29 июля 2009 г.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çулах районти тырă йышăнакан пунктра çĕнĕ тырра кĕтсе илессипе тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Çапла пулмасăр, çĕнĕ тырă йышăнма епле хатĕрленнине ятарласа патшалăх комиссийĕ тĕрĕслет-çке. Ку тĕрĕслев витĕр тухма çăмăлах та мар иккен.
Çак кун çитиччен кунта ĕçлекенсен аванах тарлама тивет: предприяти территорине çум-курăксенчен тĕппипех тасатмалла, тырă упракан складсене çуса тасатса дезинфекцилемелле, герметизацилемелле тата ытти ĕçсене те пурнăçламалла. Тырă йышăнакан пунктра вара çак ĕçсене пурне те тĕплĕн пурнăçланă. Палăртнă виçерен нÿрлĕрех тырра типĕтме икĕ агрегат пур: УСА–10, ЗСПЖ-8, вĕсене Ю.Ивановпа Г.Александрова çирĕплетсе панă, паян тесен паян тырă типĕтме хатĕр. ОВС-25 тĕш-тырăна çÿп-çапран тасатмалли агрегат та кал-каллăн ĕçлессе шанаççĕ. Илсе килнĕ çĕнĕ тырра тĕплĕн тĕрĕслеме производство лабораторийĕ те тĕплĕн хатĕрленнине палăртрĕç комисси членĕсем. Пуринпе те интересленчĕç – лабораторинчи пĕчĕк тарасаран пуçласа пушар машини таранах, складсене те кÿрентермерĕç, кĕрсе курчĕç ЧР патшалăхăн ĕç сыхлавĕн инспекторĕ Н.Ермакова, "Чăвашхлебопродукт" патшалăх унитарлă предприятин представителĕ М.Скворцова, çак предприятинчи эколог Т.Воронецкая. Складсенче паянхи куна 225 тонна ытла тĕш тырă упранать. Вĕсене халăха сутмалăх хутăш апат туса хатĕрлеççĕ, тыррине те сутаççĕ. Ку предприятинче пур çĕрте те тасалăх хуçаланать. Юлашкинчен комисси членĕсем документ çаврăнăшĕсене еплерех тытса пынипе те интересленчĕç, чылайччен калла-малла уçса хупрĕç хутсене, ахăртнех çитменлĕхсем шырарĕç пулĕ, анчах та кăлăхах пулчĕ пулмалла.
"Çĕнĕ тырă кĕтсе илме лайăх хатĕрленнĕ Вăрмарсем",–терĕ Мария Ивановна Скворцова. Комиссин ытти членĕсем те унăн сăмахĕпе килĕшрĕç. Тĕрĕслеве пĕтĕмлетнĕ май предприяти директорĕ В.Александров малашлăх планĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ.Çапла чыслаççĕ кашни çулах çĕнĕ тырра кĕтсе илессине, ун умĕнче пуç таяççĕ.