АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра тÿлемерĕн - пурлăхсăр юлтăн

12 августа 2009 г.

Вăхăтра тÿлемерĕн - пурлăхсăр юлтăн

Ку чăнахах та çапла. Акă коммуналлă пулăшушăн тÿлемен граждансен ăшăпа, шывпа тивĕçтерекен тата ытти условисем туса паракан предприятисем умĕнче çеç мар, суд приставĕсем умĕнче те явап тытма тивет. Парăм пысăккисен пушшех те. «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн иртнĕ номерĕсенче поселокра пурăнакан коммуналлă пулăшушăн тÿлемен парăмçăсем пирки çырнăччĕ ĕнтĕ. Вĕсем малашне тÿлессе шанас килет. Ку хутĕнче сăмахăм вара Чулкас ялĕнчи Новая урамра пурăнакан хăш-пĕр граждансем пирки пырĕ.

Эпир «Урмарытеплосеть» МУП юрисчĕ А.Андреев, С.Пантелеймонова суд приставĕ, район хаçачĕн пай редакторĕ З.Павлова, Чулкасри Новая урамри коммуналлă пулăшушăн тÿлемен граждансемпе тĕл пулса калаçрăмăр. Ĕçлĕ çул çÿрев чи малтанах çак урамри 1-мĕш çуртăн 11-мĕш хваттерте пулчĕ. Кунта Г.Панфиловасен çемйи пурăнать. Коммуналлă пулăшушăн парăм 2465 тенкĕ. Ăна татма ку çемьен укçа пулмарĕ, мĕншĕн тесен Г.Панфилова килте ĕçсĕр ларать. Çавна май С.Пантелеймонова суд приставĕ ăна районти ĕçпе тивĕçтерекен центра учета тăма хушрĕ. Парăма татмасан килти пурлăха арестлеме пултарасса каларĕ. Коммуналлă пулăшушăн пĕр уйăхра парăма татмаллине палăртрĕ. Çавăн пекех çак çуртра 2-мĕш хваттерте пурăнакан А.Яковлевăн та парăм 6340 тенке çитнĕ. Вăл вара çав кун килте пулмарĕ. Кÿршисем вăл ĕçлеме тухса кайни çинчен пĕлтерчĕç. Унтан килсен парăма татасса шанас килет.

Новая урамри 2-мĕш çуртăн 8-мĕш хваттерĕнчи А.Григорьеван вара парăм 7 пин те 683 тенкĕ пуçтарăннă. Анчах эпир килнĕ чухне кил хуçи вырăнта пулмарĕ, унта пурăнакан аякри тăванĕ Мускава ĕçлеме кайни çинчен пĕлтерчĕ. Хуçи çуккипе усă курса-ши, хваттере «притон» тунă тесен те йăнăш пулмасть. Тепĕр майлă каласан, вăл ĕçкĕçсен меллĕ вырăнĕ пулса тăнă. Çакна палăртмалла: ку е вăл çын ĕçлеме аякка тухса каяс пулсан хваттере «симĕс çĕленпе» туслашнăскерсене» шанмаллах-ши;

Çÿлерех асăннă çуртăн 15-мĕш хваттерĕнче пурăнакан В.Михайловсем те коммуналлă пулăшушăн тÿлеме манса кайнă тесен те йăнăш пулмĕ. Вĕсен парăмĕ 20 пин те 815 тенке çитнĕ. Çак çуртри 10-мĕш хваттерте пурăнакан Н.Ивановсем те вĕсенчен юласшăн мар пулас. Парăм - 18 пин те 754 тенкĕ. Урăхла каласан, пĕр-пĕринчен юлмасăр парăмсем пуçтарса хăйне евĕрлĕ «рекорд» тăвасшăн ĕнтĕ.

Анчах та çакна манас пулмасть: çак граждансем тунă «çитĕнÿ» малашлăхра хваттерсĕр тăратса ан хăвартăр. Ун пек чухне чавса çывăх та çыртма çук теççĕ. Лăпкă пурăнас тесен коммуналлă пулăшушăн парăмсене татмалли çинчен паянах шутласчĕ.

Рейд бригади: А.Андреев, «Урмарытеплосеть» МУП юрисчĕ, С.Пантелеймонова суд приставĕ, З.Павлова пай редакторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика