АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Вут та пăрăç», -

12 августа 2009 г.

«Вут та пăрăç», -

теççĕ ун пек харсăр хĕрарăмсене халăх хушшинче. Хăй вăхăтĕнче çак сăмахсене 1930 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче Тупахра çуралнă Валентина Федоровна Григорьева илтме тивĕç пулнă. Шкул хыççăн виçĕ çул сысна тата сурăх фермисенче ĕçлет вăл.

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан 1942 çулта ашшĕне– Федор Алексеевич Еремеева фронта илсе каяççĕ. Мĕнле çапăçать вăл тăшманпа; Киле пĕр хыпар та ямасть. Çав вăхăтрах ялти чылай çемьене мăшăрĕ, пиччĕшĕ е ашшĕ фронтра вилни çинчен хăрушă хыпар çитет. 1944 çулхи июль уйăхĕнче яла Федор Алексеевич Еремеев хыпарсăр çурални çинчен извещени килет. Анчах та çамрăк хĕр ача йывăрлăха тÿссе ирттерет. Районти халăх сучĕн судйи В.Савушкина ăна пулăшма тăрăшать, халăх сучĕн секретарьне илет. Икĕ çул вăй хурать вăл унта. Часах Арапуç каччипе Миша Григорьевпа çемье çавăрать. 1952 çулхи апрель уйăхĕнче Вăрмарти типографире ĕçлеме тытăнать. Вĕри чĕреллĕскер, наборлас ĕçе хăвăрт вĕренсе çитет те, районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн страницисене пахалăхлă, йăнăшсăр наборлама тытăнать. Вăл çавăн пекех хаçата пичетлекен ĕçне те хăнăхса çитет.

– Мана ĕçе Елизавета Поликарпова редактор илчĕ. Пурĕ çичĕ редакторпа ĕçлерĕм. Вĕсем маншăн пурте лайăхчĕ, – калаçăва малалла тăсать Валентина Федоровна. – Çавăн пекех типографире нумай çулсем хушши пĕрле вăй хунă А.Филиппова, М.Васильева, Е.Гаврилова, Е.Максимова та асран тухмаççĕ.

Валентина Федоровна 18 çул хушши тăрăшнă ку коллективра. Арапуç ялне качча кайнă май, ялта 11 çул хушши почтальонра ĕçленĕ. Унăн пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакланă. Ĕç ветеранĕ 17 Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Мăшăрĕпе – Михаил Григорьевичпа вĕсем пилĕк ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ывăлĕсем – Володя, Сергей, Юрий пурте салтак тивĕçĕсене чыслă пурнăçланă, çемье çавăрнă.

Аслă хĕрĕ – Надя, Шупашкарта садикре ĕçлет. Вера – медицина сестри, Киров хулинче тĕпленнĕ.

Халĕ ăна ялта С.Мелькова соцработник пăхса тăрать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика