АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кирпĕч çапаççĕ, çĕр ĕçĕпе тăрăшаççĕ

18 июля 2009 г.

Кирпĕч çапаççĕ, çĕр ĕçĕпе тăрăшаççĕ

Энĕшпуçĕнчи «Шоркистринский» производство кооперативĕ иртнĕ çула тупăшпа вĕçлерĕ. Кирпĕч çапса кăларнипе пĕрлех пĕлтĕр 100 гектар çинче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан вăтамран 20 центнер, 65 гектар çинчен çĕр улмине 250 центнер туса илнĕ. Кăçалхи тĕллевĕсем татах та пысăкрах. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнă май, тухăçа татах та ÿстермелле.

– Кирпĕч сезонĕ пуçланиччен 25 гектар çине çурхи тулăна, 45 гектар çĕр улмие агротехникăллă чи лайăх вăхăтра тата пысăк пахалăхпа акса-лартса хăвартăмăр, – пĕлтерет кирпĕч завочĕн директорĕ И.Иванов.

Июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче кунта кирпĕч сезонĕ пуçланнă. Коллективра 70 яхăн çын вăй хурать. Ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Пĕр сменăра 21 пин штук кирпĕч çапса кăлармалла, çулталăкра 2,5 миллион штук. Эпир пынă чухне те кунта ĕç вĕресе тăрать. Ю.Николаев электропогрузчикпе цехра хĕртсе кăларнă кирпĕче штабель туса купаласа хурать.

– Тĕнчери кризис пире те пырса çапрĕ. Халиччен кирпĕч туянакансем черетре тăратчĕç. Черет çитессе кĕтсе çĕр каçнисем те пулнă. Халĕ вара пурнăçри йывăрлăхсене пула кирпĕче сахалрах туянаççĕ. Тутар Республикинчен, Канашран, Тăвай тата хамăр районтан кирпĕче туянаççĕ-ха, эпир вĕсене паха продукципе тивĕçтерме тăрăшатпăр, – калаçăва малалла тăсать Иван Геннадьевич.

Производствăна аталантарас, туса кăларакан кирпĕч пахалăхне лайăхлатас енĕпе куллен тăрăшаççĕ кунта. Çавна май тĕрлĕрен çĕнĕ техникăпа оборудовани туянаççĕ. Кăçал та хăйсен укçи-тенкипе вĕсене 3 миллион та 500 пин тенкĕлĕх туяннă. 198 пин тенкĕлĕх çĕр хатĕрлекен агрегат илнĕ.

Кирпĕч заводĕнче халĕ ЗИЛ-45,02 автомашинăсем – иккĕ, КамАЗ автомашина прицеппа – пĕрре, Т-150 К трактор, МТЗ-82.1 – иккĕ, МТЗ-10,25, ДТ-75 бульдозер, ДЗ-42 гусеницăллă трактор, ЭО-33,23 экскаватор пур. Вĕсемпе тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ.

Ĕç ăнăçлăхне кадрсем татса параççĕ. Вĕсем вара кунта сахал мар. А.Семенов тĕп механик сезона тĕплĕн хатĕрленнĕ темелле, техника тухăçлă ĕçлет.

З.Лавровапа Р.Васильева мастерсем хăйсен ĕçне пĕлсе, тĕрĕс йĕркелесе пыраççĕ. А.Алексеевпа Н.Семенов механизаторсем шанса панă техникăна тухăçлă ĕçлеттереççĕ, сменăри задание ирттерсе пурнăçлаççĕ. В.Беловпа Ю.Расколов водительсем те хăйсен ĕçĕнче тăрăшуллă пулнипе палăрса тăраççĕ.

Кирпĕч завочĕн тума пуçланă пысăк объект – çĕр улми упрамалли 800 тонна вырнаçакан хранилище. Иртнĕ çул кунта нумай ĕçсем тунă. Кăçал вара, çĕр улми кăларма пуçличчен, ăна хута яма палăртнă. Çĕр улми тухăçлă çитĕнесси халех палăрать. Çирĕп туналлă «иккĕмĕш çăкăрăн» тĕрлĕ сорчĕсем куçа илĕртеççĕ, шап-шурă чечекре лараççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, кирпĕч цехĕнче те, уйра та ĕç вĕресе тăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика