиовĕ кашни кун ирхине 6-ран пуçласа каçхине 10 сехетчен ĕçлет. Шăматкунпа вырсарникун - çурма çĕр 12-ччен. Вăрмар тăрăхĕнче радиона FМ 105,0 МГц хум çинче итлеме пулать. Виçĕ уйăх ытла иртрĕ наци радиовĕ калаçма пуçлани. Итлеççĕ-и районта пурăнакансем «тăван сасса»? Мĕн килĕшет тата канăçсăрлантарать радио итлекенсене?
А. Белова.
Чăваш наци радиовĕ ĕçлеме пуçлани виçĕ уйăх ытларах кăна-ха. Апла пулин те, çак передача чылайăшне тыткăна илчĕ. Унта паянхи пурнăçри кăткăс ыйтусене хускатаççĕ. Музыка программи те питĕ килĕшет. «Республика сасси» ятлă передачăна юратса итлетĕп. Çак передачăра тĕрлĕ районсенче хатĕрленĕ материалсемпе паллашма пулать. Вăл 30 минута яхăн пырать. Чăваш наци радиовĕ калаçма пуçланă май тĕрлĕ районсенче хатĕрленĕ хыпарсемпе паллашрăм, анчах çÿлерех асăннă передачăра хамăр район çинчен калакан хыпарсене илтеймерĕм. Мĕнрен япăх вара эпир ыттисенчен; Ĕçлеме пултарнине те кăтартрăмăр. Республика кунне те çÿллĕ шайра ирттертĕмĕр. Радио ĕçченĕсене района чĕнсе хамăр тăрăх çинчен ытларах çыртарасчĕ.
Р. ТЕПЛОВА.
Пралуклă радио пĕтнĕренпе чăваш чĕлхи радио эфирта çухалчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Çавăнпа та наци радиовĕ сассине, паллах тăван чĕлхепе, пĕрремĕш хут илтсессĕн эпĕ пĕтĕм чун-чĕререн савăнтăм. Эпир те тутарсемпе пушкăртсем пекех кунĕпе тăван чĕлхепе калаçма, чăваш юрри-кĕввине итлеме май тупрăмăр-çке. Мĕн килĕшет мана çĕнĕ радиохум çинче, паллах чăвашла спектакльсем итлеме май пурри. Акă иртнĕ кунсенче А.Тарасовăн «Инçет телей çути» драмипе Н.Сидоровăн «Шăнкăрав курăкĕ» мелодрамăна итлесе киленсе лартăм. Мана, ялта çуралса ÿснĕскере, тăван тăрăх çинчен «Ларса уççăн калаçар-ха;», «Ялтан яла», «Пирĕн яла пырса кĕрсен» передачăсем килĕшеççĕ. Шел, вăхăт сахалтарах пулсан та пурпĕрех «чăваш сассине» итлеме тăрăшатăп.
В. АНАНЬЕВА.
Иртен пуçласа каçчен чăвашла радио калаçни питĕ лайăх пулăм тесе шухăшлатăп. Эпĕ ытларах каç кÿлĕм 9 сехетре пуçланакан «Каçхи микс» юрă-кĕвĕ кăларăмне итлетĕп. Çывăх çынсене карас телефонĕпе чăвашла çырса радио эфирĕнче тÿлевсĕрех саламлама та пулать. Унсăр пуçне наци радиовĕ тĕрлĕ районти ялсенче дискотека ирттерет. Хăçан пирĕн района çитме кăмăл тăвĕç-ши вĕсем; Мĕншĕн тетĕр-и; Çул çитмен çамрăксемпе ĕçленĕ май, «Каçхи микса» вĕсем питĕ килĕштернине пĕлетĕп, çавна май радио ĕçченĕсем пирĕн тăрăха килсен ачасем йĕркене пăсасси те чакĕ тесе шухăшлатăп.