АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурăнăн мăнаçлă таварĕсем

29 июля 2009 г.

Районти сĕтел-пукан фабрики саланса кайсассăнах чылай çынсем ĕçсĕр аптраса çÿрерĕç. Темиçешер çул пĕр вырăнта вăй хунăскерсен тăруках ĕç вырăнĕ улăштарма та ансатах пулмарĕ пуль. «Ÿркенмен çынна ĕç хăй тупать», – тенĕ мĕн авалтан. Чăн сăмахăн суйи çук. Фабрика территорийĕнче тĕрлĕ обществăсем ĕçлеме тытăнчĕç. Вĕсем пулăшрĕç те ĕнтĕ хăшĕ-пĕрисене хăнăхнă çĕрте тепĕр хут ĕçе тытăнма.

"Мобилис - У" тулли мар яваплă общество районта 2006-мĕш çултанпа кăна ĕçлет пулин те таврана ырă ятпа сарăлнă. Кунта 18-20 çын вăй хурать. Çак пысăках мар коллектив туса кăларакан тавар паянхи куна çĕршывĕпех сарăлнă тесен те тĕрĕсех пулать, мĕншĕн тесен çак обществăн учредителĕсем Мускавран. Паянхи куна кунта сĕтел-пуканăн тĕрлĕ пайĕсене, нумай хутлă çуртсене хăпармалли тĕрлĕ тĕслĕ пусмасем, тĕрлĕрен шкапсем туса хатĕрлеççĕ. Эпир кайнă кун тĕлне хатĕр таварсем çукчĕ, малтанхи кун кăна кунтан вĕсене кирлĕ çĕре ăсатнă. Ĕç шавĕ вара пĕр самантлăха та лăпланман, цехра кĕрлесе кăна тăрать, станочникĕсем пуçа çĕклемесĕр ĕçлеççĕ. Хурăнăн мăнаçлă таварĕсене пур çĕрте те ыйтаççĕ. "Тĕрлĕ ялтан - Çĕнĕ Кавалтан, Мăнçырмаран, Кивĕ Вăрмартан, Кавалтан, Вăрмар поселокĕнчен килеççĕ кунта ĕçлеме. Пысăках мар коллектив туслă, пĕр-пĕрне ăнланса вăй хурать. Пĕрне хурласа тепĕрне ырламалли çук, пурте ĕçшĕн хыпаланаççĕ. Çавăнпа ÿсĕмĕ те курăмлă", – тет кунти генеральнăй директор Владислав Михайлович Егоров хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика