АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирччен шавларĕ стадион

22 июля 2009 г.

Кун тăршшĕ кăштах кĕскелчĕ, шăрăх кунсем пуçланчĕç. Питрав кунне Раççейре мĕн авалтан анлăн тата чаплăн паллă тунă. Çак уява Петр тата Павел апостолсене халалланă. Çветтуйсенчен урăх нихăшĕн те кун пек ят çук. Вĕсем Христосăн чи лайăх вĕренекенĕсем тата христиан тĕнне саракансем пулнă.

Питрав кунĕ Тикаш ялĕнче те савăнăçлăн иртрĕ. Кăçал ăна ял пуçланса кайнăранпа 600 çул çитнине халалланă.

Савăнăçлă уява Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов уçрĕ. Вăл çурхи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ. Çакна палăртрĕ: ял тăрăхĕн территорийĕнче пушă выртакан çĕрсем çук. «Иванов» хресчен (фермер) хуçалăх пуçлăхĕ В.Иванов, «Передовик» агропромышленноç комплексĕ» тулли мар яваплă обществăн тата «Сарабай» тулли мар яваплă обществăн пуçлăхĕсем В.Кандаковпа А.Ульянов ялăн социаллă-экономикăллă аталанăвне хăйсен тивĕçлĕ тÿпине хываççĕ, «Питрав» ирттерме те укçа-тенкĕ уйăрчĕç. Уяв йĕркелеме çавăн пекех ялтан тухнă предпринимательсем: Кандаковсен çемйи (Сергей Николаевичпа Марина Николаевна), пĕр тăван Н.Хованскаяпа Г.Филиппова, Н.Питеров, О.Нарсов пулăшрĕç.

Тикашсене уяв ячĕпе саламлама Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.Семенов, Кĕлкеш тата Мăнçырма ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.Даниловпа В.Семенов та килнĕ.

Тикаш ял тăрăхĕн администрацийĕ ячĕпе М.Волкова, М.Тимушкина, Т.Илюхинана, Е.Петрована ял пурнăçне активлă хутшăннăшăн тав тунă, хаклă парнесем парса чысланă.

«Иванов» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи Н.Демьянов, Н.Тимушкин, Н.Иванов, В.Кабаков, М.Яковлев, «Передовик» хуçалăхри В.Тямаков, Н.Кабаков, А.Белоусов, В.Васильев, Ю.Едюков, Л.Ленская, Г.Илюхина, Е.Васильева, «Сарабай» тулли мар яваплă обществăри В.Квасов, А.Ульянов, В.Ульянов, О.Александров хастар ĕçченсем грамотăсемпе хаклă парнесем илме тивĕç пулчĕç.

Спорт вăййисем пуçланчĕç. Малтанах лашасене чуптарчĕç. «Гунна» лашапа пĕрремĕш вырăна – С.Павлов, «Змейка» лашапа иккĕмĕшне А.Федоров (иккĕшĕ те Кивĕ Вăрмартан) тухрĕç.

Турник çинче туртăнассипе кĕçĕн ачасем хушшинче А.Семенов – пĕрремĕш, Н.Ленинский – иккĕмĕш, Н.Кандаков виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

25 çула çитичченхи çамрăксем хушшинче турник çинче Е.Нарсов, С.Архипов, А.Иванов çĕнтерчĕç.

25 çултан иртнĕ арçынсенчен А.Хованский – пĕрремĕш, Н.Данилов – иккĕмĕш, В.Данилов виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Кире пуканĕ нумайрах çĕклес енĕпе тупăшакансем чылай пулчĕç. Хĕрлĕçырти З.Кабакова 16 килограмлă кире пуканне 55 хут çĕклесе хĕрарăмсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Арçынсенчен кире пуканĕ чи нумай çĕклесе пĕрремĕш вырăна Тутар Республикинчи кÿршĕллĕ Маматăш ялĕнчи И.Хаялиев – пĕрремĕш, иккĕмĕш вырăна Куславккари С.Чернов, виççĕмĕшне Шăхальти В.Моисеев тухрĕç.

Волейбол командисем темиçе те тупăшрĕç. Чи вăйлисем вара Кĕлкешсем (капитанĕ В.Паденьков) пулчĕç.

Ăмăртусенчен чи интересли вăл – наци кĕрешĕвĕ. Чемпион ятне çĕнсе илессишĕн Н.Иванов (Тикаш), И.Хаялиев (Маматăш) тата А.Иванов (Вăрмар поселокĕ) хăйсен мĕн пур вăй-халне парса тупăшрĕç.

Нумай вăхăт кĕрешнĕ хыççăн пĕрремĕш вырăншăн Н.Ивановпа А.Иванов тупăшăва тухрĕç. Вăйсем пĕр пек пулнипе вĕсем пĕр-пĕрне ниепле те парăнтараймарĕç. Хăйсем килĕшнипе тата судьясен йышăнăвĕпе укçа пăрахма тиврĕ. Çапла вара çĕнтерÿ А.Иванов енче пулчĕ, ăна така парнелерĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Н.Ивановпа И.Хаялиев пулчĕç.

Тикаш ял тăрăхĕн администрацийĕ çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе чысларĕ.

Питрава курма килнĕ çынсемпе хаклă хăнасене Чăваш эстрадин çăлтăрĕсем – ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Сарри юрăç, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, юрăç-композитор Н.Заводскова, юрăç-композитор В.Александров хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Яра кунĕпех суту-илÿ павильонĕсем халăха тĕрлĕрен техĕмлĕ апат-çимĕç, шашлăк, куллен кирлĕ таварсем сĕнчĕç.

22 сехетре стадионта дискотека пуçланчĕ те мĕн ирчченех пычĕ.

Çакна палăртма кăмăллă: Питрав кунĕнче ял тăрăхĕн халăх дружинникĕсем обществăлла йĕркелĕхе пăснă пĕр тĕслĕх те тупса палăртман.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика