29 июля 2009 г.
Арапуçсем Петр Лаврентьевич Лаврентьева лайăх астăваççĕ. Ялти сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл пĕлĕве Канашри финанс техникумĕнче малалла тăсать, финансист специальноçне алла илет.
1969-1971 çулсенче СССР Тинĕс-çар флотĕнче службăра пулать. Кунтах радиомеханик специальноçне вĕренет. Пĕрремĕш класлă специалиста гварди сержант званийĕ параççĕ, отделени командирне лартаççĕ.
Службăран таврăннă хыççăн пĕр вăхăт Чăваш АССР финанс министерствинче экономистра ĕçлет. Вунтăватă çул РСФСР автомобиль министерствин «Чувашавтодор» предприятире вăй хурать. Тĕрлĕ должноçсене йышăнать: тĕп бухгалтер заместителĕ, производство пайĕн начальникĕ, производствăпа технологи управленийĕн начальникĕ.
1987-1989 çулсенче – РСФСР автомобиль çулĕсен министерствин Волжскри автомобиль çулĕсен тĕп бухгалтерĕ.
Ĕçленĕ вăхăтрах Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе экономист специальноçне алла илет.
1981-1986 çулсенче Пĕтĕм Союзри инженерипе строительство институтне куçăмлă майпа вĕренсе пĕтерет, инженер-строитель специальноçне илме тивĕçлĕ пулать.
1989 çулта П.Лаврентьева РСФСР автомобиль çулĕсен министерствин Мускав облаçĕнчи автомобиль çулĕсен управленийĕн начальникĕн заместителĕ пулма çирĕплетеççĕ.
1994 çулта пирĕн ентеше ĕçлеме Мускава куçараççĕ. 1994-1997 çулсенче вăл Раççей транспорт министерствин федераллă çул-йĕр департаментĕнче тĕп бухгалтерта, 1997-2004 çулсенче министерствăн транспорт çинчи хăрушсăрлăх Управленийĕн начальникĕнче тăрăшать.
Хальхи вăхăтра вăл Раççей транспорт министерствин транспорта пăхса тăракан федераллă службăн управлени начальникĕ.
РФ Президенчĕн Указĕпе 1997 çулта П.Лаврентьева «Мускава – 850 çул» медальпе наградăланă. 1999 çулта Раççей Федерацийĕн 1 класлă Патшалăх советникĕн чинне панă. Производствăра тунă çитĕнÿсемшĕн ăна кăкăр çине çакса çÿремелли «Раççейĕн çул-йĕрĕн хисеплĕ ĕçченĕ» (1996), «Раççей транспорчĕн хисеплĕ ĕçченĕ» (2001) знаксем панă.
Раççей автомобиль çулĕсем çинчи хăрушсăрлăха ÿстерес енĕпе тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн П.Лаврентьев 1998, 2002 çулсенче кăкăр çине çакмалли «ГАИ службинчи пысăк çитĕнÿсемшĕн» знаксене тивĕçнĕ.
1997 çултан пуçласа 2006 çулччен вăл Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн Европăри экономика комиссийĕн çул çинчи хăрушсăрлăх енĕпе Раççей делегацийĕн ĕçлев ушкăнĕн руководителĕ пулнă. Çак тапхăрта Женевăра (Швейцари) ирттернĕ ĕçлев ушкăнĕн ларăвĕсене 24 хутчен хутшăннă, Раççей Федерацийĕн интересĕсене шута илсе çул çинче çÿремелли йĕркесем, знаксемпе сигналсем пирки хушусемпе улшăнусем чылай кĕртнĕ. 2006 çулта вĕсене Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ йышăннă.