05 августа 2009 г.
Мĕн тĕллевпе шкула пырать-ха ача? Паллах, вĕренме тата сас паллисем çырма, хушма тата хутлама вĕрентекен ăслă та ырă вĕрентекенсемпе тĕл пулма.
Лилия Петровна Яковлева Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентет. Аслă категориллĕ учителĕн педагогика стажĕ 29 çул. Вăл «Шкул - 2100 программăпа» чи малтанах ĕçлеме пуçланă районти педагогсенчен пĕри. Вĕрентÿ ĕçне Лилия Петровна вăхăт ыйтнă пек пурнăçласа пырать. Класра компьютер, телевизор, DVD плеер пур. Çĕнĕ техникăпа усă курни ачасене кирлĕ материалпа кĕске вăхăт хушшинчех тĕплĕн паллашма май парать. Иртнĕ вĕренÿ çулне вăл ертсе пыракан 4 г класри ачасенчен 71 проценчĕ «4» тата «5» паллăсемпе вĕçленĕ. 11 вĕренекен шкулти, 8-шĕ районти пуçламăш классем хушшинче ирттернĕ интеллектуаллă вăйăра çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Унăн класĕнче вĕренекенсем математикăна мĕнле пĕлнине тĕрĕслессипе ирттернĕ Раççей шайĕнчи мониторингра 67,1 балл пухнă. (Раççейри вăтам кăтарту - 46,3 балл). Класри ачасем тĕрлĕ шайри конкурссене те хаваспах хутшăнаççĕ. Акă «Вырăс упа çури», «Театр тата ачасем», «Вăрман теми ачасен пултарулăхĕнче», «Раççей патшалăх символикине чи лайăх пĕлекен» конкурссенче Я.Казакова, М.Николаева, Д.Иванов, Т.Абашидзе пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. «Çамрăк математик» кружока питĕ кăсăклă ертсе пырать Лилия Петровна - вĕренекенсене математика задачисемпе пуç ватмăшсем çеç шутлаттармасть, тĕрлĕ вăйăсем йĕркелет, логикăлла шухăшлавăн çÿллĕ искусстви патне илсе пырать, ачасемпе пĕрлех математика çинчен стена хаçачĕсем кăларать.
Учитель пулмах çуралнă вăл. «Пирĕншĕн анне пекех - ырă кăмăллă, пурне те ăнланма тăрăшать, ыйтасса та çирĕп ыйтать», - теççĕ ун пирки вĕренекенĕсем. Лилия Петровна кашни ача вĕренÿре ĕлкĕрсе пытăр, хăйĕн вăйне туйтăр тесе тăрăшать. Çитĕнÿсемшĕн пурин умĕнче те хавхалантарни, туса çитерейменнишĕн пĕрле пăшăрханни те çакна тума нумай пулăшать. Вăл пуçран ачашлама, ырă сăмахпа хавхалантарма пурин валли те вăхăт тупать. Аслисене хисеплеме вĕрентесси çине тимлĕх уйăрать.
Уроксем вăхăтĕнче Лилия Петровна калаçăвĕ хăех лăплантарать. Пĕр ача çине те çÿлтен пăхмасть вăл, пысăк çынпа калаçнă пек калаçать, йывăр задачăн тупсăмне шыранă чухне те «Çапла туса пăхар-ха, кун пек тусан лайăхрах мар-ши, хăв мĕнлерех шутлатăн;» - тени те ачасене хăш чухне умра вĕрентекен мар, юлташ тăнă пек туйăнать. Çилленнисем, кăмăлсăррисем çук ку класра. Тĕрĕс мар хурав паракан вĕренекене шухăшне каласа пĕтермесĕрех чарас йăла та çук унăн. Вĕренÿри çитĕнÿ ашшĕ-амăшĕсемпе таччăн ĕçленипе те çыхăннă. Çавăнпа та ĕнтĕ класс пухăвне те, класс тулашĕнчи тĕрлĕ мероприятисене те, походсемпе экскурсисене те, спорт ăмăртăвĕсене те, уявсене те вĕсем хаваспах хутшăнаççĕ. Чылай чухне ашшĕ-ăмăшĕсем ун патне канаш ыйтма пыраççĕ. Нихăшне те вĕрентсе каламасть вăл, хăйĕн педагогика опытĕнчи тĕслĕхсене çеç илсе пырать.
Л.Яковлева районти пуçламăш класс учителĕсен методика ассоциацийĕн ĕçне хастарлăхпа хутшăнать, уçă уроксем, тулаш ĕç мероприятийĕсем ирттерет. Тÿрĕ кăмăлпа тивĕçе пурнăçланăшăн тата вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче пысăк ÿсĕмсем тунăшăн Лилия Петровнана Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине парса чысланă, «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ», «Аслă учитель» ятсене, ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Вăл ЧР Президенчĕн премийĕн лауреачĕ. Çак кунсенче унăн юбилей. Эпир ăна ĕçре татах та пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр. Сывлăхлă пулăр, çемйĕрти пурнăç тикĕссĕн шутăр. Телей саманчĕсем çеç пурнăç парнелетĕр, юнашар пыччăр шанăç, ĕненÿ те юрату.