18 июля 2009 г.
- Федераллă бюджет дефицитлă пулсан та инвалидсене социаллă пулăшу парасси туллин пурнăçланса пырĕ,– тенĕ В. Путин премьер–министр инвалидсен ирĕкĕсене хÿтĕлекен обществăлла организацисен ертÿçисемпе Шурă çуртра тĕл пулнă чух.
Иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнчех Раççей инвалидсен прависем çинчен калакан ПНО (ООН) Конвенцийĕ çумне хутшăннă. Çапла вара Раççей саккунĕсем çак Конвенци ыйтнипе килĕшсе пыраççĕ, çав вăхăтрах кулленхи пурнăçра апла мар.
– Хулари (поселокри тесе вулăр) пурнăç условийĕсем, транспорт, социаллă объектсем хальлĕхе инвалидсене кирлĕ пек тивĕçтермеççĕ-ха,– палăртнă çак тĕл пулу вăхăтĕнчех премьер-министр. Çак пĕтĕм çитменлĕхсене пĕтерес енĕпе 2011 çулта тĕплĕн ĕçлеме тытăнмалла. Уйрăм вырăнсенче, вăл шутра пирĕн районта та, ку ĕç халех пурнăçланса пырать. Акă район администрацийĕн, Перекет банкĕн хушма офисĕн, Пенси фончĕн уйрăмĕн тата хăш-пĕр учреждени-организацисен умĕнче пандуссем (инвалидсене ураписемпе хăпарса анмалли вырăнсем) йĕркеленĕ.
2009 çулта 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен учета тăнă пĕтĕмĕшле чирсене пула инвалид пулса тăнисене, ачаранах инвалидсене, Чернобыль инваличĕсене, реабилитациленĕ çынсем хушшинчи инвалидсене çăмăл автомашинăсемпе тивĕçтерĕç е 100 пин тенкĕ укçан компенсаци парĕç. Çапла вара машинăпах кашни учреждени-организаци пандусĕ умне пырса чарăнмалла пултăр.
Сăмах май, паянхи кун тĕлне Раççейре 13,2 миллион инвалид е пĕтĕм халăх йышĕн 9 проценчĕ.