АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăш сăмахпа, эмелпе пурнăçлаççĕ тивĕçе

05 августа 2009 г.

Мĕнле професси суйласа илмелле-ши? Çак ыйту шкул пĕтернĕ тĕле чылай çамрăка канăç памасть. Алина вара ÿссен кам пулса ĕçлессине пĕчĕкренех пĕлнĕ.

Вăл мĕн ачаранпах аппăшĕ пек тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Унăн аппăшĕ, Ю.Ануфриева, Çĕнĕ Шупашкарти больницăра вăй хурать, час-часах пулкаланă хĕр ача ун кабинетĕнче. Алина Юлия Ивановнăн çулĕпе кайма, шурă халатлă çынсен ретне тăма шутланă.

11 класс пĕтернĕ хыççăн Мăнçырма хĕрĕ А.Николаева Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕрет. Алла диплом илсен, 2000-мĕш çулта, Çĕнĕ Вĕренерти фельдшерпа акушер пунктĕнче акушер пулса ĕçлеме тытăнать, тăватă уйăх иртсен, ăна Шăхале куçараççĕ. Вăл вăхăтра фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ С.Михайлов фельдшер пулнă, вăл çамрăк медицина работникне сăмахпа та, ĕçпе те нумай пулăшнă, кирлĕ сĕнÿсем панă. Каярахпа Сергей Михайлович Вăрмар больницине куçсан Алина Анатольевнана заведующи пулма шанаççĕ.

Халь çамрăк хĕрарăмсем ача сахал çуратаççĕ, çавăн пек пулсассăн та, акушеркăн ĕç сахал тесе калама çук. Ача амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсен сывлăхне тĕрĕслесех тăмалла, çăмăлланнă хыççăн пепкене тата унăн амăшĕн сывлăхне çирĕплетес тесе тăрăшмалла, час-часах çак çемьене çÿремелле. Амбулаторине çитеймен чирлĕ çынсем патне те каяс пулать. Кам юн пусăмĕ кирлĕ пек пулманнипе аптăрать, кама укол тумалла, пурне те пулăшу пама васкаççĕ. Алина Анатольевна питĕ сăпайлă, кăмăллă калаçать. Ахальтен мар ĕнтĕ лайăх тухтăр чирлĕ çынсене эмелсемпе çеç мар, ырă сăмахпа та çемçе чĕлхепе сиплет тесе калаççĕ.

Юратать хăйĕн ĕçне Алина Анатольевна, пĕрре те те ÿкĕнмест çак профессие суйласа илнĕшĕн.

Пурĕ виçĕ çын тăрăшаççĕ фельдшерпа акушер пунктĕнче. Эльвира Геннадьевна Софронова çичĕ çул хушши медицина сестри пулса ĕçлет, хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа туса пырать. Укол тума алли çăмăл, пĕчĕк ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет, шăкăл-шăкăл калаçать. Л.Степанова санитаркăра тăрăшать. Йĕри-тавра тап-таса, чÿречесем çинче чечексем, вĕсен илемлетнĕ çыххисем куçа илĕртеççĕ. Людмила Владимировна тасалăхшăн тăрăшать, кирлĕ пулсан пĕрремĕш пулăшу пама та пултарать.

Фельдшерпа акушер пункчĕн çурчĕ пысăк, кабинечĕсем нумай. Ку çурта хăпартса лартни чылай пулать, çавăнпа та юсав ĕçĕсем кирли пăхсах курăнать, стена çинчи çурăксем илеме пĕтереççĕ, кăмăла пăсаççĕ. Малтан кунта стоматологи кабинечĕ те пурччĕ, шăл юсаттарас текенсем коридор тулли ларатчĕç. Халĕ кабинет ĕçлемест. Çынсене аптека çукки те пăшăрхантарать, эмелсем илме Вăрмара çити çÿреме меллĕ мар. Шăхаль ялĕн çыннисем çак çитменлĕхсене пĕтерессе шанаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика