25 июля 2009 г.
Манăн АТПри водительсенчен палламанни çук та пулĕ, мĕншĕн тесен эпĕ юсавпа строительство участокĕнче ĕçленĕ чухне строительство материалĕсем турттарма пыратчĕç. Илер-ха, Николай Александрович Михеева. Ăна 1971 çултанпа, хам КСОра ĕçлеме пуçланăранпа, пĕлетĕп. Коля Энтриялĕнчи шкулта 8 класс вĕренсе пĕтерсен Карагандари СПТУра икĕ çул ăс пухнă, водитель, тракторист, комбайнер удостоверенийĕсене илсе таврăннă. Çамрăк каччăшăн паллах çавăн пек специальноçсем пуррине пĕлтерекен хутсем алăра пурри пысăк савăнăç кÿнĕ. 1968 çулта вăл хамăрпа юнашар Куславкка районĕнчи «Заря» совхозра ĕçлеме пуçлать, çав çулах Вăрмарти АТПна вырнаçать, мĕн пенсине тухичченех пĕр вырăнта 41 çул çурă тăрăшать. Сахал пулĕ çавăн пек пĕр вырăнта ĕçлекенсем, манăн вĕсене организаци патриочĕсем тесе калас килет. АТПра Кольăна малтан кивĕ ГАЗ-51 машина параççĕ, ăна вăл тĕпрен юсаса хута ярать. Пĕрремĕш путевкăна ăна АТПра нумай çулсем ĕçленĕ Николай Егорович Егоров диспетчер тыттарать. Н.Михеев организацисене грузсем турттарма пулăшать. 1969 çулта вăл Тутар республикинче, Ульяновск облаçĕнче тыр-пул пуçтарнă çĕре хутшăнать, унта лайăх ĕçленĕшĕн Хисеп грамоти илме тивĕç пулать. Акă, Совет Çарне кайма та вăхăт çитет. 1972 çулта ăна салтака илеççĕ, службăра Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Благовещенск хулинче пулать. 1974 çулта çĕршыв умĕнче хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласа киле таврăнать. Н.Михеевăн ĕçе ăçта вырнаçас темелли çук, вăл тÿрех АТПна çул тытать. 1975 çулта ăна çĕнĕ «Колхида» автомашина шанса параççĕ, çав машинăна водительсем шÿтлесе сăрт-ту тягачĕ тетчĕç. Николай Александрович «Колхидăпа» районти организацисене, сăмахран, юсавпа строительство участокне Шупашкартан пÿрт никĕсĕн блокĕсем, перемычкăсем, тимĕр-бетон плитасем, кирпĕч турттаратчĕ, яланах вăхăтра илсе килме тăрăшатчĕ. Сĕтел-пукан фабрикине Горькинчен фанера, Вологда хулинчен мăк турттарать. Н.Михеевăн нумай ĕçĕ УТЭПпа çыхăннă. Пурччĕ халиччен хуласенче çавăн пек организаци (Управление транспортных эксплуатационных перевозок). Калăпăр, Шупашкартан Чулхулана пĕр-пĕр груз илсе каймалла, пушатсан вăл каллех тепĕр хулине тиесе каять, сăмахран, строительство материалĕ. Николай Александрович хăйĕн автомашинипе çĕршыври çитмен хула хăварман пулĕ, хăшне пĕрне çеç çыратăп: Тюмень, Свердловск, Челябинск, Кавказ тăрăхĕ. Çавăн пек водительсене дальнебойщик теççĕ халăхра. Хăй каланă тăрăх, килтен тухса кайсан çемьене курманни 2-3 эрне таранччен пулнă. Çапла пĕрмай çул çинче, руль умĕнче пулнă вăл. Турриех пулăшнă пулĕ ăна çавăн пек аякри çула çÿренĕ чухне çулĕ такăр пулма. 1980 çулта техникăна пĕрмаях йĕркеллĕ тытнăшăн, ĕç дисциплини çирĕп пулнишĕн Николай Александровича çĕнĕ ЗИЛ-545 самосвал параççĕ, ку ĕнтĕ унăн ĕçĕ çул-йĕрĕн юсавпа строительство участокĕпе çыхăннине пĕлтерет, вăл хăйĕн автомашинипе вак чул, хăйăр турттарать. Н.Михеев хăй умне лартнă плансене ирттерсе пурнăçланă. Ĕлĕкрех, самана улшăниччен, кашни организацинчех ĕçлекенсене хавхалантармалли ырă йăла пурччĕ. Курăнакан вырăнта ума лартнă заданисене йĕркеллĕ пурнăçланăшăн Хĕрлĕ ялав çĕклетчĕç. Ялан тенĕ пекех Николай Александрович ячĕпе АТПра ялав вĕлкĕшетчĕ. Самани улшăнчĕ, организацисем саланма пуçларĕç, АТПн груз турттаракан автомашинисем никама та кирлĕ мар пула пуçларĕç, çавăнпа та Н.Михеев ЛАЗ-695 автобуспа ĕçлеме пуçларĕ. 2002 çулта ăна çĕнĕ ПАЗ-3205 автобус пачĕç, унпа пĕрле мĕн пенсине тухичченех Дмитрий Каланов тăрăшрĕ. Николай Александрович районтан ялсене, Шупашкара, Çĕнĕ Шупашкара пассажирсене турттарнă, Сĕве хулине командировкăна çÿренĕ. Автомашинăсемпе çак 41 çул хушшинче миçе тонна материал турттарман-ши вăл, темиçе чукун çул составĕ те пулать пулĕ. Тата миçе пин çул çÿревçĕсене вырăна çитермен-ши, шутласа пĕтерме çук пуль. Çакна çырса хăварма та кăмăллă. Николай Александрович пассажирсемпе яланах сăпайлă пулнине çул çÿревçĕсем хăйсем пĕлтереççĕ, унăн ячĕпе АТП администрацине пĕр çăхав та килмен. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене нумай перекетленĕ вăл. АТПна ертсе пыракансем Н.Михеев техникăна юратнине, ăна пĕр маях юсавлă тытнине палăртаççĕ. 41 çул хушшинче Николай Александровичăн пĕр авари те пулман-çке. Çавăнпа та ăна «Аварисĕр ĕçленĕшĕн» I, II, III степеньлĕ знаксемпе наградăланă. 2005 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче «Автомобиль транспорчĕн водителĕ», «Раççей Федерацийĕн хисеплĕ автодорожникĕ» ята илме тивĕç пулнă. Вăрмар районне туса хунăранпа 70 çул тултарнă тĕле район администрацийĕ Хисеп грамоти тата хаклă парне – сехет парса чыс тунă. Ĕçленĕ хушăра Н.Михеев нихăçан та çул-йĕр правилисене пăсман, унăн ГАИ работникĕсемпе нимĕнле сăкăлтăксем пулман, çавăнпа ăна Вăрмарти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕ Хисеп грамоти панă. Николай Александрович «Ĕç ветеранĕ» ят илме документсене кирлĕ çĕре тăратнă. Мана çак кунсенче Михеевсенче пулма тÿр килчĕ, тÿрех çирĕп хуçалăх пулни курăнать, картишĕнче груз турттармалли УАЗ автомашини ларать, икĕ хутлă çурт вĕсен. Мăшăрĕпе, Ленăпа, 38 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ. Лена хăй ялти фельдшер пунктĕнче заведующи пулса 40 çул тăрăшать. Коля ăна пулăшнине каласа парать. Чирлĕ çынна е ача çуратакана хăйсен машинипе Пысăк Енккассине, Вăрмара илсе кайнине пĕлтерет. Пĕр ывăл та хĕр çуратса пăхса ÿстернĕ вĕсем. Ывăлĕ Юрий Вăрмарти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн пĕрремĕш заместителĕ пулса вăй хурать, подполковник. Шалти ĕçсен Министерствин Чулхула академийĕн Шупашкарти филиалне вĕренсе пĕтернĕ. Хĕрĕ, Наташа, пединститутра вĕренсе алла диплом илнĕ, Шупашкарти сторительство компанийĕн тĕп бухгалтерăн çумĕ, халĕ ачапа килте ларать.