22 июля 2009 г.
«Иртнĕ çул ялта тĕпленсе пурăнакан тата ĕçлекен 344 çемье çурт-йĕр хăпартма федераллă, республика бюджечĕсенчен патшалăх пулăшăвĕ илнĕ. Кăçал вара кун пек çемьесен йышĕ 457 çитмелле», - тесе палăртнă ЧР Президенчĕ Н.Федоров Мускавра РФ Президенчĕ приоритетлă наци проекчĕсене мĕнле пурнăçланипе ирттернĕ канашлура.
Чăвашсен авалхи йăли-йĕрки «ниме» те çурт-йĕр хăпартнă çĕрте пысăк вырăн йышăнать. Çавна май ялсенче 1 тăваткал метр çурт-йĕр 14600 тенкĕпе танлашать. «Ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн райадминистраци ЧР Ял хуçалăх министерствине кăçал 6 çамрăк çемье, ялта пурăнакан тата ĕçлекен граждансем (вĕсем 2 çемье) çурт-йĕр хăпартма документсем тăратнă.