05 августа 2009 г.
Кашни професси хăйне евĕрлĕ. Кам хăшне кăмăллать, çав енĕпе ĕçлеме тăрăшать. Çĕрпÿ районĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ Лея Валентиновна вара хăй ĕçне чукун çулпа çыхăнтарнă. Çĕрпÿ районĕ витĕр пирĕн тăрăхри пекех час-часах пуйăссем çÿремеççĕ. Вăрмарсем чукун çул çинче йышлăн ĕçленин сăлтавĕсенчен пĕри чукун çул çывăххи ĕнтĕ. Çамрăк Лейăна вара мĕншĕн пуйăссем илĕртнĕ-ши; Пĕлейместĕп - хăй каламарĕ, хам ыйтмарăм.
Апла-и, капла-и - хĕр ача хăйĕн пурнăçне пĕчĕкренех чукун çулпа çыхăнтарма шутлать, ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе шкул вĕренсе пĕтерсенех Красноуфимскри чукун çул училищинче малалла пĕлÿ пухма тытăнать. Унтан чукун çул станцийĕнче дежурнăй пулма хатĕрлекен уйрăмран вĕренсе тухать. Алла диплом илсен ăна направленипе пирĕн районти Энĕшпуç станцине яраççĕ. Çакăнтан пуçланать те çамрăк хĕр ачан ĕç стажĕ. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă вăл. Куçса пыракан графикпе ĕçленĕ май çĕрлехи вăхăтра та ĕçлеме тивнĕ унăн. Тĕттĕм çĕрсенче пĕр-пĕччен касса умĕнче ларма кăмăллах та мар пулĕ, анчах та Лея Валентиновна хăй çак профессине суйласа илнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнсе курман.
Çак профессине суйласа илниех Лея Валентиновнана Энĕшпуçĕнче тĕпленсе пурăнма пулăшнă тесен те тĕрĕсех, мĕншĕн тесен çамрăк хĕр ачана Энĕшпуç каччи Виталий Николаевич Волков куç хывать, часах çемье çавăраççĕ. Çемье ача-пăчапа илемлĕ тенĕ пек Волковсем те виçĕ ачаллă пулаççĕ: икĕ ывăл та пĕр хĕр. Ачисем халĕ ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ, пурнăç çулĕ çине тухнă темелле. Шел пулин те, пĕр ывăлĕ, Николай, сарăмсăр çĕре кĕнĕ. Ку вара çемьешĕн калама çук пысăк хуйхă. Вăхăт сыватать тенĕ пек Лея Валентиновнашăн та çаплах пулнă ĕнтĕ. "Пĕтĕм хуйхăна ĕçре пусараттăм, килте пĕччен ларас пулсан ... мĕн тăвăн, чăтнă", - тет вăл хурлăхлăн иртнине аса илсе.
Юлташĕсене, пĕрле ĕçлекенсене йывăр вăхăтра хăйне пулăшса пынăшăн ырăпа аса илет вăл. Пĕр-пĕрне пулăшса пыни пурнăçра çав тери кирлĕ. Лея Валентиновна та яланах çынна пулăшма хатĕр.
Нумаях пулмасть профессиллĕ уяв пулса иртрĕ вĕсен. Çак уяв ячĕпе ăна пĕрле ĕçлекенсем, юлташĕсемпе тăванĕсем, ачисем саламлани те ăна ĕçре хавхалантарса пырать. Тивĕçне татах та тимлĕрех пурнăçлама хистет.