25 июля 2009 г.
Редакци почтине тĕрлĕ темăсемпе тăтăшах çырусем килсех тăраççĕ. Акă халĕ те Хуруйĕнче пурăнакансем ялти кĕперсене йĕркене кĕртесси канăç паманнипе çырнă çыру. Çыру йĕрĕпе çула тухрăмăр та ĕнтĕ çак яла. Яла кĕреспе вырнаçнă хăрах çунатлă ĕлĕкхи çил арманĕ сывлăх сунса кĕтсе илнĕнех туйăнчĕ. Темиçе çул каялла тепĕр çуначĕ те пурччĕ, халĕ пĕрре çеç.
Апла-и, капла-и - ял малаллах пурăнать. Ял варринче райпо магазинĕ ĕçлет. Кунта халăха куллен кирлĕ таварсене Алена Петровна Васильева сутуçă кашни кунах сутать. Тăватă çул кăна вăй хурать пулин те ырă ята тивĕçнĕ харсăрскер. Хăш-пĕр кунсенче 6-8 пин тенкĕлĕх те сутăнать кунти тавар. Ял халăхĕ те лавккана килсех тăрать. Шăплăха путман-ха ял, Хуруйсем хурлăхлă юрă юрламаççĕ темелле кун пек чух. Ку чăнахах та çапла. Пĕр-пĕр яла кăнтăрла пырса кĕрсен урамра пĕр çын утни те курăнмасть, Хуруйĕнче вара апла мар: ачи-пăчи те урамра хĕвĕшет, пĕрисем кивĕ пÿрте куçараççĕ, тен çĕнни лартасшăн пулĕ, теприсем кăмакине ватнă пулмалла - хапха умĕнче кивĕ кирпĕч тасатаççĕ, виççĕмĕшĕсен тата ыттисен те хапхи умĕнче хур-кăвакал, чăх-чĕп кĕшĕлтетеççĕ, темиçе вырăнта кăçалхи пăрусене кăкарса хунă. Ял вĕçĕнчи витере 70-80 пуç сурăх тытакан хресчен те вăйне хурса ĕçлет. Унта та çитсе куртăмăр, анчах та эпир ир-ирех çитейменнине пула фермерне тĕл пулаймарăмăр, сурăхĕсене те кураймарăмăр, икĕ пысăк йытă çеç хамлатса кĕме юраманни çинчен систерчĕç.
Çыру йĕрĕпе Хуруйне çитнĕ май çак çырури йĕркесемпе те паллаштарам-ха вулакана: "Пирĕн яла пырса кĕрсен каялла тухма пĕлетĕр-и; - тесе юрлаççĕ халăхра. Çак юрăри сăмахсене пирĕн ял çинчен юрланăнах туйăнать. Пирĕн яла Энĕшпуç енчен асфальтлă çулпа пырса кĕме пулать-ха, анчах та ялĕнчен малалла тухса кайма çук. Пирĕн Хуруй çĕрĕ çинче 4 кĕпер пурччĕ. Ял варринче Серкечу çырми урлă 2 кĕпер, Çĕнĕ Туçа ялне каякан Анаш кĕперĕ, Ăвăспÿрт Кипече каякан Йăкăткар кĕперĕ. "Новый Путь" колхоз панкрута тухиччен кĕперсене колхоз вăйĕпе юсаса тăратчĕç. Колхоз саланчĕ те кĕперсем никама та кирлĕ мар пулса тăчĕç. Серкечу кĕперне 2007 çулта çурхи шыв çĕмĕрсе хăварчĕ, халĕ ку кĕперпе çуран çынсем çеç каçса çÿреççĕ, тепĕр кĕпере, Кузьминсем патĕнчине, кăçал çуркунне çурса кайрĕ. Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов Серкечу кĕперне 2008 çулта юсатпăр терĕ, анчах та сăмахĕ çилпе вĕçсе кайрĕ пулмалла, юсамарĕç.. "Туçа кĕперĕпе ял халăхĕ Çĕнĕ Туçа ялне, унтан Славаш урлă Çĕрпÿне, Шупашкара автомашинăсемпе çÿренĕ, Çĕнĕ Туçа ялне çитме 4 çухрăм. Кунти кĕперĕн халĕ вырăнĕ çеç, кĕпер пулни çинчен шырлан тĕпĕнче 1метр диаметрлă пăрăхсем выртни çеç аса илтереççĕ. Кунтан çуран каçмалли пирки шухăшламалли те çук. Çырма урлă "Новый Путь" колхозăн 100 гектар ытла акăнман çĕрсем сарăлса выртаççĕ. Йăкăткар кĕперĕ те пурччĕ, çырма урлă - "Новый Путь" колхоз çĕрĕсем. Ку кĕпер урлă Ăвăспÿрт Кипече çÿренĕ (6 километр). Халĕ унта çитме тавраран çаврăнса кайсан 20 километра кайса ларать.
Çакна ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем ăнланасса çав тери кĕтетпĕр. Пирĕн нушана ăнланса кĕпер туса парсан питех те аванччĕ", - тесе çыраççĕ Хуруйсем.
Ку ыйту пирки Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе О.Ивановпа та тĕл пулса калаçрăмăр. Вăл çапла хуравларĕ: "Хуруй ялĕнчи кĕперсем чăннипех те юхăнса кайнă. Юлашки вăхăтра ытти яваплă ĕçсем тупăнсах тăнине пула (Республика кунне тивĕçлипе хатĕрленсе кĕтсе илессишĕн аванах тĕпĕртетме тиврĕ) чăнахах та Хуруй ялне тивĕçлипе тимлĕх уйăраймарăмăр. Çитес вăхăтрах ял халăхĕпе тĕл пулса калаçăпăр. Ку ыйтăва ял халăхĕпе пĕрле татса пама тăрăшăпăр", – терĕ Олег Анатольевич чунтанах пăшăрханса. Çапла вара Хуруйсен шанчăк çухалман-ха. Хурлăхлă юрă юрлама васкамалла мар.