12 августа 2009 г.
Тикашри «Передовик» тулли мар яваплă обществăн тĕш тырă культурисене кăçал 270 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Çав шутран кĕр тыррисем - 70, çурхи культурăсем 200 гектар йышăнаççĕ.
- Кĕр тыррисене пухса кĕртрĕмĕр, кĕçех çурхи культурăсене те пуçтарса илетпĕр. Тухăç енчен те начарах мар, - тет обществăн генеральнăй директорĕ Виктор Федорович Кондаков. В.Тямаков комбайнер «хир карапне» тухăçлă ĕçлеттерет. Комбайн патĕнчен тырă турттарнă çĕрте В.Васильев водитель тăрăшулăх кăтартать. Г.Илюхина бригадир ертсе пынипе Е.Васильева, Л.Ленская, Ю.Едюков, В.Илюхин, Г.Илюхина рабочисем тырра сортласа тасатаççĕ. А.Белоусов машинист сортировкăна тухăçлă ĕçлеттерет.
Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрленĕ çĕрте Н.Кабаков механизатор ырă тĕслĕх кăтартать,сменăри задание ирттерсе пурнăçлать.