25 июля 2009 г.
Райпон обществăлла апатлану предприятийĕ вырăнти халăха кашни çулах çĕнĕрен те çĕнĕ продукципе тивĕçтерет. Акă ку хутĕнче çак предприятинче вăй хуракансем «Шанишки» ятлă çĕнĕ апат-çимĕç туса кăларма тытăнчĕç. Кунти Р.Павлова, В.Руссанова, Е.Абашидзе, Г.Савинова повар-кондитерсем, В.Баранова аслă повар-кондитер ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçлаççĕ. Çавна май кăçалхи çур çул кăтартăвĕсем те курăмлă. Обществăлла апатлану предприятин тавар çаврăнăшĕ 13,2 миллион тенкĕпе танлашнă. Вĕсенчен 6 миллион та 896 пин тенкĕлĕх продукци хăйсен вăйĕпе туса кăларнă. Ку иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 111 процент.
«Пахалăх палли - предприяти чысĕ. Çавна тĕпе хурса эпир экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци кăна кăларма тăрăшатпăр. Соя тата ытти тĕрлĕ хутăшсене ямастпăр. Çавăнпа та пирĕн продукцине Республика кунне килнĕ хăнасем те лайăх хак пачĕç», - тет предприяти директорĕ М.Сейфуллина. Эппин ĕç коллективне малашне те район экономикине вăйлатса, çирĕплетсе пыма ăнăçу сунар.