АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Росгосстрах хÿтлĕхсĕр хăвармасть

12 августа 2009 г.

Росгосстрах хÿтлĕхсĕр хăвармасть

«Росгосстрах» компанин Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти страхлакан уйрăмĕн начальникĕ Ирина Михайловна Алексеева палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра çурт-йĕре страхласси чи пĕлтерĕшли пулса тăрать.

«Интерфакс-ЦЭА» эксперчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, РОСГОССТРАХ компани ушкăнĕсем 2008 çулта страхлас енĕпе малтисен ретĕнче пулнă. Раççейри страхлакан ытти компанисемпе танлаштарсан харпăр-хăй капиталĕпе тата резервсемпе пĕрремĕш вырăн йышăнать.

РОСГОССТРАХăн страхлакан активĕсем 98,9 миллиард тенкĕпе танлашаççĕ, харпăр-хăй капиталĕ - 17,1 миллиард тенкĕ. Страхлакан резервсем 52,5 миллиард тенкĕпе танлашнă. Унсăр пуçне «Интерфакс-ЦЭА» палăртнă тăрăх, 2008 çулта РОСГОССТРАХ компанин ушкăнĕсем «Интерфакс-100» проектăн чи пысăк инвесторĕ пулса тăнă, унăн кăтартăвĕ 58,5 миллиард тенкĕпе танлашать.

– Аналитиксем çирĕплетнĕ тăрăх, 2009 çул Раççейри страхлакансемшĕн чи йывăр тапхăрсенчен пĕри пулнине палăртнă. Вĕсенчен чылайăшĕ кризис тапхăрне тÿссе ирттерейменнине çирĕплетеççĕ. Ирина Михайловна, Росгосстрах çакăн пек условисенче хăйне мĕнлерех туять?

- Пирĕн компани ура çинче çирĕп тăрать. Çавна май республикăри пĕр районта та пирĕн ĕçтешсем, клиентсем хÿтлĕхсĕр тăрса юлмаççĕ. Пирĕн страхлакан уйрăм кăçалхи çур çулта 1,4 миллион тенкĕ ытла страхлакан преми пухнă. Страхлакансене 2 миллион тенкĕ яхăн тÿленĕ. Пирĕн патăрта опытлă страхлакан агентсем ĕçлеççĕ. Вĕсем кунта 15-25 çул вăй хураççĕ. Агентсем клиентсен ыйтăвĕсене пур енлĕн тивĕçтерме тăрăшаççĕ.

- Çĕршывра экономика кризисĕ пынă май, укçа-тенкĕ енчен те йывăрлăхсем килсе тухаççĕ. Анчах та лару-тăру йывăррине пăхмасăрах уйрăм çынсем хваттерсене, çурт-йĕре страхласси ÿсет. Мĕнлерех ăнлантаратăр эсир çакна?

- Ÿсĕм пулассине эпир иртнĕ çулах шутланă, кризис вăхăтĕнче çурт-йĕршĕн хывнă укçа-тенкĕне çухатма уйрăмах йывăр. Çурт-йĕре, хваттере страхлакан çын хăйне тĕрлĕ инкек-синкекрен хÿтĕлет. Кĕлленнĕ хуçалăха та йĕркелесе яма йывăр. Социаллă ушкăнсене шута илсе Росгосстрах тĕрлĕ страхлакан программăсем хатĕрленĕ. Пирĕн клиент аллинче Росгосстрах полисĕ пур пулсан, вăл инкек тÿснĕшĕн страховани укçине вăхăтра тата курттăммăн илет.

- Кун пек страховка мĕн хак тăрать?

- Поселокри пĕр пÿлĕмлĕ хваттере, шалти юсав ĕçĕсем тунине, унти пурлăха çулталăка комплекслă майпа (килсе тухма пултаракан пăтăрмахран) страхлама пурĕ 1500 тенкĕ кирлĕ. Эпир вара сирĕн 650 пин тенкĕ тăракан пурлăхшăн явап тытăпăр. Кил-çурта страхланăшăн, укçи-тенкине тÿремĕнех пĕтĕмпе тÿлеме май çук пулсан, кĕтмелле те тума пулать. Страховка укçин пĕр пайне килĕшÿ тунă хыççăн, теприне икĕ уйăхран тÿлесе татма май пур. 2008 çулхи çур çулпа танлаштарсан кăçалхи 6 уйăхра Росгосстрах Чăваш Енре 10 процент ытларах хваттер страхлама пултарчĕ.

- Ирина Михайловна, хальхи вăхăтра пурăнмалли çурт-йĕр, автомашина туянасси чакрĕ. Нивушлĕ çакă клиентсемпе килĕшÿ тăвассине пĕрре те чакармарĕ?

- Ипотека страхованин рынокĕнче, автостраховани енĕпе лару-тăру çăмăлах мар. Анчах та пурлăха (çурт-йĕре, хваттере, выльăх-чĕрлĕхе) страхлассипе Вăрмарти страхлакан уйрăм малтисен ретĕнче. Çурт-йĕре страхлассипе - 23, хваттерсене страхлассипе тунă килĕшÿ 16 процент ÿснĕ.

Кризис вăхăтĕнче пурлăха упраса хăварасси чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Çавăнпа та клиентсенчен чылайăшĕ вăйлă аталанакан компанисене суйласа илме тăрăшать. Пирĕн пата хамăр клиентсем çеç килмеççĕ, кризис вăхăтĕнче страхлакан пĕчĕк компанинчи клиентсем те Росгосстраха куçаççĕ. Эпир вĕсене те çăмăллăхсем туса паратпăр.

Страхлаканшăн вара инкек тÿснĕшĕн укçа-тенкĕ вăхăтра илни паха. Юлашки çулсенче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх тĕрлĕ чир-чĕрсемпе инкек тÿсет. Çав шутра кÿпĕнсе вилнĕ тĕслĕхсем те нумай. Çавна май кăçалхи çур çулта эпир 25 ĕне хуçине 600 пин тенкĕ яхăн тÿлерĕмĕр. Автотранспортпа инкек тÿснисене (34 автомашина хуçине) кашнине страховка укçи тÿленĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр çунса кĕлленнипе те 1 миллион та 100 пин тенкĕ укçа уйăрса панă. Тĕрлĕ инкек-синкек тÿснĕ 45 çынна та пулăшу кÿтĕмĕр.

Çыншăн чи пĕлтерĕшли вăл - пурнăç. «Росгосстрах-Жизнь» страховани тĕсĕпе ватти-вĕтти хăйĕн пурнăçне тĕрлĕ инкек-синкекрен страхлама пултарать. Пирĕн районта «Росгосстрах- Жизнь» программăпа 107 çын хăйĕн пурнăçне страхланă. Вĕсен шутĕнче çамрăк ачасем, аслă ăрури çынсем, тивĕçлĕ канăва тухнисем, предпринимательсем тата ыттисем те. Пĕтĕмĕшле каласан кăçалхи çур çулта пурĕ 2 миллион тенкĕ яхăн страховка укçи тÿленĕ. Кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 62 процент ÿснĕ. Страховка укçине инкек тÿснĕ 128 гражданин илнĕ.

Нумаях пулмасть Чулкасра, Кĕлкешре, Çитмĕшре, Çĕнĕ Вĕренерте, Вăрмар поселокĕнче пушарсем пулса иртнĕ кил хуçисене пĕтĕмпех страховка укçи тÿленĕ. Вĕсем хăйсен хуçалăхне РГС–Çурт программăпа страхланă. Вăрмарти страхлакан уйрăмăн специалисчĕсем пушара пула сиен кÿнĕ кил-çурта кĕске вăхăтра тĕрĕслесе кирлĕ документсем хатĕрлеççĕ. Страхлакан граждансем 7-12 кун хушшинче страховка укçине илеççĕ те хуçалăха çĕнĕрен йĕркелеме тытăнаççĕ.

- Хальхи экономика лару-тăрăвĕ Росгосстрахра страхлассин хакĕнче мĕнлерех витĕм кÿрет?

- Эпир страхлаканăн ку е вăл полиса туянаслăхĕ чакнине шута илетпĕр паллах. Çавăнпа та РОСГОССТРАХ ятарлă «Хваттерсене меллĕ майпа страхлассин тапхăрĕ» акци ирттерет. Росгосстрахра халиччен хăйсен хваттерĕсене страхламаннисем июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен 15 процент таран çăмăллăхпа килĕшÿ тума пултараççĕ. Уйрăм çын хваттере тата унта мĕн пуррине пĕтĕмпех, унсăр пуçне хăрушлăх кăларма пултаракан пĕр-пĕр объекта кăна страхлама пултарать. Çакă Росгосстрах Хваттер «Престиж» тата «Актив» страхлакан тĕссене тÿрремĕнех пырса тивет. Росгосстрах Хваттер «Престиж» тĕспе элита çуртсене страхлама пулать. Хваттерсене акци вăхăтĕнче страхлани укçа-тенкĕне чылай перекетлеме май парать. Çакă тата ытти ыйтусем çине хурав тĕплĕнрех 2-14-18, 2-10-57 номерлĕ телефонпа ыйтса пĕлме пултаратăр.

- Уйрăм çынсене страхланисĕр пуçне тата камсемпе тачă çыхăнура ĕçлетĕр?

- Юлашки çулсенче районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе, хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе ку тĕлĕшпе лайăх ĕçлетпĕр. «Арабоси» агрофирмăпа, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикипе, «Шигали» хуçалăхпа, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществипе тата ыттисемпе те алла-аллăн тытăнса ĕçлетпĕр. Хамăр маркăна республика шайĕнче çÿллĕ шайра тытма тăрăшатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика