АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пучах пÿлмене тăкаксăр кĕтĕр

18 июля 2009 г.

Пучах пÿлмене тăкаксăр кĕтĕр

Тин кăна çур аки вăхăчĕ иртнĕ пекчĕ. Районти хуçалăхсем техникăна çур акине мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслеме тухса çÿрени халĕ те асрах-ха.

Çаврăнса пăхнă çĕре ĕççин хĕрÿ вăхăчĕ çитсе те тăчĕ. Кĕçех вырмана тухмалла пулать. Юсавсăр техникăпа пиншер гектар йышăнакан тырă пуссине вăхăтра тата пахалăхлă вырса пĕтереймĕн. Çавăнпа та халĕ хуçалăхсенче вырмана хутшăнакан ял хуçалăх техникине юсаса хатĕррисен ретне лартас ĕç пырать. Вĕсем юсавлипе юсавлă маррине тĕрĕслеме районти Гостехнадзор ятарласа график туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн июлĕн 13-мĕшĕнче "Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче пулма тÿр килчĕ.

Ку хуçалăхра вырмана 5 комбайн хутшăнмалла:СК–5 Нива - 2, Енисей -1, ACROS - 530 – 2 комбайн. Сăмах май каласан, ACROS çĕнĕ йышши комбайнсене пĕрне пĕлтĕр, теприне кăçал çĕнĕрен туяннă Киввăрмарсем. Ку енĕпе вĕсем районта чи лайăх ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри. Çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртессишĕн яланах çине тăраççĕ вĕсем. Анчах та эпир пынă кун, палăртнă графикпа килĕшÿллĕн, вырмана хутшăнакан техникăна техосмотр кăларма хатĕрлесех çитерменнине палăртрĕ Гостехнадзорăн районти аслă инспекторĕ В.Николаев ял хуçалăх техникисене пăхса çÿренĕ май.

Кивĕ Вăрмарсем пучаха çĕре ÿкерекен марччĕ-ха. Вĕсем яланах вырмана районта пĕрремĕш тухса чи малтан вĕçлекенччĕ. Кăçал та çаплах пуласса шанатпăр. Çавăнпа та техникăна кирлĕ пек хатĕрлесе çитерсе тĕрĕслев витĕр кăлараççех ĕнтĕ кайăк-кĕшĕк фабрикин ĕçченĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика