АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ

22 июля 2009 г.

Таса тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ

Раççей вăйĕ, хăвачĕ шăпах паян салтака каякан яшсенче. Çурхи призывра Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи çар ĕç комиссариатĕнчен 105 çамрăк çар ретне тăчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ аслă пĕлÿ илнĕ, ятарлă пĕлÿллисем те сахалах мар, спорт разрячĕллисем те пур. Сывлăх енчен те аптрамаççĕ яшсем. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн çар комиссариатĕнчен кайнă каччăсем тăракан çар чаçĕсенчен ашшĕ-амăшĕсем патне тав çырăвĕсемпе мухтав хучĕсем сахал мар килеççĕ. Хăш-пĕр çамрăксене тĕрлĕрен наградăсем пама тăратнисем те пур. Ку пирĕншĕн те, ашшĕ-амăшĕсемпе тăванĕсемшĕн те пысăк чыс. Камăн аслашшĕ, ашшĕ тата пиччĕшĕ, тăванĕ салтакра пулнă вĕсен ачисем те Тăван çĕршыва сыхлама хаваспах тухса каяççĕ.

Çамрăксене патриотла воспитани парса ÿстересси паянхи кун пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юлашки вăхăтра Раççей çарĕ çĕнĕрен вăй илсе пычĕ. Çакна тин кăна Çурçĕр тинĕсĕнче тата çĕршывăн хăш-пĕр çар округĕсенче юлашки темиçе çул хушши ирттермен масштаблă çар вĕренĕвĕ йĕркелени те кăтартса пачĕ. Çар çыннин нушине ăнланма пуçлани те Раççей çарĕ лайăх еннелле улшăннине пĕлтерет. Йывăр пулсан та çĕнĕ техникăпа, офицерсене хваттерсемпе, лайăх шалупа, салтаксене тумтирпе, паха апатпа тивĕçтерес тĕлĕшпе аван пулса пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ ят тухнă çамрăксем салтак тумне тăхăнма васкаççĕ. Ку таранччен çар службине никам та альтернативлă службăпа улăштарни пулманнине палăртса хăварни те вырăнлă. Хăшĕ-пĕрисем салтакран таврăнсан контракт майĕпе тепĕр хут хăйсем çар службинче пулнă вырăна е урăх çĕре Тăван çĕршывăн лăпкă пурнăçне сыхлама тухса каяççĕ. Хăйсен умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ.

Сăмах май çакна палăртса хăварни те вырăнлă: аслă пĕлÿллĕ çамрăксем çар службине тÿремĕнех контракт майĕпе кайма пултараççĕ. Пĕрремĕш контракта 3 çуллăха тăваççĕ, вĕсен ĕç укçи те, отпуск вăхăчĕ те ыттисенчен чылай пысăкрах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика