АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыр-пул пуссинче – иксĕлми вăй-халпа, хаваслă кăмăлпа

01 августа 2009 г.

Аслă Чак ял тăрăхне 5 ял : Аслă Чак, Атнаш, Пĕчĕк Енккасси, Кĕçĕн Чак, Çĕнĕ Мăнтăр ялĕсем кĕреççĕ. Вĕсенче дачниксемсĕр пуçне 442 кил хуçалăхĕ, пурĕ 1122 çын пурăнать. 1231 гектар çĕр çинче сарă тырă çитĕнет. Хальхи вăхăтра ку ял тăрăхĕнче пурăнакансене "Арабоси" агрофирма хăй хÿттине илнĕ тесен те йăнăш пулас çук. 90-мĕш çулсенче кĕрлесе тăнă хуçалăх юлашки вăхăтра шăплăх чатăрĕпе хуплансах ларма пуçланăччĕ. Çак шăплăхран туртса кăларчĕç те ĕнтĕ вĕсене кÿршĕсем. Юхăнса çитнĕ, пушанса юлнă хуçалăха тепĕр хут вăй илессе никам та ĕненмен те пулĕ. Инвесторсем тупăнса шанăçсăр хуçалăха хăй çине илсе ура çине тăма пулăшса укçа хывни лачакана путма паман.Тин çеç аталанма пуçланă хуçалăх вăй илсе пыни 3 çул кăна çитет пулин те вĕсен ĕçĕ курăмлă. Пушă выртакан пĕр лаптăк çĕр те çук, пурте пусă çаврăнăшĕнче.

Уй пушансан кĕлет тулать

Хальхи вăхăтра кунта ĕç шавĕ кĕрлесе кăна тăрать. Пĕр тапхăра шăпланнă уй-хир каллех шăв-шавпа тулнă. Пиçсе çитнĕ тĕш тырă пуссинче «хир карапĕсем» хуçаланма тытăннă, пĕр харăсах 4 комбайн кĕрхи тулăна вырса, çапса тĕшĕлет. Энерги тата ресурс перекетлекен çĕнĕ йышши CASE тата MEDION комбайнсем пĕрин хыççăн тепри мăнаçлăн çаврăнса бункера тырă тултараççĕ. Вĕсене çийĕнчех автомашинăсемпе йĕтем çине турттарсах тăраççĕ. Техникăсем шанчăклă алăра. Вĕсене чылай çулсем ĕçлесе опыт пухнă механизаторсене шанса панă. Акă В.Иванов иккĕмĕш çул ĕнтĕ çĕнĕ йышши комбайнпа вăй хурать, А.Васильев та штурвал умĕнче çĕнĕ çын мар, мĕн ачаран ашшĕпе пĕрлех комбайн çинче тĕрмĕшет çĕр çынни. Сăмах май каласан, унăн шăллĕ те механизатор, çемйипех çĕр çинче ĕçлесе пурăнаççĕ. Тепринпе - Н.Васильев механизатор, вăл пур техникăна та парăнтарма пултарать тесен те йăнăш пулмасть, мĕншĕн тесен сенаж хывнă çĕрте бульдозерпа вăй хунă, халĕ пĕр сăмахсăрах тырă вырать. Ю.Иванов вара комбайнпа ĕçлеме хăнăхать кăна пулин те хастарлăхĕ çав тери пысăк. А.Васильев MEDION комбайна ăнăçлă ĕçлеттерет, тыр-пула вăхăтра та пĕр тăкаксăр пухса кĕртессишĕн тăрăшать. Ĕçленĕ чухне тем те килсе тухма пултарать, шанса панă техника та сисмен хутран çĕмĕрĕлсе кайма пултарать е ытти тем те пĕр, вĕсене пулăшма кунта уйрăм бригада ("летучка" теççĕ хăйсем шÿтлесе) йĕркеленĕ. Ку бригадăра слесарĕ те, сварщикĕ те пур: А.Владимиров - сварщик, Г.Моисеев - слесарь. Вĕсем хăйсен ĕçне пĕлсе те яваплăха туйса тăваççĕ, хушнине пĕр тăхтамасăр пурнăçлаççĕ. В.Васильев тĕп инженер техника самантлăха та усăсăр ан лартăр тесе çине тăрать. Çитмелли çĕре çитсе кирлĕ запас пайсене тупать, çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтерме тăрăшать. А.Порфирьевпа В.Павлов водительсем татти-сыпписĕр йĕтем çине тырă турттарса тăраççĕ, комбайнсене вăхăтра ĕлкĕрсе пыраççĕ. Вĕсене ĕçлеме сарă хĕвелĕ те хавхалантарса пырать тейĕн, çÿлти тÿперен хĕруллĕн хăйĕн ăшшине сапалать. Механизаторсем вара çак кунсемпе туллин усă кураççĕ, пĕр пучах та уя ан юлтăр тесе тăрăшаççĕ.

"Уй пушансан кĕлет тулать", - тенĕ мĕн авалтан. Аслăчаксен те йĕтемĕ тулсах пырать. Эпир пынă кун йĕтем çине пин тоннăна яхăн тĕш тырă кĕнĕ те ĕнтĕ. Кунта та ĕç хĕрсех пырать. Ăна икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Аслăчаксен кунта та çĕнĕ техника - сортласа çÿп-çапран тасатакан "Вихрь" ПСМ-25М сехетре 25-50 тонна тырра тасатма пултарать тесе пĕлтерчĕ йĕтем заведующийĕ Н.Павлова. Унăн та канăç пĕтнĕ, пирĕнпе калаçнă хушăрах тĕрлĕ ыйтусене татса пама тиврĕ. ОВС-25 тырă сортлакан агрегатăн конкуренчĕ пур пулсан та вăл "хурланса ÿкмен" пĕр кăлтăксăр ĕçлет. Ăна çакăн пек вăйлă техникăпа тупăшса ĕçлеме Н.Александровпа А.Михайлов оператор-механиксем пулăшса пыраççĕ. В.Антонов энергетикăн ĕçĕ вара кунта çав тери пархатарлă, пур çĕрте те кирлĕ. Вăл тытсан тума пĕлмен ĕç те çук. Сортлакан икĕ агрегатне те ăнăçлă ĕçлеттересси чи малтан унран килет. Кивви çĕннине çул парать пулин те паянхи куна Аслăчаксем икĕ агрегачĕпе те ăнăçлă ĕçлеççĕ. "Çĕннинех çитеймест пулин те аптрамасть", - теççĕ кунта ĕçлекен рабочисем. А.Степанова, В.Григорьева, А.Иванов, Н.Ефремова, В.Дмитриева, Г.Кузьмина, Т.Чумакова, И.Молькова, Г.Викторова рабочисем мĕн хушнине пурне те çийĕнчех пурнăçлама тăрăшаççĕ, йĕтем çинчи тырра хăвăртрах кĕлете пĕр йĕпенмесĕр кĕртсе тирпейлесе хурасси вĕсен ĕçĕнчи пĕрремĕш тивĕçĕ. Йĕтем çинче Аслă Чакра пурăнакансемпе пĕрлех çума-çумăн Арапуçсем те вăй хураççĕ. Нимĕн те калаймăн, туслăн ĕçлеççĕ çĕр ĕçĕ пĕрлештернĕ икĕ ял тăрăхĕн çыннисем. Ку манăн ĕç, ку санăн е ку пирĕн ял, ку сирĕн темелли çук кунта, пурте алла-аллăн туслă ĕçлеççĕ.

Çăкăртан аслă пулаймăн

Тутă пулсан ĕçĕ те ăнăçса пырать, ĕççине хутшăнакан кашни çын кунта кунне икĕ хутчен (кăнтăрла тата каçхине) апатланма пултарать. Вĕсене тутлăхлă вĕри апатпа Л.Иванова (заведующи), А.Григорьева, Т.Григорьева поварсем тивĕçтереççĕ. Ĕççине хутшăнакансем кам ăçта ĕçлет çавăнта апатланма пултараççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене вырăна тухса çитереççĕ. В.Никитин водитель поварсене уя апат илсе тухса çитерме пулăшса пырать. Апрель уйăхĕнчен пуçласа ноябрьччен апатлантараççĕ кунта, çакă пĕлтерет те ĕнтĕ хуçалăхра вăй хуракансене хисепленине. Ятарлă пĕлÿ илмен пулин те, вĕсене тутлă апат-çимĕç ăстисем теме те пулать. Тем тĕрлĕ апат-çимĕç те хатĕрлеççĕ - меню пуян теççĕ кун пек чух. Продукчĕсене вара чылайăшне хăйсен хуçалăхĕнчех туса илеççĕ, хăшĕ пĕрисене кăна, патшалăх требованийĕсене тивĕçтерекен сертификатлă таварсене, Шупашкартан туянса килеççĕ. Апачĕ тутлă та техĕмлĕ пулсан ĕçлес хастарлăх ÿсессине ăнланаççĕ поварсем.

Малашлăха пăхса

Кăçалхи тĕш тырăна пухса кĕртнипе пĕрлех çитес çулхи тухăçшăн та тăрăшаççĕ кунта. Хура пусăллă уйра та хĕрсе ĕç шавĕ кĕрлет. Чулкас ялĕпе Вăрмар поселокĕ хушшинчи 100 гектарлă лаптăкра Н.Васильевпа А.Иванов трактористсем кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлеççĕ. "Кĕçех кĕрхи тулă акма тухатпăр", - тет "Арабоси" агрофирмăн генеральнăй директорĕн заместителĕ В.Иванов Аслă Чакри ĕç-хĕлпе паллаштарнă май. Владимир Петровичăн Аслă Чак ялĕнчи ял хуçалăх ĕçне йĕркене кĕртме нумай тăрăшма тивни куç умĕнче. Тен унăн çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупман каçсем те сахалах пулман пулĕ. Тăрăшни сая кайман - Аслă Чакра паянхи куна ĕç шавĕ кĕрлесе тăни те унăн тăрăшулăхне тепĕр хут çирĕплетет. Пур çĕре те çитмелле, темле ыйту та татса памалла шăпчăк ыйхиллĕ çĕр çыннин.

Тепĕр саманта та палăртса хăвармалла: çунтармалли-сĕрмелли материалсене те маларах çителĕклĕ хатĕрлесе хуни ĕççине хăвăртлатма, мĕн пур техникăна пĕр кăлтăксăр, тулли хăватпа ĕçлеттерме май парать. Çак ыйтăва "Арабоси" агрофирмăра тахçантанпах пĕрремĕш вырăна хураççĕ. "Çунтармалли-сĕрмелли материал вырмана ăнăçлă ирттерме, кĕрхи çĕртме туса акса хăварма та, çĕр улми кăларма та çителĕклĕ. Ыранхи куна паянах тĕплĕн хатĕрленни, шухăшласа хуни, пире, Аслăчаксене, хамăр хуçалăхăн генеральнăй директорĕ Г.Тимофеев ăс парса вĕрентсе пыни малашлăха çирĕп никĕс хывма май парать", - тет пултаруллă ертÿçĕ. "Арабоси" агрофирмăра пĕтĕм ĕçе пĕлсе йĕркелени тата механизацилени ăнса пулнă тыр-пула вăхăтра тата тухăçлă пухса кĕртме май парать. Хальлĕхе тухăç кăтартăвĕсем мĕнлерех пулассине калама иртерех-ха, çапах та хуçалăх ĕçченĕсем лайăха шанаççĕ, пысăк тухăç кĕтеççĕ. Ĕçшĕн хавхалантарма пĕлни те механизаторсемпе рабочисене тăрăшса ĕçлеме хистет: вăхăтра тата çителĕклĕ тÿлеççĕ, утă-улăм, тĕш тырă та илме пулать.

"Арабоси" агрофирма ĕççи хăвăртлăхне кунран-кун ÿстерсех пырать. Çапла пулмасăр, умра пин-пин гектар (3059) çинче сарă тырă хумханса ларать, çав шутра кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем 895 гектар çинче. Ана пушанса пынă май хыççăнах дисклă сÿресемпе çĕре кăпкалатсах пыраççĕ. Çакă çум курăкпа тухăçлă кĕрешме, агротехникăн требованийĕсене çирĕп пăхăнма май парать. Агротехника тенĕрен, ăна хуçалăхра çирĕп тытса пыраççĕ. Тĕп агрономăн, Владимир Иванович Семеновăн, ку енĕпе пĕлĕвĕ çителĕклех. Вăл хăйĕнчен те, рабочисенчен те çирĕп ыйтма пултаракан специалист. Хуçалăха ертсе пыракансем ун çинчен ырă сăмахсем кăна каларĕç. Ахальтен мар пулĕ ĕнтĕ уй-хирсенче тап-таса, тыр-пул тинĕс евĕр кăна хумханать. Апла пулсан, Аслăчаксене малашне те уй-хирте иксĕлми вăй -халпа, хаваслă кăмăлпа ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунмалли кăна юлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика