18 июля 2009 г.
"Кайăк - тĕкĕпе, çын - ĕçĕпе илемлĕ", – тенĕ мĕн авалтан. Çак сăмахсем тÿрремĕнех Эçпепе ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ Надежда Георгиевна Семенова пиркиех калаççĕ, мĕншĕн тесен вăл таврара хăйĕн ĕçĕпе мухтава тухнă. Çĕр ĕçĕпе çыхăннă профессипе 38 çул ĕçленĕ, вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ.
Надежда Георгиевна 1939 çулта Эçпепе ялĕнчи йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕне астумасть, мĕншĕн тесен вăл 1941 çулта вăрçа тухса каять те 1945 çулта Кенигсбергра паттăрсен вилĕмĕпе вилет. Амăшĕ ултă ачапа пĕччен тăрса юлать. Çак çемьере Надежда еплерех ÿснине вулакан ахалех чухлать пулĕ. Шартлама сивĕ, выçлăх, йывăр ĕç... акă мĕн туптаса кăларнă Надежда Георгиевнана пурнăç çулĕ çине. Темле йывăр пулсан та амăшĕ вĕсене вĕренсе аслă пĕлÿ илме ăс панă. Вăтам шкула медальпе вĕренсе тухнă хыççăн, Хусанти медицина институтне вĕренме кĕрет. Анчах та шăпа пÿрни пулман пулмалла ку вĕренÿ заведенийĕ. Укçа-тенкĕ çитсе пыманнипе института вĕренме пăрахма тивет. Ун хыççăн вăл икĕ çул ялти библиотекăра ĕçлет. Ĕç пур, таса вырăн тесе лăпланса ларман Надежда Георгиевна, вĕренес шухăшне пуçĕнчен кăларман. Çапла вара 1959 çулта Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет. Вĕреннĕ хушăра та вăл ĕçлемесĕр лармасть: вакун та пушатнă, урам та шăлнă тата ытти ĕçсене те тиркесе тăман. Çапах та студент вăхăчĕ хаваслă пулнă. 1964 çулта, институт пĕтерсен, ăна Мордва Республикине ĕçлеме яраççĕ. Тĕрлĕ енлĕ ĕçлекен хуçалăхра Надежда Георгиевнан çĕр çинче ĕçлеме пуçланин чăн-чăн пĕрремĕш экзаменĕ пулнă тесен те юрать. Çак хуçалăхра пуçланать унăн агроном ĕçĕ. Ăна вăл ĕмĕрлĕхех суйласа илнине те çакăнтах туйса илет. Аякри ĕç вырăнĕ, хуçалăхĕ ăна килĕшнĕ пулин те, тăван тăрăх хăй патнех туртнă. Çапла вара 1969 çулта хамăр районти ял хуçалăх управленинче ÿсен-тăрансене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен агрономра вăй хума тытăнать. Тăван енре татах та ытларах хавхаланса ĕçлет çамрăк специалист, пур çĕре те çитме тăрăшать, çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртессипе те сахал мар тар кăларма тивет унăн. Наукăра çирĕплетнĕ çĕнĕ технологисене кунсерен пурнăçа кĕртсе пыма ăна Шупашкарти, Хусанти, Чулхулари ял хуçалăх институчĕсемпе, опытлă станцисемпе тата "Сортсемовощ" пĕрлешĕвĕсемпе çыхăнса ĕçлени те нумай пулăшать. Тăрăшни сая каймасть, вăл вăхăтра пирĕн район республикăри ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан малтисен ретĕнче пулнă. Ун чухне пĕр гектартан 35-40 центнер тĕш тырă туса илнĕ. Районта сельхозхими предпрятийĕ йĕркеленсен вăл унта ĕçлеме куçать. Председатель заместителĕ пулнă май, кунта та унăн çĕр пулăхлăхне лайăхлатассишĕн сахал мар вăй хума тивет. В.Мадянов ертсе пыракан предприяти кĕске вăхăт хушшинче аталанса вăй илет. Ĕçлемесĕр, вăй хумасăр нимĕн те пулмасть тенĕ пек, тем те ĕçлеме тивнĕ, çапах та тăрăшнă, ÿркенсе тăман. Агрохими ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсене пĕлме, опыт пухма Тутар АССРне, Владимир облаçне, Белоруссине сахал мар кайма тÿр килнĕ, хăйсем те кунта килсе çÿренĕ. Пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашса предприяти малашлăхĕшĕн çине тăнă.
Урапа пĕр тикĕс кусмасть тенĕ пек пурнăç та тĕрлĕрен килсе тухать, ял хуçалăх отраслĕнче йывăрлăхсем килсе тухнине пула сельхозхими те хупăнса ларать. Ĕçчен агроном вара аптăраса ÿкмест, районти сĕтел-пукан фабрикинче теплица хуçалăхĕнче вăй хума тытăнать. Пысăках мар коллективпа вуншар тонна хăяр-помидор туса илсе çулталăкĕпех район халăхне тивĕçтернĕ. Вĕсем туса илнĕ пахча çимĕç экологи енчен таса пулнине палăртнă, мĕншĕн тесен вĕсем химилле препаратсемпе пĕрре те усă курман. Сăмах май каласан, халĕ хăй килĕнче те пахча çимĕçе химилле препаратсемсĕрех туса илет. "Кашни тĕм, кашни ÿсен-тăран хăй патне тимлĕх ыйтать. Вĕсене чунтан юратса çитĕнтермелле",- тет Надежда Георгиевна хăйĕн пурнăç çулне аса илнĕ май. Тивĕçлĕ канура пулин те лара-тăма пĕлмест харсăр хĕрарăм. Эпир пынă кун та вăл михĕ йăтса курăка кайнă, ĕни кĕтÿрен таврăнсан çитерме кирлĕ иккен. Çулĕпе çамрăках мар пулин те выльăх-чĕрлĕх тытса, пахча çимĕç çитĕнтерсе пенси укçи çумне хушма тупăш тăвать. Çак уйăхра тава тивĕçлĕ агроном çуралнăранпа 70 çул çитрĕ. Çак ятпа ăна тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем пурте ăшă сăмахсем каласа ырлăх-сывлăх сунчĕç. Çĕр-аннемĕр ыйтнине пурнăçланă тава тивĕçлĕ агрономăн ĕмĕт-тĕллевĕ пурнăçланнă темелле, апла пулсан унăн кун-çулĕ татах та вăрăм пултăр.