01 августа 2009 г.
Илемлĕ çĕрте вырнаçнă Çиçтĕпе ялĕ. Аслă çулсенчен, шăв-шавлă лару-тăруран кăшт аяккарах пулнăран, сăрт-туллă, янкăр тăрă çăл куçсемлĕ çырма-çатраллă çĕрĕ-шывĕ хăй патне илĕртекен лăпкăлăхпа палăрса тăрать. Авалхи ял, ахăртнех, Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ вăхăтĕнчех тымар янăскер, хăй ĕмĕрĕнче тепĕр икĕ пысăках мар яла «çуралса» аталанса пыма май туса панă – Чăрăшçырмана тата Пăвакассине.
Ялĕ пысăках мар та ячĕ – сумĕ пур çав. Çавăн пек ытлах палăрса тăман ялсенче ĕнтĕ тăван халăхăмăрăн паллă çыннисем ÿссе çитĕннĕ. Çиçтĕпе те айккинче тăрса юлмарĕ: чăваш халăх культурин чыслă ĕçченĕсем тăван ялĕн ятне республикипе, çĕршывĕпе çĕклерĕç. Çиçтĕпе тăрăхĕ Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин искусствисен тава тивĕçлĕ деятельне М.Алексеева, Чăваш Республики культурин тава тивĕçлĕ ĕçченне А.Васильева сипетлĕ пултарулăх пиллерĕ.
«Ача чухне ÿкерме питĕ юрататтăм, – аса илет Анатолий Павлович. – Уйрăмах хамăн ялăн урамĕсене, кил-çурчĕсене сăнарлама килĕшетчĕ. Çырма-çатрасем патĕнче, пĕр-пĕр пысăк йывăç умĕнче чылайччен тăраттăмăрччĕ. Кашни япалан хăйĕн уйрăмлăхĕсем, паллисем пур вĕт. Мана çавсем илĕртетчĕç.
Тăван тавралăх илемне Раççейри тĕрлĕ çĕрте пулса (унта та хампа пĕрле хут, кăранташ, киçтĕк, сăрă илсе çÿренĕ) танлаштарса пăхаттăм – çук, хамăр енех лайăх, чĕрене çывăх та чуна кăмăллă. Тăван енрех пурăнни хамăн ăрат йĕрне-çулне тĕпчеме те хавхалантарать пулĕ тетĕп».
Шкулта вĕреннĕ вăхăтра ÿкерме-сăрлама пултаракан ачана стена хаçачĕн редколлегине суйлаççĕ. Пултарулăх шкулĕн пĕрремĕш тапхăрĕ тесе асăнать çав вăхăт пирки художник. Вуннăмĕш класс пĕтерсен, А.Васильев колхозра вăй хурать. 1959 çулта комсомол путевкипе Урал тăрăхне пĕр хулана тухса каять. Пăрăхсем кăларакан заводра ĕçленĕ чухне те алăран кăранташне пăрахмасть, ÿкерес ăсталăха малалла вĕренес тени вара искусство университечĕн ÿкерчĕкпе живопись факультетне илсе çитерет. Анчах куçăм мар вĕренни çырлахтармасть пулас художника. Асăннă университетăн пуçламăш курсне пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти илемĕш училищине вĕренме кĕрес ĕмĕтпе тăван яла таврăнать. 1964 çулта вăл – училищĕре вĕренекен. Кунта паллă профессорсемпе художниксем патĕнче ăсталăха туптани А.Васильева ÿнер вăрттăнлăхĕсене уçса пама пулăшнă.
1968 çулта илемĕш училищине вĕренсе пĕтерсен, художника Вăрмар районне ÿкерÿпе черчени учителĕ пулса ĕçлеме яраççĕ. Тен, мал ĕмĕтлĕ творчество çыннине малтанах шкул ĕçĕ çырлахтарайман та пулĕ – уроксем сахал, çавăнпа укçи-тенки те нумаях мар. Пĕр вĕренÿ çулĕ Шăхальти шкулта вăй хунă хыççăн çамрăк вĕрентекене Энĕшпуçĕнчи вăтам шкула куçараççĕ. Кунта вăл 1970-1975 çулсенче илемлĕ ÿкерÿпе черчени предмечĕсене илсе пырать. Ачаранпах музыкăна юратни тата тĕрлĕ инструмент калама пĕлни çимĕçне кÿнех – Анатолий Павлович Энĕшпуç ачисемпе юрă урокĕсем ирттерни нумайăшĕн асĕнче юлнă.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, хисеплĕ тавра пĕлÿçĕ И.Криков каласа панинчен: «Пирĕн шкулта А.Васильев 5 çул ĕçлерĕ. Мана та унăн вĕренекенĕ пулма телей тиврĕ, йĕрлеме те ăста марччĕ (паллах çакă уроксенче ним тумасăр е ашкăнса ларнине пĕлтермест ĕнтĕ), музыка урокне вара юрататтăм. Анатолий Павлович купăсне тăсса яратчĕ те илемлĕ кĕвĕ класра юхăм-юхăм саланатчĕ, эпир, пĕве кĕрсе çитеймен ача-пăчасем, çав тĕлĕнтермĕш кĕвĕсен тĕнчине лекеттĕмĕр. Ара, илĕртÿлли, кăмăла çĕклентерекенни мĕн пултăр-ха купăс сассинчен ытла! Уроксем хыççăн та вĕрентекенĕмĕр хыççăн кĕпĕрленсе çÿреттĕмĕр. Вăл ачасемпе концертсем йĕркелетчĕ те репетицисем хăçан пулаççĕ-ши тесе çеç тăраттăмăр».
Вĕренÿ ĕçĕпе çеç лăпланмасть Анатолий Павлович, пушă вăхăтра, канмалли кунсенче картинăсем ÿкерет, искусствăпа çырнă тĕрлĕ литература нумай вулать. Илемĕш училищи хыççăнах вăл пĕлĕвне малалла тăсасчĕ тесе Чăваш патшалăх педагогика институчĕн илемĕшпе графика факультетне вĕренме кĕрет. Шкулта ĕçленĕ вăхăтрах институтра вĕренме çăмăлах пулман ĕнтĕ.Тăрăшулăх, ăнтăлу умма лартнă тĕллеве пурнăçлама май панă. Халĕ А.Васильев районта çеç мар, республикăра та хăй тĕллĕн ĕçлекен художниксенчен чи паллисенчен пĕри. 1980 çултанпа вăл Вăрмарти илемĕш шкулĕнче ĕçлет. Маларах та, халĕрех те вĕрентсе кăларнă ачасен чылайăшĕ ун тĕслĕхĕпе малалла кайнă – учитель-художниксем пулса тăнă е ятарлă ÿкерÿ шкулĕсенче пĕлĕвĕсене малалла тăсаççĕ.
Вĕсем хушшинче Мускаври В.И.Суриков ячĕллĕ илемĕш институтне тата Çĕпĕрти илемĕш академин филиалне (Красноярск хули) вĕренсе пĕтернĕ пултаруллă ÿнерçĕсем пурришĕн епле-ха хĕпĕртемĕн. Ывăлĕ те, Николай Анатольевич, Мускавра аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн кĕнекесем илемлетесси енĕпе ĕçлет. Тĕрĕссипе каласан, 25 çул илемĕш шкулĕнче ĕçлесе миçе ачана пултарулăх çулĕ çине кăларнине официаллă хутсем тăрăх çеç пĕлейĕн. Çапах та Анатолий Павлович вăтăр ытла вĕренекенĕ живопиç, графика, модель, дизайн енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пынипе савăнать. Хальхи вăхăтра тăван тăрăхрах çак специальноçпа тăрăшакансенчен чылайăшĕ А.Васильевăн вĕренекенĕсем.
Респубика кунĕ Вăрмарта иртнĕ чухне музей экспозицинче Анатолий Павловичăн «Парăнман ял» тата «Пуçтарман тыр-пул» картинăсене икĕ çамрăк курчĕç те: «Пире Анатолий Павлович вĕрентнĕ, илемлĕ ÿкерессипе çеç мар, кивĕ сĕтел-пукана илемлĕ сăн кĕртме те, çĕннисене ăсталанă чухне касса эрешлеме те хăнăхтарнăччĕ – тавах ăна уншăн. Шкулта вĕренни пĕртте сая каймарĕ – халĕ эпир ĕлккен сĕтел-пукан ăсталассипе ĕçлетпĕр».
Паллă ăсчах Г.Н.Волков çапла каланăччĕ: «Вĕрентекен вĕренекенĕсемпе телейлĕ». А.Васильев пирки каланăнах туйăнать.
Пăшăрханмалли те пур Анатолий Павловичăн. Акă 1980 çулта хăйпе пĕр шухăшлисемпе илемĕш шкулне йĕркеленĕ вăл. Малтанах культура тытăмĕнче тăнăскер, шкул поселокри культура керменĕнче вунă çул хушши тĕпленсе ĕçленĕ, унтан тепĕр вунă çулне мунча пулнă çуртра ирттернĕ, халĕ пĕрремĕш шкулăн кивĕ çуртĕнче темиçе пÿлĕмре ачасене ăсталăха хăнăхтарать. Çакă та шухăшлаттарать художник-вĕрентÿçе: ытти районсенче картина галерейисем, выставка залĕсем уçма мехел çитерчĕç пулсан пирĕн патăмăрта пысăк шайлă куравсем ирттерме юравлă вырăн çукки чăрмантарать. Тен, музейăн çĕнĕ çуртĕнче выставкăсем ирттерме май пулĕ.
Анатолий Павлович Васильев ÿнерĕ чăннипех те нациллĕ сăн-сăпатлă. Вăл хăй мĕн пĕлнине çырать, нимĕн те шухăшласа кăлармасть – пурне те пурнăçран илет. Унăн ĕçĕсем пурнăç чăнлăхĕпе тулли. Художник хăй çуралса ÿснĕ тавралăхрах пурăнать – эппин, уншăн кунта пурте çывăх та ăнланмалла. Вĕсем – унăн пултарулăхĕн çăл куçĕсем. Куракан унăн картинисене ăнланать, çывăх туять, паянхи ял пурнăçне кăтартакан ĕçсем кĕтет», – çапла хаклать пирĕн ентеш ĕçне-хĕлне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ В.Немцев.