18 июля 2009 г.
«Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи», – теççĕ. Чăнах та, кашни çыннăн хăйĕн тăван чĕлхи – амăшĕн чĕлхи пур. Геннадий Никандрович Волков педагог-ăсчах калашле: «Çĕленĕн те хăйĕн чĕлхи пур. Çăхан та хăйĕн юррине манмасть». Апла пулсан çак аслă çĕр çинче кашни чĕрĕ чунăн хăйĕн чĕлхи пур, çыннăн та çавах.
Тăван чĕлхемĕрçĕм... Ку сăмахсене каланă чух чĕрене темле асамлăх, çав вăхăтра сăваплăх, тасалăх çупăрласа илет. Тăван чĕлхене юратасси мĕн пĕчĕкрен – тăван çемьене, хăвăн çуртна, хăвăн шкулна юратнинчен пуçланать.
Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхи мĕскĕн мар. Ялта та, хулара та – пур çĕрте те тăван чĕлхепе уççăнах, кăмăллăнах калаçаççĕ. Анчах çапла-ши ку;
Эпĕ Вăрмар районĕнчи Чулкас ялĕнче пурăнатăп. Пирĕн çемье туслă: атте, анне, шăллăм тата эпĕ. Мана мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене юратма, унпа калаçма туслă çемье вĕрентсе пырать. Эпĕ хама астăвасса пур тăван-хурăнташа та яланах чăн чăвашла хисеплесе чĕнетĕп. Çапла каласа чĕнни маншăн ытла та çывăх, илемлĕ, таса. Хăш-пĕр çемьере, хамăр ялтах «бабушка», «дедушка», «папа», «мама» тесе чĕннине илтме пулать. Çапла пуплесе чĕлхене вараланине, çав вăхăтрах хамăр сисмесĕрех тăван халăхăн культурине таптаса аркатнине те туймастпăр.
«Мĕнех вара! Кăштах йышăннă сăмахсемпе калаçнипе чĕлхе пĕтсе ларать-им;», – теççĕ.
Анчах çын пурнăçĕнче тăван чĕлхе тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕш пулнине эпир хамăр ăçта та пулин «тĕнче вĕçне» тухса кайсан тин туйса илетпĕр. Акă манăн кукка – Мускавра, инке Çĕпĕрте пурăнать. Тăвансем çулталăкне пĕр-ик хутчен, вăхăт тупса, яла килсе каяççĕ. Чун-чĕрери чи вăрттăн, чи кăткăс туйăмсем çинчен çав тери ăнланмалла, уçăмлăн каласа параççĕ. Тăван чĕлхен кашни сăмахĕ – кĕмĕл укçа пек янăрать, итлесе тăранмалла мар. Ытла та илемлĕ, янăравлă тата пуян чăваш чĕлхи.
«Аваллăхран упранса юлнă тăван чĕлхе ĕлĕкхине паянхи хăвăрт улшăнакан вăхăтпа çыхăнтарать, истори çул-йĕрне тата халăхăн илĕртÿллĕ хăйне евĕрлĕхне кăтартать», – тет чăваш чĕлхине хакласа Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров.
Апла пулсан, çак витĕмлĕ сăмахсене пирĕн асра тытасчĕ, ăша хывасчĕ, ĕмĕр-ĕмĕр сыхланса юлнă чĕлхене малашне упраса хăварасчĕ!
Чулкас шкулĕ.