АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçĕн Шăхаль Аслинчен юласшăн мар

12 августа 2009 г.

Пĕтекен ялсен шăпи чылай çынна пăшăрхантарать. Мĕн тумалла-ши çак ялсем малалла та пурăнччăр тесен?

Аслă çултан пăрăнса тинтерех кăна сарнă асфальтлă çул çине тухрăмăр. Тикĕс та яка çулпа киленсе вырăна çитнине те сисмерĕмĕр. Кĕçĕн Шăхаль ялĕ вăрман хĕррине вырнаçнă, ял пуçласа яраканĕсем илемлĕ вырăн шыранă пулас. Чăнах та çут çанталăк илемĕ куçа илĕртет, чуна килентерет.

Мăнаçланса тăсăлать ял тăрăх вăрăм та сарлака урам, тĕреклĕ те капăр çуртсем икĕ айккипе вырнаçнă. Пĕр хĕрринчен тепĕр хĕррине утнă май çирĕм пĕр хуçалăх шутласа кăлартăм. Çыннисем каланă тăрăх, вĕсенче вăтăр виçĕ çын пурăнать. Вунтăваттăшĕ – вăйпитти çынсем, ачасем те пур. Пушă çуртсем те курăнкалаççĕ. Хапха çинче çăра хуçаланать, йĕри-тавра курăк кашласа ÿсет. Хуçисене кĕтеççĕ тăлăха юлнă пушă пÿртсем.

Вăхăт иртерех пулин те урамра ял çыннисем тĕрлĕ ĕçсем тăваççĕ. Эпир Л.Петровапа паллашрăмăр, пурнăç çинчен калаçрăмăр.

– Патшалăх пенси укçи тÿлет, аванах пурăнатпăр. Ачасем пулăшаççĕ, выльăх-чĕрлĕх тытатпăр, – каласа кăтартрĕ Лидия Николаевна. – Олег ывăл хамăрпа пĕрле пурăнать. Вăхăтлăха ĕçсĕр юлчĕ те килти хуçалăхра пулăшать. Тепĕр ывăлĕ Валерий «Шигали» хуçалăхра тракторист пулса вăй хурать. Хĕрĕсем, Любăпа Нина, тăван йăваран вĕçсе тухса кайнă.

Шăхаль ялне ĕçе çÿрекенсем татах та пур. Сăмахран, О.Быстрова «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕнче кадрсем енĕпе ĕçлет. Н.Федорова Шăхальти клубра заведующи пулса вăй хурать.

Ял хĕрринче пурăнакан Вера Ивановнăпа Виталий Николаевич Гурьевсемпе те тĕл пулса калаçрăмăр. Çак çемье çинчен ырă сăмахсем кăна калас килет. Мăшăрĕпе иккĕшĕ хăйсен пепкисене кĕтсе илеймен хыççăн, йышлă çемьеллĕ аппăшĕн хĕр ачине ура çине тăратма шутланă. Хĕр пĕрчине çемье хÿттине илнĕ, чунтан юратса çитĕнтернĕ. Лариса та хăйĕн çывăх çыннисене манмасть, час-часах килсе çÿрет.

Кĕçĕн Шăхальте ял историне астăвакан çынсем те пур. А.Ефимова 83 çула çитнĕ, унран аслă çын çук. Анастасия Павловна хăйĕн ачалăхне аса илчĕ.

– Эп пиллĕкре кăна пулнă пулин те, хамăр çемье Шăхальтен куçса килнине лайăх астăватăп. Ку вăл коллективлă хуçалăхсем йĕркеленĕ вăхăтра пулнă. Эпир малтан мунчаран тунă пÿртре пурăнтăмăр. Çемье пысăкчĕ, ачисем пĕринчен тепри пĕчĕккĕ. Апла пулин те анне пирĕнпе килте ларма пултарайман, алăка питĕрсе Сталин ячĕпе хисепленкен хуçалăха ĕçлеме утатчĕ. Кашни ĕç кунĕшĕн тырăпа тивĕçтеретчĕç.

Анастасия Павловна шкула çÿренине те каласа кăтартрĕ. Пĕлÿ пухма Шăхальти шкула çÿренĕ, ашшĕ-амăшĕ вĕреннĕ çын пултăр тесе тăрăшнă. Çулĕ çывăх мар пирки ăна ашшĕ лашапа леçсе янă. Çавăн пек Наçтук 10 класс пĕтернĕ, унăн йăмăкĕ вара 7 çул кăна ăс пухнă.

