22 июля 2009 г.
Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Галина Ивановна Петрова пирки таврара ырă ят çÿрет. Шанса панă ĕçе чунтан парăнса пурнăçланипе çĕнсе илнĕ вăл çак хисепе. «Росгосстрах – Атăлçи» страхлакан обществăн районти филиалĕнче 34 çул пĕр улшăнмасăр тÿрĕ кăмăлпа вăй хучĕ.
1954 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче Çитмĕшре çуралса ÿснĕскер, Галя Краснова ялти пуçламăш шкул хыççăн Анаткасри сакăр çул вĕренмелли шкула пĕтерет. Ун хыççăн Вăрмарти иккĕмĕш вăтам шкулта пĕлĕве малалла ÿстерет, 1971 çулта шкултан вĕренсе тухать. Ăçта каймалла; Юлташĕсем ăна Шупашкара, Хусана пĕрле вĕренме кайма сĕнеççĕ. Вĕсен шухăшĕпе килĕшмен вăл. Канашри финанс техникумне кайма тĕллев лартнă. Шухăшланă, пурнăçланă. Техникумри виçĕ çул сисĕнмесĕрех иртсе кайнă. «Патшалăх страхованийĕ» специальноçпа вĕренсе «финансист» дипломне алла илет. Çав çулхинех хăйсен ялĕнчи савнă каччипе Михаил Емельянович Петровпа çемье çавăраççĕ.
Галина Петровашăн часах ĕç биографийĕ пуçланать. 1975 çулхи августра районти Госстрах инспекцийĕнче участокри инспекторта вăй хума тытăнать. Тепĕр икĕ çултан ăна учет, каярахпа планлас енĕпе экономист должноçне шанса параççĕ. Яваплăха туйса тăрăшма тытăнать, техникумра илнĕ пĕлÿпе практикăра анлăн усă курать.
1991 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа мĕн паян кунчченех Г.Петрова пĕрремĕш категориллĕ специалист пулса тăрăшрĕ.
– Галина Ивановна 8 ял тăрăхĕнче пурăнакансене патшалăх страхованийĕн ыйтăвĕсемпе тивĕçтерчĕ, 15 страхлакан агент ĕçĕсене тĕрĕслесе тăчĕ тата тивĕçлĕ пулăшу пачĕ. Коллективра ăна хисеплеççĕ. Хăй те дисциплинăна кирлĕ пек пăхăнса, агентсенчен те çирĕп ыйтрĕ,– кăмăллăн каласа парать ун çинчен филиал пуçлăхĕ Ирина Михайловна Алексеева.
Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тата нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн вăл «СССР патшалăх страхованине – 70 çул» юбилейлă асăну знакне тата укçан преми илме тивĕçлĕ пулнă. Çавăн пекех унăн пархатарлă ĕçĕшĕн, çуралнăранпа 50 çул тата 55 çул çитнĕ ятпа панă Хисеп грамотисем те пур. Вĕсене вăл хаклă реликви вырăнне хурса упрать.
Мăшăрĕпе виçĕ ача: пĕр ывăл та икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Халĕ ĕнтĕ ачисем пурте çемьеллĕ. Галина Ивановнапа Михаил Емельянович мăнукĕсемпе савăнаççĕ, вĕсемшĕн тăрăшаççĕ.