01 августа 2009 г.
Патăрьел районĕнчи "Труд" ЯПХК утарĕнче республикăри хурт-хăмăр ăстисен семинар-канашлăвĕ иртнине хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Унта пирĕн районти пыл хурчĕсене юратакансемпе пĕрле ку енĕпе ĕçлекен предприниматель А.Кудряшова та хутшăннă. Пыл туса илессипе хальхи вăхăтра ĕçсем еплерех пулса пыни тата хурт-хăмăр ĕрчетес çĕрти хăш-пĕр кăткăслăхсем çинчен Ангелина Михайловнаран хаçата вулакансене пĕлтерме ыйтрăмăр.
"Патăрьел районне Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски, Канаш тата пирĕн районти хурт-хăмăр ăстисем пухăнчĕç. Семинара район пуçлăхĕ Н.Глухов уçрĕ. Вăл кунта пухăннисене ырлăх-сывлăх суннă май умри тĕллевсемпе задачăсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Хурт-хăмăрпа пур çын та ĕçлейменнине, кунта вăй хурас пулсан туслăн, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесен кăна çитĕнÿсем пуласса палăртрĕ.
Ульяновскри "Нектар" тулли мар яваплă обществăра вощина хатĕрлекен завод пуçлăхĕ В.Лебедев хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, вощинăна мĕнле технологипе туса кăларнине тата унăн пахалăхĕ ытти çĕрте туса кăларнинчен пĕрре те кая марри çинчен ăнлантарчĕ. Ульяновскра туса кăларнă вощинăпа ĕçлекенсем те унăн калаçăвĕпе килĕшрĕç.
Утарçăсем тĕрлĕрен ыйтусем пачĕç, тивĕçлĕ хуравсем те илчĕç. Раççейри хурт-хăмăр ĕрчетекенсен пĕрлĕхĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Б.Кузьмин тĕнче шайĕнчи хурт-хăмăр ăстисен ĕçĕ-хĕлĕ, хурт амисене хамăр чăвашра кăлармалли, пыл пуçтармалли пунктсем уçса пыла курттăмăн сутмалли çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Патăрьел районĕнчи хурт-хăмăр ăсти Н.Пирожков (хурт-хăмăр агентствин зоотехникĕ пулнă) предприниматель-консультант Шăмăршă, Патăрьел районĕсенчи хурт-хăмăрçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Хурт çемйисене хĕле хатĕрлесси, эмелсемпе тата тĕрлĕ препаратсемпе усă курмалли пирки каларĕ. Хамăр тăрăхра лайăх ĕрчекен (среднерусский) амапа ĕçлемеллине, ăна вырăнта кăлармаллине палăртрĕ. Туянас текенсене вĕсем амасем сутма пултарасси пирки те пĕлтерчĕ. Кунта пухăннисем вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕç, кăтартăвĕсем те пире тĕлĕнтерчĕç. Курмалли, опыт пухмалли пирĕншĕн кунта чылай пулчĕ. Патăрьелсемпе тĕл пулса курни пире хамăр районта хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçре нумай пулăшасса шансах тăратпăр, мĕншĕн тесен вĕсем пыл хурчĕсемпе ĕçлес тесех ĕçлеççĕ, çавăнпа та районта 29 утар, 21-шĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче. Пурĕ 4600 хурт çемйи. Чылайччен калаçрĕç хурт-хăмăр ăстисем, пĕр-пĕрин опычĕпе, вăрттăнлăхĕпе паллашрĕç. Канашлăва хутшăннисем çакăн пек семинара çитес çул пирĕн районта ирттерме кăмăл турĕç".
Ангелина Михайловна хăй те районта нумай çулсем хушши хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе тĕп зоотехникра ĕçленĕ май, каласа памаллисем унăн питех те нумай пулчĕç. Районта хурт-хăмăр ĕрчетекенсене кирлĕ таран яланах пулăшма хатĕрри çинчен те калама манмарĕ вăл. Пур ĕçре те пĕр-пĕрне пулăшсан çитĕнĕвĕ те курăмлăрах пулĕ.
Ĕçĕ çăмăлах мар пулин те çимĕçĕ пылак, ăна çийиччен вара сахалах мар тар кăлармалла. Хурт-хăмăр ĕрчетессипе тата унран пыл, ытти продуктсем туса илессипе пирĕн район – лайăххисен шутĕнче. Малашне те çаплах пултăрччĕ.