АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрозипе кĕрешнĕ, тухăçа ÿстернĕ

08 августа 2009 г.

1960–1970-мĕш çулсенче мана Иван Михайловичпа пĕр вăхăтра ĕçлеме тÿр килчĕ. Ун чухне вăл «Путь Ильича» колхоз председателĕнче вăй хуратчĕ. Иртнĕ вăхăта аса илнĕ май, çакна çирĕплетсе пама пултаратăп: ял хуçалăх производствин пултаруллă организаторĕ пулнă вăл. Хуçалăх районта кăна мар, республикăра та лайăххисен шутĕнчеччĕ. Наука çитĕнĕвĕсемпе малта пыракан агротехникăлла мероприятисене ĕçе кĕртсе пынипе ял хуçалăх культурисен тухăçне çултан-çул ÿстерсе пынă. 1971-1973 çулсенче тĕш тырă культурисене кашни гектартан вăтамран 30,9 центнер туса илнĕ пулсан, 1974 çулта тухăç 36 центнера çитнĕ.

Колхозри акмалли çĕрсен 80 проценчĕ çырма-çатраллă тата тип çырма пулнă. 1966 çултан пуçласа хуçалăхра эрозие хирĕç витĕмлĕн кĕрешме пуçланă. Типĕ çырмасенче çурхи шыва тытса юлма пĕвесем тунă. Юнашарах выльăхсене çÿретмелли çарансем уйăрнă. 1974 çул тĕлне çавăн пек çĕрсен лаптăкĕ 380 гектара çитнĕ. Çав çĕрсене шăварса тăнипе курăк лайăх ÿснĕ унта. Çакă вара обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат ытлăн- çитлĕн хатĕрлеме май панă. 1975 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне усă куракан 100 гектар çĕр пуçне мăйракаллă шултра выльăхсем 47,3 пуç, ĕнесем – 12,9, сыснасем 179 пуç (районĕпе илсен 32,3; 9,8; 79,6) шутланнă. Выльăх-чĕрлĕх витисем, социаллă -культурăллă учрежденисен объекчĕсем нумай тунă. Культура, вăтам шкул, участок больницин çурчĕсем çĕкленсе ларнă.

И.Михайлов пуçарăвĕпе колхозра çунасемпе урапасем, полиэтилен пакетсем тăвассипе хушма хуçалăх йĕркелесе янă. Вĕсем туса кăларнă продукцие районта кăна мар, республикăра та хаваспах туяннă, хуçалăха тупăш кÿнĕ.

Тĕш тырăпа выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес тата социаллă-культурăллă сферăна аталантарас енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунăшăн «Путь Ильича» колхоз темиçе хутчен те республикăн тата района ертсе пыракан органсен куçса çÿрекен ялавĕсене çĕнсе илнĕ. Çак çитĕнÿсенче талантлă руководитель ертсе пынипе çĕршер колхозникăн тÿпи пысăк. Вăл ял хуçалăх специалисчĕсене, вăтам звено руководителĕсене шаннă, вĕсемпе алла-аллăн тытăнса ĕçленĕ. Кадрсен пĕлĕвне ÿстересси çине уйрăмах тимлĕ пăхнă. Вĕсене пĕлĕве ÿстерме Чăваш ял хуçалăх институтне, республикăри ял хуçалăх управленийĕн шкулне тата ытти вĕренÿ заведенийĕсене янă.

Манăн асра Иван Михайлович яланах çĕннине, малта пыраканнине шыракан тата вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн хăйĕн мĕн пур вăй-халне панă çын пулнă. Ял хуçалăх литературине нумай вуланă вăл, пĕлĕве ÿстерсе пынă, илнĕ пĕлĕве специалистсене, бригадирсене , фермăсен заведующийĕсене панă. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннипе коллективра вăл пысăк авторитет çĕнсе илнĕ, ăна хисепленĕ.

Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн И.Михайлов правительствăн нумай наградисене тивĕçнĕ. Ăна темиçе хутчен те халăх депутачĕсен Вăрмар район Совечĕн депутатне, КПСС райкомĕн членне суйланă.

Питех те шел, вăл хăйĕн 80 çулхи юбилейне пурăнса çитереймерĕ. Унпа ĕçленĕ, ăна пĕлнĕ çынсен асĕнче вăл яланах ырăпа юлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика