25 июля 2009 г.
Вăхăт сисĕнмесĕрех хăвăрт шăвать. Тинтерех вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕччĕ кăна, шкулсен çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленмелли тапхăр çитсе те тăчĕ. Вĕсемпе пĕрлех ача сачĕсенче те хĕрÿ ĕç пырать. Манăн сăмахăм ку хутĕнче Чупай тата Энĕшпуç ялĕсенчи ача сачĕсем пирки пырĕ.
Чупай. Хальхи вăхăтра Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çумĕнчи «Хĕвелпи» ача садĕнче юсав ĕçĕсем тума тытăннă темелле. Кунта шыв пăрăхĕсене çĕнĕрен улăштараççĕ, вĕри шыв кĕртме палăртаççĕ. Ăна валли ятарласа шыв ăшăтакан котел туяннă. Унсăр пуçне çитес вăхăтра ача сачĕн кантăк рамисене улăштарма планлаççĕ. Вĕсем пластикран пулĕç. Ача садне сăн кĕртме тĕрлĕ сăрăсем туяннă.
Палăртма кăмăллă, ача йышĕ ÿссе пынине шута илсе кăçалтан кунта тепĕр ушкăн йĕркелеме пăхнă. Вĕсем валли ятарласа çĕнĕрен тепĕр веранда ăсталама тытăннă та. Пĕтĕмĕшле юсав ĕçĕсене пурнăçлама 280 пин тенке яхăн пăхса тухнă.
«Вăхăт иртнĕ май пур япала та юрăхсăра тухать. Пирĕн те ача садĕнче пурнăçламалли ĕçсем чылай. Асăннă çуртăн çивиттине, ăшă паракан пăрăхсене те улăштармалла тата ытти те. Пĕр çултах пурне те пурнăçлама укçа-тенкĕ çитсе пымасть. Çавăнпа та май пур таран кашни çулах ача садне юсав ĕçĕсем тума планлатпăр», - тет шкул директорĕ А.Димитриев.
Энĕшпуç. Çак ял тăрăхĕнче вырнаçнă ача садĕнче те ĕçсем кал-кал пулса пыраççĕ. Кăçал вĕсем юсав ĕçĕсем тума строительство материалĕсем чылай туяннă. Кунта тăрăшса вăй хуракан воспитательсемпе няньăсем, ача сачĕн заведующийĕ хăйсен вăйĕпех нумай ĕç туса ирттернĕ. Çуртăн шал енне пĕтĕмпех сăрланă, урайне линолеум сарнă.
Халĕ ача сачĕн территорийĕнче çамрăк ăрăва вылямашкăн веранда ăсталаççĕ. Ăна валли хăмасем, профнастил кÿрсе килнĕ. Ачасем валли ларса канмашкăн саксем, шыв ăшăтакан котел, спорт вăййисем вылямалли хатĕрсем туяннă. Çакă тата ытти ĕçсене пурнăçлама 80 пин тенке яхăн тăкакланă.