25 июля 2009 г.
Июлĕн 22-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче малтанах район депутачĕсен Пухăвĕн бюджет комиссийĕ Вăрмарта известь завочĕ пулнă вырăнта коагулянтсем кăларакан хими завочĕ вăрттăн тума пуçланă текен сас-хура тавра уçăмлăх кĕртес тĕлĕшпе «Труд» тулли мар яваплă общество директорне О.Спиридонова итлерĕ.
Аса илтеретпĕр, 2008 çулта асфальтпа бетон завочĕ пулнă вырăнта органикăлла мар хими продукчĕсем (шыв тасатмалли коагулянтсем) туса кăларакан завод лартма çĕр уйăрса парасси пирки районта халăх итлевĕ иртнĕччĕ. Унта пухăннисем, пĕр сасăллă пулса, çак шухăша пăрахăçланăччĕ.
Халĕ известь завочĕ тавра строительство ĕçĕсем пуçарнине пĕлсен, районта пурăнакансенчен чылайăшĕ халăх хирĕçле пулнă производствăна каллех пурнăçа кĕртесшĕн пулĕ тесе шутлать. Ку енĕпе район администрацине те, депутатсем патне те, «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцине те граждансенчен çырусем килнĕ. Акă пĕр çырури сыпăка кăна илер-ха: «Пирĕн çемьене тата кÿршĕсене известь завочĕ пулнă вырăнта мĕн пуласси интереслентерет. Çынсем калаçнă тăрăх, унта шыв тасатмалли коагулянтсем тăвакан хими завочĕ тăваççĕ. Пире вара мĕн тунине тĕрĕссине каламаççĕ, кафе пулать теççĕ... Ăнлантарса пама ыйтатпăр, унта чăнах та хими завочĕ тăваççĕ пулсан унăн сиенлĕхĕ паллă вĕт-ха».
О.Спиридонов сăмах илсенех татăклăн çапла каларĕ: «Известь завочĕ пулнă вырăнта нимĕнле хими завочĕ те пулмасть, ку пĕтĕмпех уйрăм çынсен пуçĕнче çуралнă шухăш». Малалла вара çакна уçăмлатрĕ: «Коагулянтсем кăларакан хими производствине Красноармейски районĕнчи Трак станцийĕ çывăхĕнче йĕркелеме палăртнă, халĕ ку енĕпе документсем йĕркелес ĕç пырать, çавăнпа та Вăрмарсем уссăрах пăшăрханаççĕ».
Тĕтĕмĕ çулăмсăр пулмасть-ха ĕнтĕ. Эппин сас-хури те мĕн çинче те пулса никĕсленнĕ. Кун пирки те Олег Николаевич татăклă хурав пачĕ. Чăн та, вăл ертсе пыракан «Труд» тулли мар яваплă общество хăйĕн территорийĕнче (ку – известь завочĕ пулнă вырăн) строительствăпа юсав ĕçĕсем ирттерет. Çывăх вăхăтра кунта строительство материалĕсем туса кăларассипе тăватă енлĕ производство хута каймалла. Пĕрремĕшĕ – преспа усă курса вырăнти хăйăртан кирпĕчсем, блоксем, брусчатка, стенасем çине тулашĕнчен тата шал енчен çыпăçтармалли плиткăсем кăларасси; иккĕмĕшĕ – çавăн пек продукциех хăйăра хĕртсе юхтарса (литье) тăвасси; виççĕмĕшĕ – газопеноблоксем хатĕрлесси; тăваттăмĕшĕ – çÿп-çап куписем çине тухса пăрахакан пластик савăт ирĕлчĕкĕпе хăйăр хутăшĕнчен кирпĕч тата ытти çавăн евĕр япаласем хатĕрлесси.
Юлашкинчен Олег Николаевич коагулянтсем патнех таврăнчĕ. Чăн та, производствăна йĕркелесе ярсассăн вĕсемпе усă курас (туса кăларасси мар) шухăшсем пур. Унăн хатĕр гранулисемпе, хими составĕпе вăл алюмини сульфачĕ, йăлара усă курнă шыва тасатмалли шĕвек туса кăларасси (гранулăсене шывра ирĕлтереççĕ те савăтсем çине яраççĕ). Калăпăр, Вăрмарти физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейнри шыва кашни кун улăштарса тăраймăн – хакла ларать. Çак шĕвек вара усă курнă шыва тасатма май парать.
Пухăннисем производствăна аталантарни (халĕ обществăра 20 çын вăй хурать, çулталăк вĕçĕнче 50 çитмелле) пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине, сарăлнă сас-хурана халăх умĕнче маларах уççăн тухса калаçса пăчлантарса лартмалла пулнине палăртрĕç.
Халăх умĕнче ирттернĕ итлевре район Уставне улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем кĕртес пирки райадминистрацин юридици пайĕн секторĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ М.Степанова паллаштарчĕ. Хула, ял тăрăхĕсен канашĕн ларăвне район пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ, райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ, организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов уçса ертсе пычĕ. Çул çитмен ачасене çуллахи вăхăтра ĕçе вырнаçтарас ыйтупа районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн директорĕ В.Нестеров, пушар хăрушсăрлăхне пурнăçласа пырасси, вут-çулăм алхаснă тĕслĕхсене чакарасси пирки районти Госпожнадзорăн начальникĕ В.Хованский тухса калаçрĕç.