АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăха ĕçпе тивĕçтерме - укçа-тенкĕ

05 августа 2009 г.

Халăха ĕçпе тивĕçтерме - укçа-тенкĕ

Хальхи саманара общество тăнăçлăхĕ ĕçсĕрлĕх ыйтăвне кирлĕ пек татса панинчен нумай килет.

Ĕçсĕр юлнисене пулăшма Чăваш Республикин Правительстви тĕллевлĕ программа туса хатĕрленĕ, çакна валли федераци бюджетĕнчен 500 миллион, республика бюджетĕнчен 2632 миллион тенкĕ уйăрнă.

Кăçалхи февралĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров тата Федерацин ĕçлев тата ĕçпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен службин пуçлăхĕ Ю.Герций Чăваш Енри Ĕçлев рынокĕнчи йывăрлăхсене сирме пулăшакан хушма мероприятисене пурнăçласси çинчен тунă Килĕшĕве алă пуснă.

Асăннă программăна пурнăçлама уйăрнă укçаран малтанхи тапхăрта, кăçалхи апрель уйăхĕнче, республика бюджетĕнчен 6 миллион, федераци бюджетĕнчен 200 миллион тенкĕ килсе çитнĕ. Пĕрремĕш траншăн (укçа-тенкĕ хисепĕн) 60 проценчĕпе республика усă курнă ĕнтĕ. Çавна май килĕшĕвĕн чи яваплă пайне пурнăçа кĕртнĕ. Çак суммăран пирĕн районти ĕçпе тивĕçтерекен центра 3 миллион та 267 пин тенкĕ куçарнă пулнă, 3 миллион та 264 пин тенкипе усă курнă та ĕнтĕ.

Январь-июль уйăхĕсенче пĕтĕмпе 461 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ, вĕсенчен 333-шĕ ĕçсĕр шутланакан çын, 128-шĕ - тĕрлĕ предприятисенче кризис вăхăтĕнче производство калăпăшĕ чакнине пула ĕçрен кăларса яма тăнисем пулнă. Çапла вара çÿлерех асăннă тĕллевлĕ программа пулăшнипе «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă, «Швейсервис», «Аван-Полимер», «Нива», «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăсем ĕç вырăнĕсене упраса хăварма пултарнă. Ахальтен мар-тăр (паллах, кăтартусене шута илсе) федераци центрĕ - Роструд - Чăваш Ене тата тепĕр транш пама йышăннă. Унăн виçи - 300 миллион тенкĕ. Пирĕн района халăха ĕçпе тивĕçтерме 8 миллион та 311 пин тенкĕ уйăрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика