АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр çын ыр йĕр хăварать

05 августа 2009 г.

«Алă-ура пур çинче ахаль ларни килĕшмест», – теççĕ мĕн ĕмĕр ĕçлесе пурăннă çынсем. Эпир те сире Чулкас тăрăхĕнче пурăнакан, çавăн пек ĕçчен шутне кĕрекен Михаил Иванович Ивановпа паллаштарас тетпĕр.

Михаил Иванович 1929 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче Чулкас ялĕнче çуралнă. Çемьере 5 ача пулнă: Татьяна, Михаил, Геннадий, Анастасия, Василий. Ашшĕне, Иван Матвеевича, вăрçа илсе кайнă чух Михаил Иванович 12 çулта çеç пулнă. Вăл вăхăтра аслă аппăшĕ, Татьяна, Тĕрлемесре бухгалтера вĕреннĕ. Çывăх çын пĕлÿ илтĕр тесе Михаил Иванович ĕçе кÿлĕнет. Ашшĕ тăрăхри паллă платник пулнă. Михаил Иванович килте ашшĕн юлнă инструменчĕсене алла илсе платник ĕçне тытăнать. Мĕн ачаран ĕçлеме вĕренсе пыни сая каймасть. Çемье пысăк, вăл вара килте вăй питти арçын – пĕрре. Кама кантăк рами туса памалла, камăн шитти юсамалла... Киле вара унăн ĕçчен аллисем çăкăр-тăвар илсе килнĕ. Михаил Иванович хăйĕн пирки шутламасăр çемьери аппăшне, йăмăкне, шăллĕсене ура çине тăратать. Çăмăл пулман. Çулсем иртсе пырсан арçын ача йĕкĕт пулса тăрать. Кÿршĕ ялта, Анаткасра, чипер те ĕçчен хĕр Клавдия тупăнать ун валли. 1956 çулта çемье çавăраççĕ Клавдия Ивановнăпа Михаил Иванович. Виçĕ ывăл ÿстереççĕ: Семен, Георгий, Николай. Виçĕ ывăлне те мĕн пĕчĕкрен платник ĕçне хăнăхтарса пырать Михаил Иванович. Виççĕшне те Чулкас ялĕнчех кил-çурт тума пулăшать. (Ашшĕн ăсталăхне кура мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса пынă ывăлĕсем ). Виççĕшĕ те авланса çемье çавăрнă. Паянхи куна Михаил Ивановичпа Клавдия Ивановнăн 6 мăнук: Наташа, Алина, Алеша, Сергей, Ваня, Вероника. Пĕр кĕçĕн мăнук – Дима. Эпир Михаил Иванович пирĕн ентеш пулнишĕн савăнатпăр. Паянхи кун та ĕçсĕр лармасть.

Мĕн авалтан чăвашсем çырма тăршшĕпе йывăçсем лартнă, юратса çитĕнтернĕ. Михаил Иванович та вара хăйĕн вăхăтĕнче ашшĕ лартнă йывăçсем вырăнне 10 çул каялла çĕннисем лартма пуçланă. Чылай туртăнчĕç çÿлелле йывăçсем. Çулран-çул вĕсен йышĕ ÿссе пырать. Пĕр пĕчĕк вăрмана çăл куç йĕри-тавра лартнă. Мĕнле йывăç çук кунта; Чăрăш, хурăн, сырлан, тирек, йăмра, çĕмĕрт, хурăн... Кашни йывăçа, «уралантăр» тесе, Михаил Иванович тапса тăракан çăл куçран шăварнă. Ун пек пĕчĕк вăрман виççĕ. Йĕри-тавра хăйĕн аллипе карта та тытнă. Çут çанталăка, пурнăçа юратакан Михаил Иванович çăл куçсене те, кÿлĕсене те яланах пăхса тăнă. Илемлĕ те чуна ăшăтакан вырăнсем. Иртнĕ уйăхра Михаил Иванович 80 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна тав сăмахĕсем каласа ырлăх-сывлăх сунас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика