АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăнарĕпе ĕçĕсем яланах асра

08 августа 2009 г.

Иван Михайлович Михайлов тесенех пирĕн тăван Вăрмар районĕнче кăна мар, Чăваш Енри нумай-нумай ял хуçалăх ĕçченĕсем республикипех паллă пулнă, малта пыракан хуçалăхсенчен пĕрне, «Путь Ильича» колхоза 30 çул ертсе пынă мухтава тивĕçлĕ çынна аса илеççĕ.

Эпĕ те Иван Михайловича 20 çул ытла пĕлнĕ, вăл шутран унпа 10 çул алла-аллăн тытăнса ĕçленĕ май (1976-1987 çулсенче ку статья авторĕ район ертÿçи, вăл вара колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ), çак тĕлĕнмелле пултаруллă, хуçалăхшăн, халăхшăн ырми-канми ĕçленĕ руководитель çинчен кĕскен чарăнса тăрасшăн.

Иван Михайлович ĕçĕпе чапа тухнă çын пулнă пулсан та хăйне нихăçан та мăнкăмăллăн тытмастчĕ, кашни колхозникпах, специалистпа пĕр тан калаçатчĕ, хуçалăхăн экономикипе социаллă пурнăçĕн ыйтăвĕсене яланах халăхпа сÿтсе яватчĕ. Ман шутпа, вăл никампа та вăрçса калаçман, усал сăмахсем каламан. Темĕнле хĕрÿллĕ, йывăр самантра та (ун пекки пулнă ĕнтĕ) уçă сассипе витĕмлĕн, ăнланмалла та ĕненмелле калаçатчĕ. Ĕçчен çынна питĕ хисеплетчĕ, май килнĕ таран яланах пулăшатчĕ. Вăл колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ çулсенче Арапуç, Çĕнĕ Кавал ялĕсенче хуçалăх пулăшнипе кашни колхозник çемйи çĕнĕ çурт-йĕр, хуралтă çавăрса лартнă тесен те йăнăш пулмасть.

«Пирĕн, пуçлăхсен, вăйлă тыр-пулшăн, выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессине ÿстерессишĕн кăна мар, çыншăн, халăхшăн ĕçлемелле», - тетчĕ вăл.

Вăл тăрăшнипех ĕнтĕ колхозра производство объекчĕсем кăна мар, социаллă объектсем те нумай тунăччĕ. Вăл шутра Арапуçĕнчи шкулăн çĕнĕ çурчĕ, 160 ача вырнаçмалăх ясли-сад, Культура çурчĕ, суту-илÿ центрĕ, участокри больницăн çĕнĕ корпусĕ, Вăрмарпа Арапуç ялĕсем хушшинчи асфальт сарнă çул тата ытти те. Арапуç ялне газ кĕртессине те вăл районти хуçалăхсенчен чи малтан пуçларĕ, çак питех те пысăк ĕçе иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнчех вĕçлерĕ.

Иван Михайлович хăйне шеллемесĕр, канăçсăр ĕçлетчĕ. Кашни кунах ирхине 5-6 сехетре вăл е выльăх-чĕрлĕх ферминче, е машинăпа трактор паркĕнче, е урăх производство участокĕнчеччĕ. Каçхине вара килне пуринчен кайран, палăртнă ĕçсене туса пĕтерсен кăна, каятчĕ. Эпир пĕрле ĕçленĕ çулсенче вăл отпуска кайнине эпĕ астумастăп та. Çулталăкра пĕр-икĕ эрне канса илетчĕ те (вăл вăхăтра та килти ĕçсене тăватчĕ)каллех ĕçе тухатчĕ. «Мĕншĕн канма, сипленме санаторие каймастăр;» - тесе ыйтсан: «Кайран, ватăлсан канăп», - тетчĕ. Шел пулин те, хăй вара 70 çула çитичченех пурнăçран уйрăлчĕ...

Унăн «мекĕрленсе ĕçлемелле» текен юратнă сăмахсем пурччĕ. «Тăрăшăп, пĕтĕм вăй-хала парăп, мекĕрленсех ĕçлĕп, анчах та палăртнă плансене пурнăçлатăпах», - тетчĕ.

Пурнăçа, çут çанталăка, çынсене юрататчĕ. Шÿте питĕ лайăх ăнланатчĕ. Астăватăп: пĕррехинче, колхозниксен пухăвĕнче, эпĕ шÿтлесе çапла каланăччĕ: «XI-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче - XII ĕмĕр пуçламăшĕнче Грузире IV-мĕш Давид патша пулнă. Çĕршыва ăнăçлă ертсе пынăшăн тата нумай объектсем - çул-йĕр, керменсем, чиркÿсем, крепоçсем тунăшăн ăна халăхра Давид Строитель тесе ят панă. Эсир те Иван Михайлович ертсе пынипе çĕнĕрен вуншар, питех те пысăк та кирлĕ объектсем турăр. Апла пулсан Иван Михайловича эпир сирĕнпе Иван Строитель тесе те чĕнме пултаратпăр». Пухăннисем çак сăмахсене ырласа, кулса, алă çупса йышăнчĕç. Хăй, Иван Михайлович, вара: «Ку мана питĕ килĕшет», - терĕ.

Кун хыççăн ăна тĕл пулсан, шÿтлесе: «Иван Строитель мĕнле пурăнать;», - тесе ыйтсан: «Строить тăватпăр. Акă ĕнесем валли çĕнĕ ферма, машинăпа трактор паркĕнче çĕнĕ гаражсем, мастерской тума пуçларăмăр», - тетчĕ.

Кашни объекта туса пĕтерсенех питĕ савăнатчĕ. Хуçалăха пынă çынсене тулли кăмăлтан кăтартатчĕ. «Пирĕн лăпланма юрамасть, тумалли татах та нумай-ха, капитально ĕçлемелле», - тетчĕ. «Капитально» тени унăн юратнă тепĕр сăмахĕччĕ.

«Ĕçне кура хисепĕ», - теççĕ. Пултарулăхне, сăваплă ĕçĕсене кура Иван Михайловича халăх шанатчĕ, хисеплетчĕ, юрататчĕ.

Ăна пĕлнĕ çынсем унăн ятне паян та ăшшăн асăнаççĕ.

Хуçалăхри хальхи ăру ĕçченĕсем вара Иван Михайловичăн мухтавлă ĕçĕсене малалла туса пыраççĕ. «Арабоси» агрофирма Вăрмар районĕнче малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Ăна пултаруллă та авторитетлă организатор Геннадий Петрович Тимофеев 14 çул ытла ĕнтĕ ертсе пырать.

Çапла вара Арапуçсем малашлăха шанса ĕçлеççĕ, вĕсен ĕмĕчĕсемпе тĕллевĕсем пысăк.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика