22 июля 2009 г.
Беларуç Республикине нимĕç захватчикĕсенчен ирĕке кăларнăранпа 65 çитнине халалласа Беларуç Республикин Президенчĕ А.Лукашенко юбилей медалĕ кăларнă. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче Беларуç Республикине фашистсенчен хăтарма хутшăннă çынсене панă. Ун пеккисем пирĕн районта паянхи куна 5 çын юлнă. Район халăхне социаллă пулăшу паракан пай пуçлăхĕ В.Иванов унти специалистсемпе пĕрле Вăрмар хула, Пысăк Енккасси, Энĕшпуç, Кĕтеснер, Кавал ял тăрăхĕсенче пулса унти пуçлăхсемпе, специалистсемпе вăрçă участникĕсем патне килĕрен çÿресе юбилей медалĕсене пачĕç.
Çак наградăсене Вăрмар поселокĕнчи К.Маркс урамĕнчи Нина Ефимовна Воронкова, Урнарти Анастасия Фоминична Данилова, Энĕшпуçĕнчи Роман Макарович Макаров, Эçпепери Аркадий Васильевич Петров, Кавалти Михаил Александрович Степанов тивĕçрĕç. Вăрçă суранне манайман пĕркеленчĕк питлĕ ветерансем хăйсене çакăн пек хисепленишĕн чунтанах савăнчĕç. Вĕсемшĕн халĕ наградăран ытларах сумĕ паха. Иртнĕ асаплă кун-çула хисепсĕр хăварманни те ватăсен кăмăлне çĕклет.