05 августа 2009 г.
Хĕрлĕçырти «Сапаркин А.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ĕççи кунран-кун вăйланса пырать. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пурĕ 390 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Паянхи кун тĕлне 130 гектар çинчи кĕрхи культурăсене çапса илнĕ.
- Çурхи культурăсем пиçсе çитиччен кăштах кĕтме лекет-ха. Тухăç енчен иртнĕ çулхи майлах, - пĕлтерет фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Александр Геннадьевич Сапаркин.
С.Николаевпа А.Тимофеев комбайнерсем «хир карапне» тухăçлă ĕçлеттерме тăрăшаççĕ.
Комбайнсем вырса çапнă тырра С.Петров КамАЗ автомашинăпа тырă типĕтмелли сушилкăна турттарса тăрать. Çĕнĕ те пахалăхлă кĕр пуянлăхне Г.Сапаркин водитель элеватора леçет.