08 августа 2009 г.
Пурăннă пулсан кăçалхи августăн 10-мĕшĕнче пултаруллă организатор, «Путь Ильича» колхоза нумай çул ăнăçлă ертсе пынă Иван Михайлович Михайлов 80 çул тултаратчĕ.
1960-1970 çулсенче районти колхозсемпе совхозсен руководителĕсем пултаруллă пулнипе ял хуçалăхне аталантарас енĕпе пысăк утăм турĕç, юлса пыракан района республикăра малтисен ретне кăларма пултарчĕç. Акă вĕсем: И.М.Михайлов («Путь Ильича» колхоз, Арапуç), Социализмла Ĕç Геройĕ С.Л.Лукин (Мичурин ячĕллĕ колхоз, Кĕтеснер), Н.Г.Герасимов («Ленинский» совхоз, Кавал), В.А.Мадянов тата А.П.Волоснов («Россия» совхоз, Чулкас), Р.К.Егорова тата В.Е.Садовский («Динамо» колхоз, Пысăк Енккасси), С.И.Галкин («Знамя» колхоз, Аслă Чак), Н.Н.Николаев («Урмарский» совхоз, Кивĕ Вăрмар), И.Г.Григорьев («Дружба» колхоз, Чупай), А.И.Пуклаков («Восход» колхоз, Шăхаль) тата ыттисем. Вĕсем пурте хуçалăхсене аталантарассишĕн хăйсен мĕн пур вăй-халне панă, çавăнпа вĕсен ырă ятне ял-йыш, ÿсекен çамрăк ăру ялан асра тытать.
Çак руководительсен галерейинче Иван Михайлович Михайлов тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Вăл хăй тĕллĕн аталаннă руководитель, çулăмлă патриот пулнă. Унăн кун-çулĕ пархатарлă: вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçне колхозра ĕçлесе ирттернĕ, рядовой колхозникран председателе çитнĕ, республикипех паллă çын пулнă.
Иван Михайловичпа эпир 50-мĕш çулсенче тĕл пултăмăр. Эпĕ ун чухне Арапуç шкулĕнче учительте ĕçлеттĕм. Пĕр вăхăтрах мана колхозри комсомол организацийĕн секретарьне суйларĕç. Иван Михайлович чи активлисенчен пĕриччĕ. Колхоз правленийĕ ăна выльăх-чĕрлĕх фермине ертсе пыма шанчĕ. Вăтам звенори чи пултаруллă организаторсенчен пĕри пулнă май, ăна Шупашкара партипе совет шкулне вĕренме ячĕç.
Вăл виçĕ колхоза пĕрлештерсе (Арапуç, Чупай, Аслă Чак) пĕр «Дружба» хуçалăх тунă йывăр вăхăта тÿссе ирттерчĕ. Çакă лайăххи патне илсе пымарĕ. Çавăнпа 1965 çулта парти райкомĕпе райсовет ĕçтăвкомĕ вĕсене уйăрма решени йышăнчĕ. Арапуçсем «Путь Ильича» колхоз председателĕ пулма И.Михайлова, Аслă Чаксем «Знамя» хуçалăха ертсе пыма С.Галкина суйларĕç. Кĕске вăхăтрах вĕсем республикăра та малтисен ретне тухрĕç. Фермăсем, трактор паркĕсем, тырă типĕтмелли сушилкăсем, складсем туса лартрĕç.
И.Михайлов ертсе пынипе колхоз тĕш тырăпа выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес енĕпе малта пыракансен опытне саракан полигон пулса тăнă. Вăл çамрăксене яла хăварассишĕн нумай тăрăшнă, вĕсене ĕçе вырнаçтарма çĕнĕ производство предприятийĕсем уçнă, çамрăксене çурт-йĕр çавăрма çăмăллăхсем туса панă.
Ăслă-тăнлă руководитель пулнă май, Иван Михайлович малашлăха пăхнă, вăл лайăх пуласса ĕненнĕ. Совет Союзĕ, ял хуçалăхĕ арканнăшăн питĕ кулянатчĕ. Халиччен пулнă çирĕп хуçалăхсем те пĕтсе ларчĕç. Малтан «Путь Ильича» колхоз пулнă, халĕ «Арабоси» агрофирма аталану çулĕпе пырать. Нумай çул хушши ăна халĕ Геннадий Петрович Тимофеев ертсе пырать. Вăл Иван Михайловичпа пĕрле ĕçленĕ, унăн опытне илнĕ.
Кам унпа пĕрле ĕçленĕ, шанчăклăн çапла калама пултаратпăр: «Эсир, Иван Михайлович, хăвăр колхоз ĕçченĕсен, Вăрмар районĕн çыннисен асĕнче яланах лайăх енĕпе юлатăр. Пысăк тухăç паракан уй-хир, пĕвесем, вăрман тăрăхĕсем, хăтлă социаллă-культура учрежденийĕсен çурчĕсем, çут çанталăк газĕпе ăшăтакан тата асфальт сарнă илемлĕ Арапуç ялĕ эсир ĕçленĕ çулсенче хăватлăн аталаннă».
Арапуç ялĕнче нумай çул халăх хисепне тивĕçнĕ икĕ çын ĕçлесе пурăннă. Пĕри - Иван Михайлович Михайлов. Вăл колхозниксем лайăх пурăнччăр тесе пĕтĕм условисем туса пама тăрăшнă. Тепри - Галина Ивановна Тимошенко. Врач-хирург ял тата район халăхĕшĕн хăйĕн мĕн пур вăй-халне, пĕлĕвне панă. Пурĕ виçĕ пин ытла хирурги операцийĕ тунă. Тăван çĕршыв вĕсен пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакланă.