25 июля 2009 г.
Юлашки çулсенче çĕршывра велосипед спортне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçалхи июнĕн 23-28-мĕшĕсенче, Шупашкарта велосипедпа шоссе çинче чупассипе çĕршыв чемпионачĕ иртрĕ. Пирĕн ентеш, Кĕтеснерте воспитани илнĕ, икĕ Олимпиадăра хутшăннă С.Иванов улттăмĕш хут Раççей чемпионĕн ятне çĕнсе илчĕ. Çавăн пекех унта пирĕн тепĕр ентеш, Пекинри Олимпиадăна хутшăннă В.Андреева та пулнă. Çак чемпионат хыççăн велосипед спортне кăмăллакансем татах та нумайланчĕç. Ют çĕршывсенче пурăнакан чапа тухнă велосипедистсем те спортăн çак тĕсне аталантарас енĕпе тивĕçлĕ пулăшу пама тытăнчĕç. Чăваш Республикинчи велосипед федерацийĕн Президенчĕ Э.Павлов пуçарнине республикăра «Пултаруллă велосипедиста – парне» акци йĕркелерĕ. Çак кунсенче Вăрмарти ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулне Э.Павлов Президентпа Францире пурăнакан унăн Игорь шăллĕ килсе çитрĕç. Вĕсем велосипедистсене спорт костюмĕсем парнелерĕç. Игорь Валерьянович СССР спорт мастерĕ, СССР чемпионачĕн тапхăрти ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçи (1988), Раççей чемпионачĕн (1990), Францире ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусен çĕнтерÿçи, Франци çĕршывĕн пĕрлештернĕ командин членĕ. Халĕ вăл кăçалхи август уйăхĕн вĕçĕнче маунтинбайк енĕпе мастер-класс енĕпе тĕнче чемпионатне хутшăнма хатĕрленет.
– Вăрмартан пултаруллă велосипедистсем сахал мар тухнă. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ ÿсекен çамрăк ăрăва хавхалантармалла. Спорт шкулне çÿрекенсем Раççей, Европа, тĕнче шайне тухма пултарччăр, май килнĕ таран эпир пулăшма тăрăшпăр, – терĕ ЧР велоспорт федерацийĕн Президенчĕ Эдуард Валерьянович.
Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов хаклă парнешĕн И.Павлова тав турĕ, шкула çÿрекен çамрăк велосипедистсем хăйсен ăсталăхне куллен ÿстерсе пырассине шантарчĕ.