Пĕлÿ илни сая кайман, Анастасия Павловнана счетоводра ĕçлеме шанаççĕ. Каярахпа вăл бригадирта тăрăшать. 1961-мĕш çултанпа вара Шăхаль тăрăхĕнчи çынсем ăна сумкка тулли хаçат-журналпа курма хăнăхаççĕ. Ваштăркка почтальонка 102 киле хаçат-журналпа тивĕçтерсе тăнă, вăхăтра салатнă. Вĕсем упăшкипе иккĕшĕ çичĕ ачана кун çути кăтартнă.

А.Ефимова хĕрне А.Фоминана Шăхальте аван пĕлеççĕ. Алевтина Михайловна 28 çул пĕр сукмакпа перекет касси еннелле утнă. Ырă кăмăллă та сăпайлă хĕрарăма пурте хисеплеççĕ. Халь вăл килти хуçалăхра вăй хурать. Выльăхĕсен йышĕ пысăк. Алевтина Михайловнан мăшăрĕ Анатолий Иванович лесникре ĕçлет, пушă вăхăтра хурт-хăмăр пăхма килĕштерет, çемьере тутлă шăршлă пылак çимĕç пултăр тесе тăрăшать.

Хуларан икĕ çемье куçса килнĕ тесен шалтах тĕлĕнтĕм. Ман ыйту çине Нина Петровна çакăн пек хурав пачĕ.

– Ял пурнăçĕ питĕ килĕшет мана. Таса сывлăш мĕне тăрать, шăв-шав илтĕнмест. Вăрман юнашар, кăмпа-çырла нумай, пуçтарма кăна ан ÿркен. Хулара сывлăш начартарахчĕ, кунта хама çĕнĕрен çуралнă пек туятăп. Çичĕ çул каялла мăшăрпа асаттепе асаннесен çуртне юсарăмăр, çавăн хыççăн вара яла юлас шухăш çуралчĕ. Анатолий Ильин Шупашкарта ĕçлет, канмалли кунсенче ялта тăрмăшать. Хĕвелпе пĕрлех ĕне сума çĕкленет хула хĕрарăмĕ. Сĕт, çу, хăйма, тăпăрч хатĕрлесе ачисем патне ăсатать. Нина Михайловнăн мăнукĕсем çу кунĕсене асламăшпе ирттерме юратаççĕ, кайăк-кĕшĕк пăхма пулăшаççĕ. Кÿлли çумрах – епле-ха хур-кăвакал тытмăн. Антоновсен ачисем ÿссе çитĕннĕ. Павел Мускаври патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илет, доцент пулма хатĕрленет. Света Кÿкеç хулинче медицина сестри пулса тăрăшать. Юрий вара Гурьев хулинче тинĕс техникумĕнче пĕлÿ илнĕ, ихтиолог специальноçне суйланă.

Кÿршĕре пурăнакан Литюк аппапа чылайччен шăкăл-шăкăл калаçрăмăр. Л.Павлова 82 çулта, вăл аппăшĕнчен пĕр çул кăна кĕçĕн. Пурнăç тути масине çамрăклах ас тивнĕ. Унăн ачалăхĕ вăрçă вăхăтне лекнĕ. Вăрман каснă, торф кăларнă çĕрте те пулнă.

Юратать тăван ялне Литюк аппа. Çуллахи вăхăтра шутсăр лайăх. «Мĕншĕн пурăнмалла мар кунта», – теççĕ Кĕçĕн Шăхаль çыннисем. Кашни килтех электричество пур, çурри ытла çут çанталăк ырлăхĕпе усă кураççĕ, шыв ăсма тараса пур, кĕпе çума çăл куçне çÿреççĕ. Кĕсье телефонĕпе те усă курма май пулать, телефон вышки хăпартса лартнă. Магазин çукки кăна пăшăрхантарать пурăнакансене. Эрнере пĕрре машинăпа тавар илсе килеççĕ, ку та питĕ аван ял çыннисемшĕн.

Ку ялăн малашлăхĕ çук тесе калама иртерех-ха. Володьăпа Света Ивановсем нумаях пулмасть çемье çавăрчĕç. Вĕсен Саша ятлă пĕчĕк каччă çитĕнет. Ĕç çукки кăна килĕшмест çамрăксене, çавăнпа вĕсем килти хуçалăхне аталантарма тăрăшаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика